Чӑваш халӑхне «сувар» ята тавӑрни тем тесен те унбрендингпа (UNbrending) танлаштармалла — киввине тавӑрни.
Ребрендинга тунӑ чухне фирма е тавар ятне улӑштармаҫҫӗ, ытларах чухне ӑна тепӗр май илемлетеҫҫӗ ҫеҫ. Т-х: Билайн, МТС дизайнсене логотипӗсене улӑштарчӗҫ, анчах ячӗ вӗсен ҫавах юлчӗ.
Ребрендинг уссийӗ — компанире ытти пысӑк улшӑнусем ҫук чухне аталану пуррине кӑтартасси. Компанире ҫӗнӗ функционал кӗртсех пынӑ чухне ребрендинг кирлех те мар — улшӑнусем ун аталанӑвне кӑтартаҫҫӗ. Улшӑнусем ҫук чухне вара компани пӗр вырӑнта тӑманнине кӑтартас тесе ҫавнашкал ребрендинг ирттерсе компани патне интерес ҫуратаҫҫӗ.
Ребрендинга, вӑл ытла та хаклӑран ытлашши укҫа пур чухне ҫеҫ ирттереҫҫӗ.
Тавар ятне улӑштарасси чӑн та питӗ тӑкаклӑ — вӑрӑма пырать вӑл. Малтанхи ячӗн хисепне те упраса хӑварас тӗлӗшпе компани малтанхи тапхӑрта икӗ ята усӑ курать — ҫӗннипе пӗрлех киввине те. Т-х: AMD компани ATI ята тахҫантанпах ҫӑтса янӑ, анчах та ATI ятпа таварсем халӗ те сутӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫеҫ вӗсем малтан ATI ятпа тухнисене чӑннипех те AMD ятпа кӑларасси ҫине куҫаҫҫӗ.
Ребрендинг туни вӑл тавар пахалахӗ улшӑннине пӗрре те кӑтартмасть.
//ку пӗтӗмпех ман шухӑш ҫеҫ. Эсир вӗсемпе килӗшмесӗр те пултаратӑр — ку сирӗн ирӗк.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.