Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

«Хыпарӑн» ҫӗнӗ хуҫи мӗнлерех ӗҫлет?

  06.01.2016 20:25 | 5557 хут пӑхнӑ

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.

Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ.

Малалла...

 

Сунитсемпе шиитсем пӗр-пӗринчен мӗн енчен уйрӑлаҫҫӗ?

  04.01.2016 00:24 | 4181 хут пӑхнӑ

Ислам тӗнӗн тӗнчинче халь вӑйлӑ хирӗҫӳсем пыраҫҫӗ. Вӗсен сӑлтавӗ чылай чухне сунитсемпе шиитсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна шута илсе сире исламри ҫак икӗ юхӑм мӗн енчен уйрӑлса тӑни пирки каласа парас терӗмӗр.

 

Ислам тӗнӗ икӗ юхӑма пайланать — сунлӑх тата шиитлӑх. Вӗсен йышӗ пӗрешкел мар. Пур ислам ҫыннине те шутлас пулсан 85–87% сунит шутланать, шиитсем вара нумаях мар — вӗсен йышӗ 10%-ран та сахал. Ҫавӑн пекех ахмадитсем, хариджитсем тата ытти пӗчӗк ушкӑнсем пур.

Малалла...

 

Тораизм: Дравидпа Чӑваш пулнӑ хурӑнташ

  02.01.2016 23:48 | 3795 хут пӑхнӑ

Чӑвашсен фолк-хисторийӗ уйрӑмах 90-мӗш ҫулсенче алхасса нумай ҫынна култарса, халӑха чӑвашлӑхран пистерсе пӗтерчӗ. Чӑнлӑха хӗстерсе Марр пек шарлаттансен суя тӗпчевӗсем ҫине е "кӗрет чӑнлӑхсем" пеккисем ҫине таянса, е пӳрнерен ӗмсе тем тӗрлӗ "паха" информаципе пайлашакан хастарсен ӗҫӗнчен практикӑлла усӑ куракан нео-киреметҫӗсем те пулса кайрӗҫ. Паянхи Виҫҫӗмӗш тӗнче вӑрҫи лару-тӑрӑвӗнче этемсем пӗр несӗлтен, тӑванлӑ тени, паллах, питӗ кирлӗ сӑмах. Шел, Конмиизм-Тораизм ҫак сӑмаха грексене, еврейсене, арапсене тата ыттисене кӗҫӗне хурса, чӑваша сутса янӑ, хӑйсен чӑвшлӑхне ӑнланман сӳтӗксем пек кӑтартса сурчӑк сирпӗтсе калать.

Малалла...

 

2015-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2015 14:12 | 4401 хут пӑхнӑ

2015 ҫул Чӑваш халӑх сайчӗшӗн пӗр енчен йывӑр пулчӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫитӗнӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала хуҫаланни пире те пырса тиврӗ. Укҫи-тенки енчен пирӗн ӗҫре те хӗсӗк пулчӗ, анчах ҫавах та пӗтӗмпех япӑх теме май ҫук. Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Шан мана, тӗнче!» конкурса ирттерсе пӗтӗмлетме хал ҫитертӗмӗрех. Хутшӑнакансем чылайях пулмарӗҫ пулин те ҫавах ҫук тесе те калаймастпӑр.

Кӑҫал эпир тӗнче тетелне ҫӗнӗ сайтпа пуянлатрӑмӑр — «Ваттисен сӑмахӗсем» ятли ӗҫлесе кайрӗ.

Малалла...

 

Ватӑ ҫынна пӑхни сӑвап та...

  30.12.2015 20:43 | 5231 хут пӑхнӑ

Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.

 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур.

Малалла...

 

Пӗлетӗр-и эсир?

  30.12.2015 20:20 | 3524 хут пӑхнӑ

• Ҫулсерен ашак утланса ҫӳрекенсем, авиакатастрофӑрипе танлаштарсан, ытларах пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ашак ҫинчен ӳкнӗ чухне, лашапа танлаштарсан, мӑя хуҫас хӑрушлӑх пысӑкрах.

• Пылӑн срокӗ ҫук, пин-пин ҫултан та вӑл ҫиме юрӑхлӑ пулӗ.

• Тӗнчен иккӗмӗш вӑрҫи пуҫланас умӗн Нью-Йоркри телефон кӗнекинче Гитлер хушаматлӑ 22 ҫын пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн – пӗрре те.

• Вилнӗ ҫыннӑн ӳчӗ ҫине те сивӗ шатри тухма пултарать.

• Устрицӑн куҫӗ, пуҫ мимипе танлаштарсан, пысӑкрах.

• Этеме ручка сӗнсен 97 проценчӗ хӑйӗн ятне ҫырать.

Малалла...

 

Митта премийӗн ҫӗнӗ лауреачӗ — Николай Столбов ваккат

  28.12.2015 20:20 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4659 хут пӑхнӑ

2015 ҫулхи раштавӑн 18–19-мӗшӗсенче Шупашкарта тата Патӑрьелӗнче Митта Ваҫлейне Асӑну кунӗсем иртрӗҫ. Акӑ мӗн каларӗ кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнчи тӗлпулура Митта Хунтин (Фончӗн) ертӳҫи Илле Иванов сӑвӑҫ тата журналист:

«78 ҫул каялла ҫак кун анатри чӑвашсем хушшинчи паллӑ Исамэль-Исмуксен-Миттасен йӑхӗшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн, чӑваш культуришӗн, чӑваш сӑмахлӑхӗшӗн калама ҫук синкер килсе тухнӑ: чӑвашсен, Айхи хаклавӗпе каласан, Аслӑ сӑвӑҫне Митта Ваҫлейне ним айӑпсӑртан тытса хупнӑ, тӳревре хӳтӗленме паман, суд тумасӑрах 10 ҫуллӑха Сталин лагерьне ӑсатнӑ.

Малалла...

 

Уяв сӗтелӗ мӗн хака ларать?

  27.12.2015 19:08 | 3904 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн лавккасенче, гипермаркетсенче халӑх хӗвӗшет. Пурте уява хатӗрленеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ туянаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен темиҫе кун кӑна юлчӗ. Раштавӑн 30–31-мӗшӗсенче лавккасенче мӗнлерех хӗвӗшӳ пулӗ-ши тата?

Кризис, кризис теҫҫӗ… Ҫапах хырӑм выҫать, Ҫӗнӗ ҫула пушӑ сӗтелпе кӗтсе илеймӗн. Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхӗсенче ӗҫре шалу вӑхӑтра паманни пирки чылай пӗлӗшрен илтме тӳр килчӗ. Апла-и, капла-и — этем сӗтел хатӗрлеме май тупать. Лавккасене хам та кӗретӗп, хаксемпе паллашатӑп.

Кӑҫал, тунмастӑп, уяв сӗтелӗ самай хака кайса ларӗ.

Малалла...

 

Наци республикисем патшалӑхӑн чӗлхе политикине хирӗҫ тӑнӑ

  26.12.2015 22:05 | 9234 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗсене Мускавран пӗр хут саланчӗ — «Концепция преподавания русского языка и литературы в общеобразовательных организациях РФ» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцийӗ). Раҫҫей Федерацийенче унпа килӗшӳллӗн вырӑс чӗлхине вӗрентесшӗн. Документри хӑш-пӗр пунктсем республикӑсенчи тӳре-шарана килӗшсех каймарӗ ҫав. Тутарсемпе якутсем хӑйсен хирӗҫле сӑмахне калама хӑват ҫитерчӗҫ. Пирӗн патра та ӑна сӳтсе яврӗҫ-ха та ӗнтӗ, анчах Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ни хӑватлӑ хыпар тухмарӗ, ни тӳре-шара ҫак концепцие хирӗҫлени пирки татӑклӑн каламарӗ.

Малалла...

 

Александр. Сын Ревеля. Выставка в ЧГХМ

  25.12.2015 14:12 | 5345 хут пӑхнӑ

23 декабря 2015 года в Чувашском государственном художественном музее открылась Персональная выставка заслуженного художника ЧР Александра Фёдорова, посвящённая его 50-летию.

 

Из биографии

Юбиляр родился в Чебоксарах в 1965 году. Он сын почётного председателя СХЧ, народного художника России Ревеля Фёдорова. Окончил Чебоксарское художественное училище и ХГФ ЧГПУ. Вот что написал искусствовед Юрий Викторов о художнике в Чувашской Энциклопедии: «Пейзажные полотна, натюрморты, портреты и тематические композиции А.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 218, 219, 220, 221, 222, [223], 224, 225, 226, 227, 228, ... 373
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 13

1940
84
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...