Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273664 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.07 09:33
Акасапар каллех во всей красе УХМАХА переть. Каллех тĕкпе мамăкне уйăримаç. Сана Акасапар хăта никам та шăпăрт ларма ыйтмаç. Санран тĕрĕсне, реалнăй япала çырма ыйтаç.Акасапар пек Ухмаха перекенсен ЧĔЛХИНЕ вĕренес текенсем сайрарах пулĕ.
Agabazar // 1235.41.6990
2014.02.07 19:26
Agabazar
bor1959 хоспочына мана "эс" теме ирĕк паман.
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.07 21:23
Килĕнче чăваш чĕлхи çук пулсан мĕнле-ха вара çынсене чăвашлăха аталантарма вĕрентме пулать?Çав лицемерсене пула çамрăк ăру писет чĕлхемĕртен.Уссинчен нумай сăтăр тăваç хăйсен тĕслĕхĕпе.Акапасар вара вĕсене пуç таять.Хăйсеннисене мĕнле хÿтĕлет?
Agabazar // 5714.9.7038
2014.02.07 22:41
Agabazar
Хулара пурăнакан чăвашсен килĕнче 100% тăван чĕлхе çук. Вăл шутра чи аслă пуçлăхсен те. Пурне те çавăншăн Колымапа Магадана ярса пĕтереес çук.
Микула // 3913.58.4645
2014.02.08 14:52
Аслă пуçлăхсене мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи.Вĕсем ахаль те лайăх пурăнаççĕ.Нивушлĕ Акапасар калани тĕрĕс.Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен е кунта çырнă чăваш халăх паллă артист-писател\ьсен те килте тăван чĕлхе çук?.Хăрушă вĕт-ха.Пĕтрĕмĕр!
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.08 15:54
Акапасарăн тата ун пеккисен,паллах,çапла та пулĕ.Шел пулин те нумайăн всем.Анчах та пур:Атнер Хусанкай,Туркай,Лукиянов Микулай,Тымарлан.Тата ыттисем пирки кунта çырнăччĕ.Тав турра пур вĕсем:чăвашлăха упракансем тата хÿтĕлекенсем.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.08 16:05
Акасапар хăта, хăвăнтан пуçла! Эсĕ те хулара пурăнакан тата çав хушăрах чăвашлăха упракансен шутне кĕретĕн. Килте пуçла тăван чĕлхене упрама!
Agabazar // 4071.56.6426
2014.02.09 18:57
Agabazar
bor1959 хоспочына мана "эс" теме ирĕк паман.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.09 19:27
Акасапар хоспочын! Эс тенипе ан вăрçăн-ха, наци хăрушлăхра! Çавна манса ан кай! Эс тата Эсир текеннисен пурин те пĕрлешмелле! Акасапар ан кутăнлаш, çĕршыв çухалать!
Тимӗр // 4916-2612
2014.02.09 19:41
Тĕрĕс ,Бор.Кунта Акапасар пеккисем килте ачисемпе тăван чĕлхипе калаçманнипе наци хăрушлăха кĕрсе ÿкнĕ,а вăл попугай пек тек хăйне Эсир тетерессипе супса кайнă.Хăвăн çинчен мар,халăх шăпи пирки пăшăрхан,хисеплĕ Акапасар.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем