Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Ишӗлекен ЧНК

  17.04.2009 18:34 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4143 хут пӑхнӑ
ЧНКна 2 миллион ытла укҫа хывнӑ, кӗтӳ тулли арендатор - вывеска тӳрлетеймеҫҫӗ. Ку намӑҫ 2 уйӑх ытла ҫакӑнса тӑрать.
 

Тутар чӗлхи - Раҫҫейӗн 2-мӗш официалла чӗлхи

  16.04.2009 10:19 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4801 хут пӑхнӑ
Чӑвашсем вак-тӗвек япаласемшӗн хирӗҫсе, тӗрлӗ провокацисем хушшинче ҫӗтсе пурнӑҫран чылай кая юлнӑ. Тутарсем тутар чӗлхине Раҫҫӗйӗн 2-мӗш официаллӑ чӗлхи тӑвас тесе подписьсем пуҫтараҫҫӗ. Ачамсем, тутарла вӗренӗр - кирлӗ пулӗ.
 

Вӗрентекенсене ЧӐВАШЛА ӗҫлеме вӗрентме май пур-ши?

  14.04.2009 10:57 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4539 хут пӑхнӑ
Ку сайта нумай чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне вӗрентекен кӗрсе тухать. Ҫӗнӗ технологисене алла илнисем те чылай. Эпӗ те кӑштах компьютерпа ӗҫлекелеме пӗлетӗп. Ман пек ҫӗнӗ технологисене ачасене алла илме пулӑшас текен вӗрентекенсене пӗрле пухма, вӗсемпе вӗрентӳ ирттерме май ҫук-ши? Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӑпӑр, ҫӗннине вӗренӗпӗр. Мӗнле аван пулмаллаччӗ...
Ачасене ҫӗнӗлле вӗрентеймесен, чӑнахах та, чӑваш чӗлхи те пӗтӗ. Пуласлӑх - ачасенче. Паянхи куна тивӗҫтерекен пӗлӳ пама тӑрӑшмалла. Эпир вара, вӗрентекенсем, кашни уйрӑмшаррӑн тапаҫланатпӑр. Пирӗн пӗрле пухӑнса калаҫмаллаччӗ, канашламаллаччӗ.

Малалла...

 

Пӑр каять...

  14.04.2009 09:00 | 4409 хут пӑхнӑ
Ӗнер Хура Атӑлта (вырӑсла ку шыва Ока теҫҫӗ) пӑр кая пуҫларӗ. Пӑр катӑкӗсем паян та шыв тӑрӑх ишсе иртеҫҫӗ-ха, анчах та ӗнерхи пек мар. Ӗнер вара... тем пысӑкӑш пӑрсем юхаҫҫӗ... Хӑшӗ пӗри, пысӑк пулнӑран, кӗперсен юпийӗсем патӗнче купаланса ларнӑ. Кунта ҫитиччен чылай кӗпер витӗр тухнӑран, паллах, ытла пысӑк мар вӗсем — тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те майӗпен ҫаврӑна-ҫаврӑна малалла юхса каяҫҫӗ.
Пӗлтӗр ӳкерме ӗлкереймерӗм — пӑр кайнине ҫывӑрса юлнӑ. Хальхинче те ӳкересси пулмасть пулас. Ӗнер пӑр кайнине куртӑм ҫеҫ, паян вара кайса пӗтнӗ пулӗ тесе шутласа фотоаппарата илсе тухмарӑм.

Малалла...

 

Моргаушские земельные рейдеры

  12.04.2009 14:08 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 5000 хут пӑхнӑ
Земля-кормилица. Так испокон веков любовно-уважительно называл человек поле, с которого кормился сам и кормил других. Земля всегда требовала к себе внимания, связанного с большими вложениями средств.
25 ноября 2008 года под № 121 Президент Чувашской Республики Н.В. Федоров подписал Указ о «Годе земледельца». 2009 год объявлен этим годом. В 3 пункте данного указа рекомендуется органам местного самоуправления, организациям независимо от организационно-правовых форм и общественным объединениям с целью повышения имиджа труженика села и привлечения дополнительных инвестиций в сельское хозяйство осуществить мероприятия, проводимые в рамках Года земледельца, активно пропагандировать традиционные ценности уклада сельской жизни и культуры, передовые технологии ведения сельскохозяйственного производства.

Малалла...

 

Компьютера ЧӐВАШЛАТМА ПУЛӐШӐР!

  09.04.2009 13:12 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 8439 хут пӑхнӑ
Манӑн чӑвашла ҫырас, юлташсемпе хутшӑнас, тӑван чӗлхепе сӑмахлӑхне вӗрентнӗ чух компьютерпа тухӑҫлӑ усӑ курас килет. Анчах ҫак ӗҫе мӗнле туса пымалла-ши? Ӗмӗчӗ пысӑк - пӗлменни чарать.
Чӑваш раскладкине ӑҫтан уҫласа илме пулать?
Мӗнле программӑсем чӑвашла ӑнланаҫҫӗ?
Чӑвашла сайт мӗнле тумалла?

 

Чӑвашсем - анекдот геройӗсем

  09.04.2009 10:13 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4233 хут пӑхнӑ
Чӑваш президенчӗ НТВ телеканалта курӑнассине питӗ анлӑн рекламӑларӗҫ. Анчах та каллех ку япала пире мӑшкӑл кӑна туни пулчӗ.Ара, Муркаш районӗн глави Юрий Иванов хӑйӗн коррупциленнӗ чиновникӗсене чайниксемпе усӑ курма чарнӑ, Канаш сельсовет глави энергие велотренажер ҫинче кӑларма хушнӑ. НТВ ҫинче анекдотсен геройӗсем халӗ чӑвашсем. По хитрой роже гонителя чайников видно, что он под предлогом экономии, тоже прихватизировал птицеферму, колхоз. НАМӐС!!!
 

Ярославель урамӗ (сӑнӳкерчӗксемпе)

  06.04.2009 10:14 | 6325 хут пӑхнӑ
Астӑватӑр пулӗ, эпӗ сире Ярославль урамӗпе утса тухни пирки каласа парсаччӗ. Ӑна кунта вулама пулать:
http://chuvash.org/blogs/comments/799.html
Ҫав урам тӑрӑх тепре утса тухрӑм. Хальхинче вара — фотоаппаратпа. Малтан анаталла утрӑм пулсан, хальхинче — тӑвалла.
Сӑнӳкерчӗксемпе паллашма сӗнетӗп:

Вӑт, кунта, Воробьев композиторсен урамӗ патнелле — тӗрӗс ҫырма вӗреннӗ.

Смартс ҫурчӗ ҫинче вара темшӗн «ул.

Малалла...

 

ХУСАН _ Раҫҫейӗн 3-мӗш шӗкӗр хули

  03.04.2009 13:00 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 3906 хут пӑхнӑ
Шупашкара мӗнле мухтаса пӗтермерӗпӗр кӑна. Анчах та...Казань получила право официально именоваться "Третьей столицей России". Город зарегистрировал в Роспатенте товарные знаки "Третья столица", "Третья столица России", "Третий город", "Третий город России", а также Russia`s third capital.
Ку япала политика тӗлӗшӗнчен те, инвестицисемшӗн те чаплӑ япала. А эпир "задворки истории", провинциальный захудалый городишко Рф.
 

Ваттисен канашӗн хаҫачӗ - "Халӑх тӗпелӗ"

  03.04.2009 09:49 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 10195 хут пӑхнӑ
"Халӑх тӗпелӗ" ваттисен канашӗн хаҫачӗ кун ҫути курчӗ.
Кунта иртнӗ конгресс съезче ҫинчен уҫамлӑ информаци илме пулать
http://slil.ru/27364677
 
Страницӑсем: 1, ... 314, 315, 316, 317, 318, [319], 320, 321, 322, 323, 324, ... 379
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...