Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273665 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Атнер // 3913.58.4645
2014.01.31 08:28
Тимер калани Акапасара "тапратса"янă.
Agabazar // 1996.39.8991
2014.01.31 20:02
Agabazar
Тапратса янă тени ăнланмалларах чĕлхепе каласан провокациленĕ тенине пĕлтерет.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.01 09:47
Кунта мĕн каласси пур ĕнтĕ.Малтан хăвна ĕçпе кăтартмалла тенине хуть вырăсла кала,хуть ивритла,хуть хохолсен чĕлхипе кала, хуть акăлчанла.Пĕлтерĕшĕ пĕрех пулать.Анчах та пур халăхăн ĕçлĕ çыннисем те пĕр-пĕрне куçаруçăсăрах ăнланаççĕ.Акасапар кăна ăнланмана переть, ку япала Ăна ăнланма пулăшать: "по делам" тесен Акасапарăн сăмах кушелĕ пушанать. Унăн каласа памалли çук!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.01 09:52
Наци Конгресĕн Аслă ларăвĕччен те, Аслă ларăвĕ вăхăтĕнче те, Аслă ларăвĕ хыççăн та Акасапар шел пулин те хăйĕн хастарлăхне кăтартма хăйимарĕ. Мĕн каласси пур, урăх çĕрте Ăна никам та итлемеç те кунта Форумра чунне уçасшăн ĕнтĕ. Ан тивĕр, хăтланкалатăр май килнĕ таран.
Agabazar // 9181.6.6627
2014.02.02 14:53
Agabazar
...эЙ йăшăлтатать, эй йăшăлтатать!..
Тĕрĕссипе ун Акапасара чĕркуçленсе тав тăвас пулать. Мĕншĕн тесен вăл кунта акапасар пулмасан çăкăрсăр тăрса юлать. Ĕçсĕр тăрса юлать. Юрать Акапасар пур ăна тăрантаканни. Ара, тата кама кунта "тăрă шыв çине" кăларма пулать унсăр пуçне? Ним те тумасан "кураторсем" умĕнче епле тÿрре тухмалла? Ним те тумасан хайхи "çăкăр" лекмессе пултарать вĕт!

Вăт çапларах шухăшсем ЧНК Аслă Пухăвĕ иртнĕ хыççăн.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.02 18:39
Йăшăлтатакан Акасапара хисеплесе:Ав еплерех халăха тата ĕçчешсене "тăрантарать" иккен Акасапар .Эп ăна Ял тăрăхне хăвалатăп ялхуçалăхне хăпартма, а вăл хăтлă та ăшă кантуртан тухасшăн мар, ПЕРТТЕ! Намăс мар-и,Акасапар хăта?
Микула // 3913.58.4645
2014.02.04 12:27
Кабинетный борей за чувашский язык пулмалла ку
Иллен юлташĕ Акапасуру.
Agabazar // 2864.47.3049
2014.02.04 16:27
Agabazar
Микула // 3913.58.4645
2014-02-04 12:27<<Кабинетный борей за чувашский язык пулмалла ку
Иллен юлташĕ Акапасуру.>>

Ку вара кабинетран чăваш чĕлхине хирĕç кĕрешекен "юлташ" пулма кирлĕ. Борăн, Еххĕмĕн тата ытти "паттăрсен" юлташĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.04 17:04
Ан çиллен,Акасапар хăта.Реальнăй юлташсем кирлĕ Микулана, реальнăй ĕçсем тăваканни.Мана,бор юлташа та реалнăйсем кирлĕ. Паттăрлăхсăрах, реальнăй юлташсем.Акасапар Часах пухăва кĕрсе тухнишĕн те Паттăр теме пуçлать.Кун пек пурнăç йĕркелеме çук.
Agabazar // 3835.63.9202
2014.02.05 08:55
Agabazar
Пĕлетпĕр ентĕ "реал" хыçĕнче мĕн пытаннине:

Чăвашлăх тĕлĕшпе пуçлăхсенчен ним те ыйтма хăймасть - "реальнăй пацан".
Ку тĕлĕшпе пуçлăхсенчен ыйтма хăять —эппин "реальнăй мар".

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем