Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Комментари:
Мучи // 1590.66.6516
2014.12.22 21:35
Алексей Леонтьев маларах каланă тăрăх (ан иккĕленĕр хайхи Ача ятпа çыраканни вăлах) икĕ заместителе уйăхне 150 пин кирлĕ ĕç укçи кирлĕ. Аптрамасть'-вăйлă пурăннă вара - санăн çумусем Максимовпа Арланов хăв хуçара ларнă вăхăтра! А ма вара сана сутрĕç вара вĕсем?
Якур // 3743.26.9711
2014.12.22 22:11
Пит тĕлĕнмелле самантра пурнаппăр.Те Ача-на итлемелле, те Мучи-не.Анчах та Левонтьăф мĕнле çитеймен леш хайхи Мускаври Чăваш "бомончĕн" уявне, ниепле те чухлаймастăп. Эрхиппе Левонтийăн пулмаллах пулнă унта ман шутпа.
Ача // 4117.51.7078
2014.12.23 18:24
Хыпара пулăшмалла тенине ырламастăн-им, Мучи? Мана Леонтьев тенĕшĕн те савăнмалла, те хурланмалла? Пичет çуртне кĕркелесе тух, Мучи, кунта Хыпар пирки те, ытти пирки те вунă минутранах тем те илтетĕн. Кунти халăх çырма кăна мамр, паврама та юратать.
Хамăра вулама "Хыпар" çырăнса эпир,чăвашла пĕр хаçатне электронлă вариант çырăнса илсе пăхрăм та ытлашши килĕшсех каймарĕ, хаçатне хăйне те туянатăп май пулсан.Хаçатсем ытла та хакланса кайрĕç çав юлашки вăхăтра,халăх пĕр хаçатран ытла çырăнмасть.Эпĕ вара мĕн ачаран хаçат вулама хăнăхнă та хаçатсăр пурăнаймастăп."Учительская газета" 982 тенкĕ тăрать, çаплипех çырăнса илетĕп. Пирĕн тăрăхра ăна мансăр пуçне никам та çырăнса илмест.
Якур // 2336.64.3099
2014.12.27 22:05
Хыпарне çырăнма пулĕ-ха, 10-шар экземпляр та. Вуламалли тарăн шухăшлă материалĕ çукрах пулсан кама кирлĕ вăл тираж тени?
Акасапара тарăн шухăш мар ПИАР кирлĕ тесе тахçанах калатăп эпĕ халăха. Эсир тăнламастăр.
Асар // 4117.51.7078
2014.12.29 09:48
Мĕн кĕтетĕр "çĕнĕ" "Хыпартан"? Паян та , ав, Игнатьевăн виçĕ сăнĕ, Варнава хăйĕн чурисене саламлать.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.29 11:26
Салам хаçат çырăнăр.Унта кăна такама юрас темесĕр тата хăрамасăр чăвашлăх пирки вулама пулать.Хыпар та кăсăкланчĕ,çивĕчрех çырма пуçларĕ пек туйăнать.
кирук // 3631.89.9779
2014.12.29 15:02
Хыпарта юлашки вăхăтра ним те вуламалли çук. Унчченхинчен те япăхрах халь. Çавнпа та çырăнса тăкакланас мар терĕмĕр, тем более Туркай пĕр май пуçлăхсене юраса çыракан статйисене курас та килмест. Намăс мар-и, халăх хаçачĕн ятне ярса ларать........