Сывлӑх
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшалвирус инфекцийӗ сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб паян каллех ларӑва пуҫтарӑннӑ. Эрнесерен пухакан ӗҫлӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Етӗрне, Комсомольски районӗсенче нумайрах. Ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чирпе ватӑ ҫынсем ытларах нушаланаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑри 5 шкулта тата 1 ача пахчинче ку вируспа чирлисем пуррине шута илнӗ. Шупашкарта «Малютка» ача ҫуртӗнче те ҫав вирус ернӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑх пирки аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() polis812.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре каллех кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальхинче тепӗр виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра 92 ҫын инфекцие парӑнтарайман. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 8459 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7174 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1193 ҫын сипленет. Вӗсенчен 25-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирлекенсенчен 185-шӗ – 18 ҫул тултарман ачасем. Республикӑра кашӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Кайка фончӗн 62,1 проценчӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре респираторлӑ чирсемпе чирлекенсен шучӗ иртнӗ эрнере каллех йышланнӑ. Халӗ вӗсен шучӗ 6 пинрен иртнӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче 6 385 ҫынӑнне «респираторлӑ чир» диагноз лартнӑ, ку вӑл унчченхи эрнеринчен 1 081 тӗслӗх, е 20,4 процент, нумайрах. Цифрӑсене Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ. Чирлекенсем Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ. Унта 4 308 ҫынна ҫак амак ернӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (305 ҫын чирлет), виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗ (268). Ҫав вӑхӑтрах специалистсем ку цифрӑсенсен шикленме сӗнмеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫулсерен ҫавӑн пек тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче респираторлӑ чирпе 6 094 ҫын чирленӗ. Унтан чирлисен йышӗ чакма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() nikatv.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре юлашки кунсенче кӑшӑлвирусран сывалнисен йышӗ чаксах пынӑ. Шӑматкун 22 ҫын сывалнӑ, вырсарникун – 12 ҫын. Паян вара ултӑ пациент ҫеҫ сывалнине палӑртнӑ. Юлашки талӑкра 25 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 8352 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Хальхи вӑхӑтра 1202 пациент сипленет. Вилекенсен йышӗ ҫавӑн пекех – 85 ҫын. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 1,04-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне 8327 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7059-шӗ сывалнӑ. Шел те, 85-шӗн пурнӑҫӗ ҫак вируса пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 26 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Пӗр кунра 12 ҫын сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвируспа чирленисен 85 проценчӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте 1183 ҫын сипленет. Аса илтерер: Чӑваш Енре кинотеатрсене, музейсене, ача пахчисене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russkiymir.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ килнине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне 43 доза пулнӑ. Унпа тухтӑрта ӗҫлекен, хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен ҫынсене прививка тунӑ. Кӗҫех республикӑна тепӗр 1 пин те 54 доза ҫитмелле. Иккӗмӗш партипе «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫлекен тухтӑрсене прививка тӑвӗҫ. Ыттисен, вакцинациленме кӑмӑл пур тӑк, кӗтме тивӗ. Кӑшӑлвирусран тумалли вакцина ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тулли ҫаврӑнӑша тухмалла. Ун чухне камӑн кӑмал пур – ҫавсем прививка тума пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() centralasia.media сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр икӗ ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 85 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра чирлисен йышне тепӗр 27 ҫын кӗнӗ. Ку таранччен республикӑра 8275 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 70025-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 51 пациент вируса парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1165 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Республикӑра каварлӑ вирус сарӑлнин индексӗ 1-рен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() covid19-today.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партине илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Палӑртмалла: Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вакцинӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче регистрациленӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӑна ҫӗршыври регионсене илсе ҫитермелле пулнӑ. Чӑваш Ене пӗрремӗш парти ҫитнӗ ӗнтӗ. Чи малтан харушлӑх ушкӑнне кӗрекен медӗҫченсене прививка тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() YouTube сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвирусран вилекенсем татах пулнӑ. Юлашки талӑкра икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа килекенсен йышӗ 83-е ҫитнӗ. Кунсерене чирлисен йышне 25-30 ҫын хушӑнса пырать. Паянхи кун тӗлне республикӑра 8219 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 6926-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 36 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1210 ҫын чирлет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,91-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче пулнӑ. Вӑл сывлӑх сыхлав минситрӗпе Владимир Степановпа тата пульницӑн тӗп врачӗпе Анатолий Павловпа реабилитаци оборудованиллӗ ҫӗнӗ сиплевпе диагностика корпусӗ тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку проекта республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх программине кӗртсе хӑварнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех вертолет лапамӗ тӑвасшӑн. Аса илтерер: ҫак уйӑхра пирӗн республикӑри санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Республикӑн аякри районӗсенчи йывӑр чирлӗ ҫынсене васкавлӑ операцине унпа Шупашкарти пульницӑсене илсе килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |