Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274758 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 1745.04.8624
2014.01.09 22:23
Хырса илме эсĕ кăна пултаран,Акапасар.Чăвашлăхшăн кунĕпе ĕç вырăнĕнче ĕçлесе илнĕ укçана хывма пултаракан Арсем пур-ха,тавах Аслă Киремете.
Якур // 4383.6.4293
2014.01.09 23:35
Акапасар тулĕк хырса илесси çинчен калаçать. Вăл 90-мĕш çулсенчи куштансен хушшинчен пулĕ. Хăй парасси пирки пĕр сăмах та çук. Мĕнле çавăн пек çылăхсăр этем ку. Кай, эсрелсен чĕппи пуль ку çын. Вот çитсе пырать сурхури уявĕ. Хур пĕр салма пĕрлехи хурана!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.24 12:07
Сурхури уявĕ те иртсе кайрĕ,Çăварни уявĕ çитсе пырать.Мĕнле куримарăмăр Акасапаккасене(ан çиллен,Акасапар хăта,хăв тимĕрккесем тесе çырма пуçларăн,аса ил),çавăн пекех куримастпăр малашне те.Кунашкал пурăнсан инçе кайимастпăр, Акасапар хăта.Атнер калать,Тимĕр калать,Якур калама хăтланать пулăм йĕркелерĕмĕр тесе-Акасапар:"Фу"-тет,ниме тăман япала, иккен,тет.
Тимӗр // 8457.4.6295
2014.01.24 21:55
Бор,ан кулян.Акапасар валли мар,халăх валли ĕçлетпĕр.Çĕр çынна яхăн хутшăнчĕç сурхури пуххине.Пурте ырă кăмăлпа тав туса саланчĕç.Станьялпа Мадуровран тав сăмаххисене илтме çăмăл мар.Айккинче тăрса йытă пек вĕрекеннисем яланах пулнă.Вĕсем çине ан пăх.Усси çук.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.25 20:30
Эп кулянап Акасапар хăта хăйĕн "хăватлă" ĕçĕсемпе халăха паллаштариманшăн.Те шикленет,те вăтанать каласа памашкăн. Форумра питĕ хастар-ха ку каччă.Анчах кулленхи пурнăçра, "чăн-чăн" пурнăçра( хăй каланă пек) куримастпăр санăн хастарлăха.
Agabazar // 3192.21.2638
2014.01.25 22:18
Agabazar
Ну уçăр эппин çакнашкал тема:
Акапасарăн "хăватлă" ĕçĕсем.
Вара чун каниччен калаçăр унта çав темăпа. Кăмăл пулсан эп те кĕрсе тухма пултарăп вăл темăна. Кăмăл çук пулсан — кĕмĕп.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.27 09:30
Акасапар хăта,каллех ăнланмана перетĕн.Кунта ĕçĕ сан темăпа калаçни çинчен мар.Темине 10 таранчченех уçма пулать.Калаçу кунта çакăн çинчен пырать: эс хăвăн ĔÇÿсем пирки çырса кăтартимастăн,анчах çынсем пулăмсем йĕркелени çине шăл йĕрсе:"Тимĕрккесем, Якурккасем темскер йĕркелекелеççĕ"-тесе çыркаласа ларни çинчен пырать. Сан пулăмсем çук пулсан çăварна хуп та кай сана килĕшекен Украина форумне. Халь унта хĕрÿ калаçу пырать.
РЕЙ // 3231.25.3302
2014.01.27 10:03
Ман шутпа ку сайтра Акапасар пек хăватлă аналитиксем çукрах.
Акапасар тĕрĕс шухăшсем генерировать тăвать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.01.27 14:15
Рей е РЕЙ каласа кăтарт-ха, тархасшăн, хăш тĕлте Акасапарăн аналитика тĕлĕшпе генерировать тăвакан шухăшсене вулама пулать. Темскер каласа ан хур-ха Акасапар пирки, гений е çулпуç тесе ан кала-ха тата.Эс вула-ха унăн Украина темипе çыхăннă çырăвĕсене(халь çырма пăрахрĕ,"чĕç" туса ячĕ пулмалла в связи с последними событиями).Аналитика тĕлĕшпе Н.В.Федоров камандинче те нумай çыратчĕç.Как говорится,писать не камни ворочить.
Тимӗр // 2212.82.5570
2014.01.28 21:50
Пурте халь аналитиксем.Пурте генерировать тума маçтăр.Пĕчик ĕç пирки тĕслĕх калаймарĕç."По делам надо судить,а не по словам"-тенине манса ан кайăр.

Страницӑсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем