Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

aleksin_v усӑ курaкан дневникӗ

Уярӑн йӗпи-сапи

  18.07.2023 17:04 | 31445 хут пӑхнӑ

Хӗветӗр Уярӑн повӗҫӗсемпе калавӗсене, очеркӗсемпе статьйисене, асаилӗвӗсене тӑватӑ тома пуҫтарса хатӗрленӗ май ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗ мӗн тери тертлӗ пулни куҫ умне уҫҫӑн тухса тӑрать (халиччен 3 томӗ тухнӑ). Чи малтан кунта пултарулӑх уйрӑмлӑхӗ (йывӑрпа ҫырӑнни) пирки калас пулать. Анчах идеологи сӗрӗмӗпе минренӗ хаяр критиксем «тӳпине» те манса хӑварас марччӗ. Вӗсем Уяр повӗҫӗсемпе калавӗсене силлесе шакканӑ хыҫҫӑн «тӑнкӗртӳ кампанийӗсем» кӗрленӗ, ун хыҫҫӑн «ҫынсем пек ҫырма вӗренеймен» ӑстана хаҫат-журнал, издательство редакцийӗсенче хӑраса кӗтсе илнӗ, ытла та асӑрхануллӑ редакторсемпе унӑн тавлашӑва кӗме тивнӗ, «лайӑх тӳрлетнӗ» алҫырусене вӑл пӗрре мар каялла илсе таврӑннӑ.

Малалла...

 

«Подписано, так с плеч долой»…

  31.05.2023 14:53 | 3419 хут пӑхнӑ

Заметка «Пропавший тираж» опубликована на «Чувашском народном сайте» 21 апреля с.г. Наконец-то, после упорного молчания пришел ответ за подписью министра:

Уважаемый Валерий Николаевич!

Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики рассмотрело Ваше обращение от 11 мая 2023 г. и сообщает следующее.

В 2022 году АО «Чувашское книжное издательство» подготовило и издало книгу Алексеева В.

Малалла...

 

Эпир те газлӑ пултӑмӑр (2-мӗш пай)

  14.03.2023 13:31 | 8327 хут пӑхнӑ

(c) РИА Новости / Александр Кряжев

Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Асӑннӑ Указра ҫакна палӑртнӑччӗ: «Газ кӗртсе пӗтерессине чи кирлӗ патшалӑх задачи тесе палӑртас»; «ҫак ӗҫе 2003 – 2004 ҫулсенче республика тата федераци укҫи-тенкипе, халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа тата ытти майсемпе туса ҫитерес»; «газ кӗртме халӑха банксенчен укҫа кивҫен илме пулӑшас».

Малалла...

 

«Хӗвеллӗ генийӗн» ачалӑхӗ

  15.07.2020 15:47 | 5792 хут пӑхнӑ

Чӑвашсен паллӑ композиторне Геннадий Воробьева хӑй пурӑннӑ чухнех «хӗвеллӗ гени» тесе хисеплени пулнӑ. Шӳтлесе каламан ҫав сӑмахсене. Геннадий музыкӑна аван чухлакан специалистсене сасӑсемпе кӗвӗсене тӗлӗнмелле ҫивӗччӗн илтме пултарнипе тӗлӗнтернӗ. Вӑл кӗвӗленӗ юрӑ-кӗвве халӑх хапӑлласа итленӗ. Питӗ сахал пурӑннӑ пулин те (1939 ҫулта вилнӗ) пултарулӑх еткерлӗхӗ ун ашшӗнни чухлех. Унпа пӗр вӑхӑтра Мускав консерваторинче камсем вӗреннӗ-ха? Серафим Туликов, Арам Хачатурян, Назиб Жаганов тата ыттисем.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, [3]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 07

1925
101
Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ.
1929
97
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ.
2001
25
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ.
2005
21
Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...