Vyacheslavna тăхлачă!Эс каллех йăнăшатăн,пуçлăхсене те хирĕç калакансем анчах мар,инçете "посылать" тăвакансем пур паянхи кун.Ĕçĕ кунта анчах мар,паллах.Хирĕç каламалла анчах мар, ĕçлĕ канаш(дельное/деловое предложение)çинчен манса каймалла мар.Кун пек тума нумай йывăртарах.Тепĕр тесен влаç тытăмне тăнлă, ăслă пуçлă ĕçчешсене тĕртсе кĕртмелле.
Якур // 2999.99.5973
2014.12.17 23:10
Леонтьевĕ хаçатсем уçнă пултăр-ха.Анчах вĕсене вулама никамах та васкаман,çав пăшăрхантарать.Сăмахран,И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-н тĕп корпусĕнче ирхине пырса хураççĕ 2 купа хаçат:пĕринче Хыпар, тепринче(пысăкраххинче)-Сов.Чувашия.Тепĕр 2 сехетрен Сов.Чувашия текен купа-çук,Хыпар-выртать.Илетĕп вара 3-шер экземпляр купана пĕчĕклетес шутпа. Мĕнле пулăм ку?
Иван // 4117.51.7078
2014.12.18 12:45
Леонтьевĕ хуравлаймасть те- мĕнле май килнĕ çапла тапаççĕ кăна халь ăна. Мĕнле вăл - вуламаççĕ? Кил-çуртне те, Сывлăхне те, Çамрăксен хаçачĕпе Чăваш хĕрарăмне те мĕнлешшĕ кăмăлласа вулаççĕ! Тиражĕсене пăхса илсем, Якур. Хыпар халĕ вăйлăрах тенипе килĕшме çук. Чĕлхи çÿпĕленсех, вырăслансах пырать.Çĕнни нимĕн те курмастпăр.
Хыпар // 4117.51.7078
2014.12.18 16:40
Хыпар чĕлхи - литература чĕлхи. Халăх, уйрăмах хулари чăвашсем, уйăхра пĕрре тыткаласа пăхаççĕ те Хыпара е ыттисене, вĕрентме пуçлаççĕ вара. Паян Туркай вĕсен хыççăн каять. Пире итлемест. Тепĕр çултан урам чăваш чĕлхи пуç пулса тăрать ак.
Кунта Леонтьева влаçра чухне те критикленĕ, ухмаха ан пер Иван хăта.Тиражĕ мĕнле майпа пысăкланнине Якур тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса панă çÿлтерех.Пульницăсенче,пĕтĕм учрежденисене тÿлевсĕр салатнă Хыпара. Эп каламас Туркай çÿллĕ шайлă Хыпар тума пултарать тесе.Анчах та Леонтьев та шалу илсе анчах пурăннă(çĕнĕ изданисем уçнă хăйĕн шалăвне ÿстерме).
Иванпа Марье // 4117.51.7078
2014.12.18 18:04
Бор, тăванăм, эс ху пĕр хаçат та пулин уçса курнă-и? Леонтьев чăваш валли ытларах хаçат пултăр тесе шухăшламанах-ши вара? Мĕншĕн меркантильлĕх кăна шыратпăр-ши, апăрша чăвашăмсем!? Тата - çĕнĕ хаçат çĕнĕ ĕç вырăнĕсем мар-и-ха? Эпир шăпах вĕсенчен пĕринче ĕçлетпĕр.
Хисеплĕ Иванпа Марье! Мĕншĕн ман хаçат уçмалла? Эпĕ фермă уçасшăн,анчах мана халлĕхе субсиди памаççĕ-ха.Леонтьăфа илес пулсан вăл хăй укçипе ним те уçман,уçма шутламасть те.Вăл сценă çине хăпарса хăй укçипе никама та парне паман,а салатса çÿренĕ ниме тăман ЧНК хучĕсене.Ĕçлĕр редакцинче,эпĕ хирĕç мар.Анчах та ку бюджет шучĕпе.Енчен те хăй укçипе уçламçă пек производсвăра ĕç вырĕсем тунă пулсан Хамах сценă çине тухса Хам шутпа парне парăттăм Леонтьăфа( хут таки мар!).
Хыпар // 4117.51.7078
2014.12.19 10:36
Хаçат ĕçĕ те производство. Чун апачĕ çитеретпĕр халăха. Чăвашсем ĕçлеççĕ кунта.
Хыпар та производствă пултăр-ха, эп хирĕç мар.Анчах та эп "Леонтьăф 15 хаçат уçнă,вăл почти меценат тата инвестăр"- тенине хирĕç.Бюджет укçи вăл çавăн пек япала:вăл укçана пĕр çĕртен илеççĕ те тепĕр çĕре параççĕ-пĕтĕмпех кам влаç структурине(минкульт тата минфин,эльтепер администрацийĕ)çывăхрах çав укçана ытларах хăйпăтса илме пултарать.Ну,"псевдо" ĕç вырăнĕ хушăнать,паллах.Анчах та Аталану çук.Апла пулсан "аталанимастпăр"-тесе ан вăрçăр!
Хыпар // 4117.51.7078
2014.12.19 11:28
Хаçачĕсене халăх çырăнса илет, укçа редакцие кĕрет. Бюджет укçи - чăх сăхмалăх та çук. Мĕнле вара - псевдо ĕç вырăнĕ? Çынсем ĕçлеççĕ, çемйисене тăрантараççĕ. Эсĕ ытла та технократ пулни сисĕнет. Санашкаллисем нумай. "Эпир çăкăр çитеретпĕр, вĕсем мĕн тăваççĕ? Шурă хута хуратса лараççĕ çеç" тесшĕн-и?