Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.8 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Инҫе ҫулсен сиплевӗ

Виталий Станьял25.07.2026 21:12113 хут пӑхнӑ

Кашни ҫыннӑнах пурнӑҫрине аса илмелли пур. Ват ҫыннӑн вӑл уйрӑмах нумай тупӑнать. Пурӑнса ирттерни ҫын асӗнче ӗмӗрӗпех пырать ҫав. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пулни-иртни, курни-калаҫни, пӗлни-хутшӑнни шупкаланать те якалать. Асран пачах тухса ҫухални те пулать. Анчах нихҫан та манӑҫми самантсем, пулӑмсем, вырӑнсем, сӑнсем пуҫра купаланса тӑраҫҫӗ. Этем ӗмӗрӗн ҫутӑ хӗвелӗ каҫ енне сулӑнсан вӗсем татах йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ те чӗррӗн пекех курӑнаҫҫӗ.

Ҫакна сиснӗ Яткар мӑнукӑм кӗлетрен мана пӗр ҫӗклем тачка типтер йӑтса килсе пачӗ. Экспедицисенче пухӑннӑ 21 кунҫырав кӗнеки! Ку евӗр хамӑн харкам дневниксем хулари хваттерте икҫӗртен те ытла выртаҫҫӗ. Кусем урӑхла — студентсен «Ҫилҫунат» отрячӗсемпе тӗрлӗ ҫулсенче ҫул ҫӳренӗ чухне йышпа ҫырса пынисем. Пӗрисене экскурсисенче палӑртса пынӑ, теприсене халӑх сӑмахлӑхне пухма кайсан отрядӑн пӗтӗмӗшле дневникӗ пек тултарнӑ. (Вӗсенчен лайӑхрах 4-5-шне — Анатолий Смолин, Валерий Туркай, Ульха Эльмен, Александр Магарин, Петр Мулюков тата ытти палӑрнӑ ҫилҫунатҫӑсем ҫырнисене — Олег Цыпленков мӑшӑрне архив валлиех парса янӑччӗ).

Халӗ ҫав типтерсене эрнипелен вуласа ларатӑп та, тахҫанхи пек таҫти тӗлӗнтермӗш ҫӗршывсене ҫитсе ҫӳренӗ, ҫынсемпе курса калаҫнӑ пекех туятӑп, савӑнатӑп та, пӑшӑрханатӑп та. Ун чухнехи чылай вырӑн, ял, хуҫалӑх, шкул пӗтрӗ ӗнтӗ. Ҫулсем лайӑхланчӗҫ. Тумтир, апат-ҫимӗҫ тулӑхланчӗ. Халӑхӑн сӑмах вӗҫҫӗн сӑмахлӑхӗ вара пачах сӳнсе ларчӗ. Эпир сехечӗ-сехечӗпе ҫыра-ҫыра илнӗ юрӑсемпе юмахсем шӑпланчӗҫ, ҫӑвар карса итленӗ карчӑксемпе картсем кайса пӗтрӗҫ — манӑн ӑру хӑй ӗмӗрне, ӗҫне ӗмӗтне вӗҫлерӗ темелле.

Типтерсене уҫса вулатӑп та, ҫулсем таврӑнса килеҫҫӗ, вӗсем мана таҫти-таҫти вырӑнсемпе, ялсемпе те ҫынсемпе паллаштараҫҫӗ, тейӗн. Студентсен экскурсийӗсене Мускавра, Ленинградра, Пензӑра, Тарханта, Тулӑра, Псковра, Хусанта, Ӗпхӳре вырӑс ҫыравҫисен вырӑнӗсемпе ирттернӗ пулсан, экспедицисене малтан тӑван республикӑра йӗркеленӗ. Ивановпа Ухсай Слакпуҫне, Силпипе Хушӑлкана, Яковлев Кӑнна Кушкине, Хусанкай Сиктермине, Шавли Чулҫырмине тата таҫта та ҫитсе ҫаврӑннӑ. Юрать ҫӳресе ӗлкӗрнӗ.

«Майне тупрӑмӑр — аслӑ Хуҫана шӑнкӑравласах билет илме май килтертӗмӗр... Хамӑр «тӑвансене» те кӗтсе илтӗмӗр эпӗ, Ҫармӑс, хыснаҫӑ Сильвестр, Настя Егорова кӑмиссар, Арс Пӑнчӑ...

Умра — ҫулсем ҫулсем, ҫулсем...

Ӗмӗтленни чӑна тухать!

Пӗр чарӑнми умри илем

Чӑваш ятне чунра упрать...

(Алексей Элтепер командир ҫырнинчен. «Пенза-Тула – 1978» кунҫыравран).

Вулакан чухлаймӗ, эпӗ вара шӳтлӗ чӗнӗмсем Нарспи ҫӗршывӗнче ҫӳренӗ чухнех мӗнле тупӑннине пит лайӑх пӗлетӗп — Алексейӗ — Леонтьев, Ҫармӑсӗ — Валентин Константинов, Пӑнчи — Арсений Тарасов. Ыттисем хӑйсен хушамачӗсемпех юлчӗҫ — Люба Абрамова, Галя Раевская, Ира Семенова, Валентина Тойгильдина, Владимир Рыбкин.

«Ҫеҫпӗл йӗрӗпе – 1969» типтерте поэт 70 ҫулӗ умӗн шӑллӗпе Гурий Кузьмичпа калаҫнисем, ытти тӑванӗсемпе тӗл пулисем ҫинчен туллиех, «Ҫеҫпӗл ялӗнче Кирил Петровичпа ун арӑмӗ Перасковия Алексеевна Кузьминсем патӗнчен ҫӑмах яшкипе, ҫӗрулмипе, тӑварланӑ помидорпа сӑйланса тухрӑмӑр» тени халӗ те техӗмлӗ туйӑнать.

«Тӑвай – 1980» типтер Илле Тӑхти вырӑнӗсемпе, ытти вун-вун ӑстапа паллаштарать. Отряд командирӗ Виталий Михайлов, комиссарӗ Галина Васильева. Хваттер тупса параканӗсем икӗ Надя — Кураковапа Мочалова пулнӑ. Яланхи йӗркепе (сых ятне ӗнтӗ) кашнин килти адресӗ пур. Рая Дядькинӑн ашшӗ Шоляра, Леонид Гаденкинӑн — Хирлукассинче, теприсен — Элӗк, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсем. Йӑлтах аса килет. Хӑйсем ҫур ӗмӗртен Эль кӳллине, Тӑвай енне ырӑ-усалпа ас тӑваҫҫӗ-ши хӑть.

«Теччӗ – Элшел, 1981» тетрадь каллех Ҫеҫпӗл патне тавӑрать, сӑвӑҫ тусӗсемпе тӗл пултарать. Урӑхран тек вӑл ҫынсемпе тӗл пулайрас, каласа панисене итлейрес ҫук. Пӗлни-тупнипе студентсем курс е диплом ӗҫӗсенче усӑ курнӑччӗ, ҫут тӗнчене тухайман кирли вара аяла пулсах юлать пулӗ ӗнтӗ. Пухнӑ сӑмахлӑх пурте пичете лекеймерӗ.

«Ҫтуххаль, 1983» дневника ун тӗременӗ (редакторӗ) Валентина Петрова (Муркаш районӗнчен) пит тирпейлӗ тытса пынӑ, ҫивӗч самантсене часах ярса илнӗ. Унта юрӑ-сӑвӑ та пур, сӑнаса ҫырни те нумай. Эпӗ те чӗркеленӗ умсӑвӑ та пур-мӗн.

Яш кӑмӑлпа телей пур чух ҫӳреччӗр.

Ӗмӗр иртсессӗн ӗмӗт ҫеҫ юлать.

Чечек-ҫырлаллӑ вӑхӑтӑн тивлечӗ

Тӗс патӑр чӗппӗмсем вӗҫес ҫула.

(«Ҫанталӑкӗ сапӑрланать хӗвеллӗн...» сӑвӑран)

Отряд командирӗ Люда Ульянова (Матак, Тутарстан) виҫӗ вӗренӳ ушкӑнӗнчен (ИФ-21, 22, 23 группӑсенчен) пухӑннӑ пысӑк йыша пит ӑста йӗркелесе пынӑччӗ. Концертсенче хӑйсем хайланӑ йӗплӗ такмаксемпе ял ҫыннисене хытӑ тӗлӗнтернӗччӗ. Маттур та ӑслӑ, ӗҫчен те типейлӗ хӗрсем «Ҫилҫунатра» ялав пек малта пулнӑшӑн ун чухне савӑнма пӗлмен те пулӗ, халӗ вара ҫав телейлӗ ҫамрӑксен сӑнӗсене курса хытӑ савӑнатӑп. Мӗнле ҫаврӑнса тухрӗ-ши вӗсен пурнӑҫӗ — чӑваш чӗлхин ҫулне вӗсен умӗнчех тискеррӗн касса татрӗҫ ҫавӑ. Вӑл кӑна-и тата! Чӑваш ялӗнче ӳснӗ, чӑваш чӗлхине юратса чӑваш факультетне вӗренме кӗме ӑс ҫитернӗ, йӗркеллех ӗлкӗрсе пыракан тутар хӗрачине Энюзе Мударисована (Ҫӗпрел, Аксу ялӗ) тутар акценчӗллӗ тесе, Елчӗк каччине пултаруллӑ ҫилҫунатҫӑна Коля Круглова сӑвӑ ҫырнӑшӑнах, сӑлтав туса, хамӑрӑн чӗлхеҫӗсемех вӗренӳрен сӗмсӗррӗн пӑрса ячӗҫ. Эпир ҫапла чыссӑр сӳннин сӑлтавне таҫти Мускаврисем ҫине йӑвантарса шырамалла мар та ҫав...

1984 ҫулхи «Мулеккель. Тайтак. Тӑвара» дневник икӗ тетрадьлӗ. Кунҫырусене йӗркелесе пыракан Зоя Лукинана «сухан пек хаяр кӑмиссар» тесех палӑртса хӑварнӑ. Атту ҫав каччӑсене — Володя Степанов, Саша Тимуков, Веня Димитриев, Юра Краснов, Владимир Матвеев пек урхамахсене — мӗнле йӗвенпе тытса тӑрайӑн! Ахаль мар Матви Тимрукӗ тепӗр ҫулхине Самар енне куҫса кайрӗ. Дневникран пухусен протоколӗсем, концерт программисем, отряд гимнӗ пулса тӑнӑ юрӑсем умма тухаҫҫӗ. Самар енче «Хуратул – Гречиха» юрӑ пит килӗшсе кайнӑччӗ. Студентсем хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсем пур — Люда Ульянован, ушкӑнпа пӗрер йӗркен майланисем. Унтах вӗсене хыттӑн шӗкӗлчени те курӑнать. Светлана Иванова Мӗтри Ваҫлейӗ поэт-тухтӑр пирки пуҫтарнӑ хыпарсем кӑсӑк. Кунтах шӳтсем, «чӑн пулнисем», ӳкерчӗксем, юрӑсем тата темтепӗр тупӑнать иккен. Кекен ялӗн калавӗсем, Тимӗрҫен, Йӗкер, Тӗмен-Канаш чӑваш ялӗсен юмахӗсем сӳнмен пайӑрка пек туйӑнаҫҫӗ...

Вулакана йӑлӑхтарас мар. Маншӑн е пӗр-пӗр студент пулнӑ ҫилҫунатшӑшӑн кӑсӑк дневник урӑх ҫынна нимпе те хавхалантармӗ. Эпӗ вара вӗсене чаплӑ повесть-роман пекех тимлесе ларатӑп. Памалла-ха пӗр-пӗр журналист е ҫыравҫа тухнӑ Надя Рахмуллина е Римма Гурьяновӑна — вӗсем валли хайлав никӗсӗ кунта хатӗрех! Римма Гурьянова тытса пынӑ «Теччӗ-Пӑлхар-Хусанкай ҫӗршывӗ - 1985» типтер халех чипер кӗнеке майлӑ. Унӑн тупмаллийӗ, курмаллийӗ, вуламалийӗ, савӑнмалийӗ, хурланмаллийӗ туллиех. Лаша пуласси тихаранах паллӑ, теҫҫӗ. Отрядри ҫилҫунатҫӑсем пурнӑҫра маттур пуласси ку тетрадьрех яр уҫҫӑн палӑрать.

Ку типтерте ӗлӗкхи те, хальхи те туллиех. Самант сӑввине илсе пӑхам.

Хӑратаран хӑпартӑм Ӗнчӗ тӑрӑх

Сиктермене ҫити пӗр пӗчченех.

Ҫаранӗ аслӑ, юханшывӗ тӑрӑ,

Ура ҫинче сар хӑйӑр пӗрчӗнет.

 

Пуҫне шыва пӗкет йӑмра турачӗ,

Кӑвак ҫаран ҫинче вӗҫет чарлан...

Текерлӗк хурлӑн кӑшкӑрса хӑварчӗ —

Салам парать Хусанкайран...

 

Сӑвва ҫӗнӗ клубра каласа патӑм. Ӳкерчӗк халӑха килӗшрӗ курӑнать. Хусанкайлах терӗҫ.

Куҫару тӗслӗхӗ акӑ. Кашкӑр Махмучӗ. Тӗрӗк сӑмахӗсен пуххинчен. Сӑвар каччин юрри.

Сан пата-им сар хӗр килчӗ.

Пурҫӑн-ҫӗрҫӗнӗ ун йӑмӑх.

Пыл чӗресӗ алла илчӗ…

Ытарма та ҫук ку йӑмӑк!

 

Сӑнӗ сумлӑ та мӑнаҫлӑ,

Килӗшет тути-ҫӑварӗ,

Тӗксӗм ҫӳҫӗ ун кӑтраҫлӑ —

Уртӑша кая хӑварӗ!

 

Хӑва пек тӳп-тӳрӗ пӳллӗ,

Калаҫма та пит ӑста!

Питӗ-питӗ те вӗт хӳхӗм —

Туртса илчӗ ман ӑса!

5.7.1985

«Чакак Сӑрчӗ (Сорочьи Горы) патӗнче «СП-18» паром пуҫӗнче отряд комиссарӗ Маша Яруткина капитан пек пӑхса тӑрать.

— Тӗлӗнмелле тӗнче! — тет хӑй. Унтан ҫаврӑнса пӑхать-пӑхать те, хыҫра отрядри тӗп мӗлкеҫӗ (ӳкерекен, фотограф) Чакак Ваҫҫи Атӑл ҫинчи ҫак илеме курманнипе хаш! сывласа ярать.

— Тӗлӗнмелле ҫав тӗнчере! — тесе тепре каласа хурать».

...Хыҫҫӑн Василий Сорокин «художник» хуравлать — «Тӗлӗнмелли Чӑваш Пӑрнайӗнче, Элкей районӗнче, 8-40 минутра пуҫланчӗ», — тет...

Атӑлҫи Пӑлхар паттӑрӗсем 750 ҫул каялла Сӑвара хӳтӗленӗ ятпа каланӑ кӗлӗ сӑмахӗсене, Хӗрту халапне ҫырса хунӑ.

«Иштерек паттӑра Нарпике юратса пӑрахни ҫинчен хитре халап каласа парам-и.

Нарпике вӑл Алам хуҫан кӗҫӗн хӗрӗ, Марчан хулин чиперӗ... Пӳлерте ӑна Арапипе Туйпике апӑссем тӗрӗ тӗрлеме, чирлисене сиплеме, им-юм вӗретме, аманнисене сыватма вӗрентнӗ.

Пӗринче Нарпике Нухратпа Алпар Иштерекпе ҫар вӑййине вылянине карта витӗр вӑрттӑн пӑхса тӑнӑ. Иштереке темле сисмен самантра Нухрат хулӗнчен хӗҫпе лектернӗ тет те, хӗрлӗ юн шурӑ кӗпе витӗр сирпӗнсе тухнӑ. Ҫакна курсан Нарпике чӑтса тӑрайман, пахчаран чупса тухнӑ та, сурана ҫыхса янӑ, йӗкӗте сиплеме пуҫланӑ. Вара хытӑ юратса пӑрахнӑ теҫҫӗ...»

Сиктермене ҫӗнӗ музей уҫма, Иван Казанков усламҫа, Любовь Яргунина учительницӑна (Чӑваш Пӑрнайӗ), Олег Мурзин директора, Дмитрий Ярославлев пенсионера «Хисеплӗ краевед» хучӗсене пама 2002 ҫулта кайса килни ҫинчен те ҫырса хунӑ ку типтертех иккен.

Ҫитӗ. Манӑн вуламалли нумай-ха. Вӗсене ҫырнӑ студенчӗсем те халӗ пенсие тухса пыраҫҫӗ. Тен, хӑшӗ те пулсан, кӑмӑлпа вӑхӑт тупса, хӑйсен сӑмахӗсене илсе вулама кӑмӑл тумӗ-и. — тетӗп-ҫке-ха...

Сӑнӳкерчӗксем пур. Нумаях мар та — хаклӑ. Ӗлӗк вӗсем шурӑ-хура тӗслӗччӗ. Пичетлемен пленкисем манӑн халӗ те пӗр курапка упранаҫҫӗ. Ун чухне фото кӑларасси ансат марччӗ — ҫӗрӗпе тӗттӗмре лармалла тата им-юмӗсене туянмалӑх та нухрат юлман ҫулсем тупӑнса пычӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте студентсем хӑйсем шӑкӑрттин смартфон ҫакса ҫӳрерӗҫ те ҫырас вырӑнне ӳкерме васкатчӗҫ.

Ҫӳлти икӗ ӳкерчӗкре – Чӑваш университетӗнчи Люда Ульянова отрячӗ Ҫтухаль ҫулӗ ҫинче канса ларнӑ тата Эверкел ялне хыҫала хӑварнӑ самантсем (1983). Аялта – педуниверситет студенчӗсен отрячӗпе Пӳлерти археологи музейӗ уҫасса кӗтсе тӑратпӑр тата музейран хулана кӗпер урлӑ тӳррӗн каҫатпӑр. Хушӑлкари паллӑ таврапӗлӳҫӗ-учителпе Владимир Васильевич Максимовппа (1939 ҫ.ҫ.) килӗ умӗнче уйрӑлатпӑр. Юлашкинче – Хусанти Ар масарӗнчи Н.И.Ашмарин тюрколог тӑпри ҫинче тӑратпӑр (Ангелина Ефремова тетрадӗнчен, 2008).

 

Виталий Станьял

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем