Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Унчченхи пӗр хыпарта хаксем пирки каларӑмӑр-ха. Сывлӑх сыхлавӗнчи пирки. Анчах ҫынсен тата юрист-нотариус патне каймалли те сиксе тухать. Унта та пуш алӑпа каяймастӑн. Тӳлевсӗр пулӑшакансем те пур-ха.

Укҫа кӑларса хума тивнине илес тӗк, халала нотариус патӗнче ҫирӗплетес тесен 1 200 тенкӗ тӳлемелле. Ҫулталӑк пуҫланнӑ вӑхӑтра ҫакӑншӑн 1 000 тенкӗ ыйтнӑ. Право пулӑшӑвӗ илсе ҫынсем ытлах тӑкакланмаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн юстици министерствинче. Ҫавӑнпа та ку вӑл инфляци ӳснине те витӗм кӳменпе пӗрех-мӗн. Сӑмах май, инфляцире тӳлевлӗ право пулӑшӑвӗн хакӗн тӳпи 0,00065 процент кӑна йышӑнать иккен.

 

Республикӑра

Шкул тулашӗнчи ӗҫпе тӑрӑшакан «Эткер» центрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри таврапӗлӳҫӗсен вулавӗн ҫамрӑк турисчӗсен — краеведсен республикӑри куҫӑнсӑр тапхӑрне ирттернӗ. Конкурса Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи ачасем 29 ӗҫ тӑратнӑ.

Конкурса ҫитернӗ материалсене ултӑ номинаципе хакланӑ. Вӗсене «Ентешсем», «Тӑван тӑрӑхӑн летопиҫӗ», «Ҫар историйӗ», «Литература краеведенийӗ», «Педагогика тата краеведени», «Этнографи» ят панӑ. «Ҫар историйӗнче» Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен Ярослав Пласкин ҫӗнтерни пирки пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ.

 

Республикӑра

Ача-пӑчана савӑнма нумай та кирлӗ мар вӗт. Муркашри шӑпӑрлансемшӗн нумаях пулмасть ҫавӑн пек кӑсӑклӑ мероприяти пулса иртнӗ. Район центрӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вӗсем валли интерактивлӑ шоу йӗркеленӗ.

Тӗрӗссипе, шоуна Санкт-Петербург хулинчи ҫӳллӗ пуканесен «Парадиз» театрӗ кӑтартнӑ. «Вовочкӑн ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗсем» ят панӑскер вӑхӑтӗнче шӑпӑрлансене мультфильмсенчи паттӑрсем стена ҫине чӗнсе кӑларса тӗрлӗ вӑйӑ выляттарнӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ача-пӑча валли дартс вӑййи те ирттернӗ, батут ҫинче сикме май килнӗ. Юлашкинчен мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнарпа юнашар тӑрса асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

 

Республикӑра

Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ.

Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ.

Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 638, 639, 640, 641, 642, 643, 644, 645, 646, 647, [648]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне ансатах пулмӗ, анчах халӗ хӑвӑра алла илсе кая хӑварнӑ ӗҫсене пурнӑҫлама тытӑнни пӗлтерӗшлӗ. Юратура ӑнӑҫлах мар. Пӗччен Сурӑхсен хӑйсен статусӗпе киленмелле, ӑна улаштарасишӗн талпӑнмалла мар. Ҫемьеллисен вара пӗрлехи ытйусене татса памалла.

Раштав, 03

1829
196
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф ҫуралнӑ.
1906
119
Пиктемир Николай Никитич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1953
72
Ефимов Лев Архипович, чӑваш ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть