Районсене те килсе пăрахса парăр -ха хулара вуламаççĕ пулсан. "Советская Чувашия" хаçата ача илсе килсе парать-ха хулари пĕр учреждненирен. Пур хаçата ăçтан çырăнса илме пултаратăн? Тем пек вулас килсен те вулаймастăн. Пĕри çырнăччĕ 5 пинлĕх хаçат çырăнатăп, -тесе. Хамăнне шутласа пăхрăм та, хамăн та 4 пине çывхарать. Хаçат çисе кăна пурăнма тивет малашне те хаçатсем çапла таранах хаклă пулсан.
Акасапар:"1990-мĕш çулсенче "Хыпар" тиражĕ 50-60 пинсене çывхарнă"-тĕрĕсне ыйтса пăхăпăр.Анчах та 1990-мĕш çулсем-вăл 1989-мĕш,1990-мĕш,1991-мĕш çулсем тенине пĕлтереть пуль? Анчах сан Леонтьăфĕ 1991-мĕш çул вĕçĕнче кăна килнĕ Хыпара, Çав çулсенчи подписка/тираж япалисене "сиен" кÿме пултариман вăл."Сиенсем кайрантарах пуçланчĕç".Инетра редакци çыннисем Левунтьăф-"Эпĕ 15 редакцие ертсе пыратăп,уйăхне 100 пин кăна тÿлени манран кулни пулать"-тенине вуларăм-ха.
Акасапара:Обком пĕтрĕ 1991 çулти раштавра.Инерципе "не пущать,не писать"-тени тепĕр 2-3 çула пычĕ.Ахальтен мар 1996-мĕш çулта Зюганов Преçидент кампанинче нумайрах сасă пухрĕ пулмалла-кайран хăраса ÿкрĕ,паллах.Аре,кама кирлĕ укçасăр эльтепер.Укçи пĕтĕмпех пулнă "семибанкирщина" текен ООО-он аллинче.
Якур // 2596.35.8819
2014.12.21 13:22
Vyacheslavna текен тăванăм,районсене кайса пăрахассине хăвăн йĕркелес шухăш çук им? Кашни райцентрне куллен вуншар-çĕршер çăмăл машинă чупать Шупашкартан.Нимĕн те йĕркелеменни çук ман шутпа.
Республикăри паллă икĕ-виçĕ деятель юлашки вунă çул хушшинче халăха Хыпартан пистерес тесе мĕн кăна каламарĕç-ши. Самаях пистерчĕç курăнать. Çав хушăрах тата почта япăх валеçет, интернечĕ хăрушла аталанчĕ. Мана пĕр хаçат та кирлĕ мар, мĕн пур хыпар-хăнара интернетран илетĕп. Эсир те ав, уйрăмах Борсем, кунĕн-çĕрĕн Чăваш халăх сайтĕнче йÿтесе ларатăр. Çырăнасчĕ Хыпара, пулăшасчĕ Туркая.Атту вăл аптăранипе тепĕр икĕ зам тупнă хăй валли, вĕсене тăрантарма уйăхне 150 пин кирлĕ теççĕ редакцире, бухгалтерсем суймаççĕ пуль.
Ульхапа Энтри пĕр компьютертанах хыпарĕсене ярса тăраççĕ иккен.
Ача, эсир хайхи мăнтарăн бухгалтерсене ахалех асăнтăр. Халĕ ĕнтĕ вĕсене, корпоративла вăрттăнлăха çын çине кăларнăшăн, кутран тапсах кăларса яраççĕ ĕçрен. :-(
Хаçат вуламаннипе мухтанма кирлех мар пуль. Ялан монитор çине пăхса ларсан куç та пăсăлма пултарĕ.
Якур // 2093.1.5846
2014.12.22 18:00
Хаçатра кирлĕ,чăваш чунне тата чĕрине пырса тивекен информаци пулсан Хыпарта вулама тăрăшĕччĕ халăх.Кирлĕ статья пулсан хаçат вакланса çĕтĕлсе кайиччен,ксерокописем туса вулĕччĕç. Анчах та çук кăвар чĕреллĕ журналистсемпе редакторсем.Кăвайт чĕртме урăх тĕрлĕ хут та чылай пурнăçра.
Тираж çинчен калаçатăр.Тиража кам антарса лартнине, "косвеннă" паллах,Раççей ялхуçалăх министерствинче корпоративра савăнакансем хушшинче те курма пулать.Унта Р.Лизаковă тăхлачă таранах пуçтарăннă.Халь мана Атнер калать ĕнтĕ,курсах тăрап:"каллех Бор кĕвĕçет,хăй айккинче юлнă та"-тет ĕнтĕ.Мĕн калас, ун сăмаххисемпех калатăп:" Киремет веçех курса тăрать".