АрсениЙ Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.19 17:53 | |
ЯЛТАН ҫырнине хуравласа. И.Вдовина патӗнче хӑҫан пулнине астусах каймастӑп.Пысӑк передача та туман, ахӑртнех.В.Алексинӑн фильмӗ хыҫҫӑн ун патне кайса тӗплӗн ӳкерме кирлех пулман ӗнтӗ тата ҫав фильм хыҫҫӑн вӑл ҫулталӑкранах вилнӗ темелле.Эпир В.Алексинпа вӑл вӑхӑтра пӗрлех ӗҫленӗ.Унӑн питӗ капитальнӑй фильм вӑл. Эпӗ хамӑн "Кӗтрет ҫути" текен ярӑм валли (Вдовина пекех интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен) ӳкерме пултарнӑ.Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ е путвал пулнӑ вӑл (питӗ тасаччӗ, ӑшӑччӗ, эпир хӗлле пулнӑ пулмалла), унта ун чухне пӗр-пӗр архива лекнӗ пекех туйӑннине астӑватӑп.Вӑл ялта эп ахаль те пулкаласа: ҫак ял ячипе Володя Васильевпа университет хыҫҫӑн В.Станьялӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи хваттерӗнче 2 ҫул пурӑннӑ, Володьӑн пиччӗшӗ Юра Станьялӑн тӑванӗсен хӗрне качча илнӗ, амӑшё шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Александр Осиповсем И.Вдовина ячӗпе ирттерекен "Ай, юрлар-и" фестиваль ирттерме пуҫласан унта ӳкернӗ те, пӗр ҫӗнтеруҫине (ҫамрӑк хӗрачаччӗ) Ф.Павлов училишине экзаменсӗрех вӗренме илнӗ пек те илтнӗччӗ. | |
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.20 09:57 | |
Ĕнтĕ кунта Ираида Вдовинана çав-çавах путвала та нÿхрепе сĕтĕрни сисĕнет.
Анчах та В.Алексин юлташ илсе кăтартнă фотосăн (вăл суя япала мар пуль тетĕп) çакна çирĕплетеймест. | |
Алексин // 1355.31.0651
2026.01.23 15:42 | |
Ираида Григорьевна Вдовина пурӑннӑ ҫурт Чӑрӑш Туҫара паян кун та ларма кирлӗ. Ун ҫине асӑну хӑми ҫапсан аван пулмалла. Ҫуртӑн аялти хутне котельня тата тӗпел кукри евӗрлӗ тунӑччӗ, тен, унта путвал та пулнӑ. Кун пек йӗркепе тунӑ ҫуртсем Чулхула облаҫӗнчи ялсенче е пӗчӗк хуласенче халь те чиперех лараҫҫӗ. | |
Agabazar // 2377.12.2562
2026.01.25 13:20 | |
Алексин, эс луччĕ леш ху кăтартнă фотосăна ăнлантарса пар. Чÿрече, курăнаканни, нормаллĕ çÿллĕшĕнче. Вăл пĕрремĕш хутăн пулма кирлĕ. Эппин кунта пĕрремеш хутпа путвала ниепле те арпаштарма май çук.
Енчен те курăнакан чÿрече «иккĕмĕш хут» текеннин пулсан — пачах урăхла истори. | |
Арсений Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.28 21:34 | |
Agabazar, эс пасарланса ларма ку ята тӗрӗсех илнӗ пуль-ха та, ҫапах та пӗр-пӗр "Тал-пиҫен"е "Вӗлтӗрен" илнӗ пулсан тӳререх пулатчӗ-тӗр: чӗпӗтме, вӗтелеме юрататӑн.Кун пек иньекци кирлӗ те пуль, анчах чылай чухне темӑна анлӑлатас-тарӑнлатас чухне чараксӑр качака пек айккинелле сӗтӗрсе каятӑн.И.Вдовинасен кил-ҫурче мӗнле пулни (кермен-и, ахаль ҫурт-и) пӗлтерӗшлех мар пуль, упранса юлнӑ пулсан унта музей тума ҫук-и тесе сӑмахламалла.Халӗ Чӑвашра питӗ туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Глава та, Госдума депутачӗ Салаева та. Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗвӑрри, Куславкка - туризм маршручӗсене хывмалли тӑрӑхсем. Килен-каянсене кӑтартмалли кунта нумай.хулисем те авалхисем, музейсем те ҫук мар. Космонавтӑн та, Лобачевскин те пур.Пугачев та Сӗнтӗрвӑрри таврашӗнчех Атӑл урлӑ каҫнӑ, Раҫҫей патшисем кунти ҫулсемпе ҫӳренӗ, Пушкинӗ те Ӗсмелте почта ҫуртӗнче ҫӗр каҫнӑ.Сентерварринчех кунти палла унерҫӗсен (Овчинников, Ф.Осипов(?), хальхи пите паллё А.Рыбкин, Ҫӗрпӳре чечексене тӗлӗнсе каймалла хитре ӳкерекен Русь ӳнерҫӗ пурӑнатчӗ).Дверининӑн пуканисен музейӗ те кӑсӑк пулмалла. | |
Agabazar // 2310.98.5057
2026.01.30 09:20 | |
Ну мĕнле япала вăл темле Акапасартан хăраса пурăнасси?
Акапасартан та хăраса пурăнма пуçласан — тĕнче пĕтрĕ вара. Лобачевский пирки те вара ан та шарла. Çунса кайнă ун çурчĕ. Карачра пулнă вăл. Ларнă-ларнă та, çунса кайнă. Куславкка хулин варринче вара Лобачевский çурчĕ нихçан та пулман. И.Вдовина çурчĕ пирки те телĕнмелле калать А. Тарасов. Пĕр енчен — ниме те пĕлтермест имĕш епле пулни (кермен-и, ахаль ҫурт-и...) . Тепĕр енчен — музей тумалла иккен. Мĕн тăван музейпе, енчен саншăн пурпĕрех пулсан? Авă Куславккара (Слободкăра мар) новодел пекки майлаштарнă вĕт. Ĕнтĕ И.Вдовина хăй вилнĕ пулсан та. ун çурчĕ кама та пулсан куçнă пуль. Калапăр, Пётр Николааеич Осипов (драматург, мусăкçă, тухтăр) çуртне хăй чĕрĕ чухнех ялти медпункт валли парнелесе хăварнă пулнă. Çавна май чилай çул лешĕ йĕркеллех ларнă. Медпунктне урăх тĕлте вырнаçтарсан çеç проблема сиксе тухнă Лобачевский чаплă математик пулнипе çеç мар чăвашсемшĕн хаклă. Вăл нумай çул хушши Хусан университетне ертсе пынă. Унта вара чылай чăваш вĕреннĕ — 19-мĕш ĕмĕртех. Çав чăвашсем хушшинче Хусан университетĕнче Лобачевскирен маларах вĕреннисем те пур (эп пĕрне пĕлетĕп). | |
Николай Максимов // 1544.72.3141
2026.01.30 13:45 | |
Тусăмсем! Вдовина çурчĕн уйрăмлăхĕ çапларах пулнă. Вăл тарăн çырма хĕрринчи сăрт хысакĕнче ларатчĕ. Урам енĕ икĕ хутлă. Хыçалта пĕрремĕш хучĕн çуррине çĕр ăшне чавса кĕртнĕ. Çав аялти хутăн урам енче апат çимелли пÿлĕмччĕ, унта чăнкă пусмапа анмаллаччĕ. Столовăй хыçĕнче вара çурма путвал йышши уйрăмччĕ. Хам ĕмĕрте эпĕ унашкал çурт тепре Шăмăршă районĕнче курнă. Ăна мана Хветĕр Мадуров художник кăтартнăччĕ. Эппин, чăвашсен кил-çурт архитектуринче унашкал йăла пулнă тесен те йăнăшах мар-тăр. | |
АрсениЙ Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.30 23:45 | |
Лобачевский чӑвашсемшӗн хаклӑ пулнӑ-и, пулман-и - куна пӗлместӗп, анчах унӑн кунта ҫурт пулнӑ, килкелесе пурӑннӑ - музейӗ пурччӗ.Вдовина музейӗ (чӑваш халӑх юррисен музейӗ) туристсемшӗн интереслӗ пулассӑн туйӑнать. Музей ҫумӗнче халӑх юррисене шӑрантаракан ансамбль пулсан тата унӑн сасси янранисӗр пуҫне.Тен, хӗлле ҫунашкапа ялсем тӑрӑх тӑлӑппа черкесе туртса ҫӳренӗ магнитофонӗ упранса юлнӑ? Тен, ҫунашки те упранать? Вӑл юрланине "Мелодия" фирма та грампластинка туса кӑларнӑ пек астӑватӑп. Ҫав музейрах Гавриил Федоров ҫинчен те каласа кӑтартма пулать, чӑвашсем мӗнлерех вӑйӑ картисем ирттернине те кӑтартакан кинохроникӑсене кӑтарт. Тӑрӑшсан тем пек интереслӗ музей тума пулать. Тульккӑ пирӗн яланхиллех укҫа ҫуккӑ теҫҫӗ пуль. | |
Agabazar // 1522.85.7901
2026.01.31 13:02 | |
Енчен те саншăн И.Вдовина харкамлăхĕ кăсăклă пулсан, ку саншăн унăн çурчĕ те кăсăклă пулнине пĕлтерет.
Ĕнтĕ çурт-музейсене шăпах çавăнпа йĕркелеççĕ те. Унашкал интерес çук пулсан, çурт-музей таврашĕ те ним тума та кирлĕ мар. Лобачевский хăйĕн математикăри ĕçĕсене, ав, шăпах Слободкăра майлаштарнă, теççĕ. Анчах та вăл çурт халь çук. Новодел таврашĕ те вăл вырăнта мар. Лобачевский Хусан университетĕнче 1807-мĕш çулхи хевральте вĕренме пуçланă. Кайсаров Андрей Васильевич чăваш ( 1787 е 1784, Крестниккав, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни — 16.7.1854, Хусан) вара — 1805-мĕш çулхи хевральте. Эппин, Лобачевскирен икĕ çул маларах . Хусан университечĕн чи малтанхи студенчĕсенчен пĕри — чăваш. | |
Agabazar // 2899.76.6127
2026.02.01 20:33 | |
Чăрăш Туçара вара — нимле музей те пулаймсть пулĕ. Ахаль çатăлтатни çеç.
Халлĕхе пĕр сунăм çеç: çурт пушă ан лартăрччĕ. Унта кам та пулсан пурăнтăрччĕ. Вара ĕнтĕ пурте йĕркеллĕ пулать. (Кутемерти П.Н. Осипов çурчĕ тĕлĕшпе апла калаймастăн, мĕншĕн ун никĕсĕ çеç чулран, ÿсĕмĕ 100 çул ытла, ахаль пурăнавçăна шанса пама çук). | |
