Хыпар!Хыпара миçе ял халăхĕ-физлицо çырăнса илчĕ,конкретлă кала!Миçе экземпляр валли бюджетран дотаци ыйтса илнĕ? Мĕншĕн-ха эпир суйма юрататпăр,хамăра хамăр суимастпăр вĕт! Сăмахран,кăлараççĕ "Про Город"-пĕтĕмпех коммерцилле издани.Вĕсем почта ещĕкне пырса пăрахаççĕ те ĕçĕ те пĕтнĕ. Хыпар та çав шая анса ларнă вĕт-купи-купипе вĕренÿ заведенийĕсене пырса пăрахаççĕ,"обязательнăй" майпа бюджетлă организацисене çырăнтараççĕ.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.19 12:04
Бюджетран укçа памасан Хыпар тахçанах хупăнатчĕ Алюшпа.Пĕр пус хăйĕнне хуман.Хырнă кăна хăйне валли.Вăт Илле Иванов е Владик Николаев чăн маттурсем.Хăйсемех,бюджетран илмесĕрех хаçат кăлараç.
Хлор // 4117.51.7078
2014.12.19 12:09
Яланхи пекех - Бор темăран пăрăнать.Технократ-и эсĕ е çук-и? Чăваш хаçачĕсем бюджетран укçа сахал илнине пĕлетĕн-и е çук-и? Чăваш пичетçисен ĕçне пĕлетĕн-и е çук-и? Эсĕ мĕн, организацисем хаçатшăн тÿлемеççĕ тесшĕн-и?
Акасапар,ăçта эс курнă Бор савăннипе савăнманнине.Эп каланă та калатăп та:-Хыпар хаçат тиражĕ-"Фикция","не надо тешить себя иллюзиями о популярности издания".Йăшса кайнă "Хыпар" хаçат 10 çул каяллах-эпир кун çинчен каланă,а эсĕ Çавна сисмесĕрех,курмасăрах юлнă иккен,Хисеплĕ "Хыпар-сыхлавçи".Эп сана шеллетĕп,Акасапар,çил арманĕсемпе вăрçкалакана.
Мур // 8377-1310
2014.12.19 21:54
Çитет сире Борсемпе Атилăсем чăваш хаçатне тапăнма. Хаçат ĕçне пĕлмесĕр сирĕн унта хĕрлĕ сăмсăрсене (каçарăр та урă çын çавнашкал калаçмастех пуль тупата) чикме тивĕç те çук. Чăваш бюджетне чăваш пуçтарать, çавнпа хысна укçипе Хыпар пичетленме тулли право пур. Сирĕн кунта çĕтĕлсе лармалла мар, чăн чăваш хаçатне çĕклесси пирки калаçмалла. Эх, хăçан хăтăлса пĕтĕпĕр-ши çав пĕр-пĕрне кăшлас йăларан, э?
1990-мĕш çулсенче "Хыпар" тиражĕ 50-60 пинсене çывхарнă, хăш чух ытларах та пулнă. Ун чухне те хаçатан тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев пулнă. Паллах, тираж чакса ларни чылайăшне питĕ савăнтарать. Çавна курмасăр тăма май çук.
Атнер // 3913.58.4645
2014.12.20 09:01
Тĕрĕс Мур.Пĕр-пĕрне кăшлама пăрахмалла.Унтан Хыпăр редакторне Илле Иванова лартмалла.Çуммине-Станьяла.Салам хаçат кăларакан Владислав Николаева-коммерци директорне.Елементарно.
Каллех Мур текен мур путает зерна с плевелами,журналист этакий.Чăваш бюджетне дотаци килет 50 %майлă центртан,çавна манса ан кай.1990-мĕш çулта Хыпар хаçат çулталăкне тăнă 3 тенкĕ майлă.Ăна по "инерции" çырăннă ял халăхĕ через одного,кам вучах чĕртме,кам "çеледкă" чĕркеме.Паян вучах чĕртмелле мар(паян газ),"çеледки" те пички-пичкипе килмеç Çельмага,çавна журналистăн анализ тума пĕлмеллех(тепĕр тесен 90-мĕш çулсенче Обком текен япала нимле критиклĕ статьяна та пичетлеме ирĕк паман,хаçат пулнă "беззубый").
А дотаци юмахне çаптарма парахас пулать вара! Чăваш халăхĕ харам пыр тене пек пулса тухать. Тĕрессипе унашкал япаласем пĕтемпех шутлав методикинчен килеççĕ. Пĕр-пĕр олигарх хăйĕн бизнесне Н. хулинче регистрацилет те çапла майпа хайхи хула шутсăр пуйса кайнă пек пулса тухать. Ăçта регистрациленне "Газпром" е Абрамович бизнесĕ?