Политика
Суйлав тесен такам та хӑйӗн кандидатурине тӑратать пулӗ. Ватти те, ҫамрӑкки те. Кашнин хӑйӗн тӗллевӗ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗ республика Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас кӑмӑллӑ тата тепӗр кандидата регистрациленӗ. Вӑл — «Партия пенсионеров» (чӑв. Пенсионерсен партийӗ) партин республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Степанов. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче республикӑн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Элтепер пулас ӗмӗтлӗ кандидат аслӑ ҫулхисен татса паман ыйтӑвӗсене хускатасшӑн. Вӑл хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парас ыйтупа та чунне ыраттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Коми Республикин Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗпе – ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Анатолий Князев – Елчӗк чӑвашӗ, вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче те, ӗҫленӗччӗ. Анатолий Пантелеймонович Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Коми Республикин пуҫлӑхӗ Владимир Уйба тата хӑй ячӗпе саламланӑ. Енсем Чӑваш Енпе Коми Республики социаллӑ-экономика енӗпе килӗштерсе ӗҫлес майсене сӳтсе явнӑ. Сӑмахран, пирӗн тӑрӑхран Ҫурҫӗртен эрех тата пӑлан ашӗ кӳрсе килме пулать, пирӗн патран – тӗш тырӑ ӑсатма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Олег Николаев (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, анчах суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас тенине ырлакан партисен йышӗ хушӑнса пырать. Маларах унӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн пухӑвӗнче ырланӑччӗ. Каярах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ, вӗсем те Олег Николаев шухӑшне кӑмӑлласа йышӑннӑччӗ. Ӗнер «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) партин регионти уйрӑмӗ конференцие пухӑннӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Пухӑва пухӑннӑ парти пайташӗсем Олег Николаев республика ертӳҫин суйлавне хутшӑнассине пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
regnum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас текенсен речӗ ӳссех пырать. Ӗнер ирпе Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн докуменчӗсене ЧР Тӗп суйлав комиссине илсе ҫитернӗччӗ. Унсӑр пуҫне Юрий Шакеев ятлӑ ҫын та документсем тӑратнӑ. Ҫавскер Шупашкарта пурӑнать, хӑй вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Паян тата тепӗр ҫын республика ертӳҫин тилхепине тытма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Ҫав ҫын — «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем) партин регионти уйрӑмӗн пайташӗ Сергей Матвеев хушӑннӑ. Сергей Матвеев — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Аргус» компанин финанс директорӗ. 39 ҫулти арҫын виҫӗ ача ӳстерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Енре республика Элтеперне суйламалли суйлав кампанийӗ пуҫланнӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ. Республика пуҫлӑхӗ пулас кӑмӑллӑ пӗрремӗш кандидатӑн докуменчӗсене Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ йышӑннӑ та ӗнтӗ. Вӑл ҫын — республика Элтеперӗн тивҫӗӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Вӑл суйлава пӗрремӗш хут хутшӑнмасть пулин те пӑлханӑвне пытарман. «Тепӗр енчен пӑшӑрханни лайӑх та. Ҫак туйӑм ҫынна вӑй-хала ҫирӗплетме, шухӑшсене пӗр тӗвве ҫыхма пулӑшать», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ МИХ сайтӗнче. Сӑмах май, ӗнер «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗн кандидатурине (Олег Николаев ҫав парти пайташӗ. Анчах суйлава парти сӗмӗпе хутшӑнмасть, документсене хӑй тӗллӗн тӑратнӑ) унтисем ырланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн пухӑвӗ иртнӗ. Парти пайташӗсем Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнассине ырланӑ. Сасӑлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле. Партин XXX конференцийӗ ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Унта партин Аслӑ Канашӗн секретарӗ Андрей Турчак, РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров, Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ. Конференцире партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне те суйланӑ. Ку тивӗҫе РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова чыслӑн пурнӑҫласса шаннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика ертӳҫин тилхепине тытнӑ пӗрремӗш кнусенчен тытӑнса кашни ӗҫ эрнине пӗтӗмлетет. Ҫавна вӑл икӗ чӗлхепе хатӗрлет: чӑвашла тата вырӑсла. Кӗске видеора Олег Николаев иртсе кайнӑ ҫичӗ кунта асран юлмалли мӗн пулнине аса илет. Шӑматкун та ҫаплах тунӑ вӑл. Хальхине вӑл: «Шел пулин те, ҫак эрне пӗтӗмлетӗвӗсене лайӑх мар хыпартан пуҫлама тивет», — тенинчен тытӑннӑ май республика ертӳҫи пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлни пирки асӑнса хӑварнӑ. Инстаграма вырнаҫтарнӑ чӑвашла видеопӗтӗмлетӗве итлекенсенчен хӑшӗсем Олег Николаева чӑвашла калаҫнӑшӑн ӳпкелесе ҫырса тултарнӑ. Теприсем ӑна чӑвашла таса калаҫмасть тесе тиркенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Политика
Самант тӗксӗмленчӗ Мӗн пур Чӑвашра: Хӗвел саншӑн сӳнчӗ, Чуну — уҫлӑхра. Нумай эс хӑвартӑн Кунти пурнӑҫра. Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн, Утса тӑвалла. Шӳте ӑнланмарӗҫ Хӑш-пӗр юлташсем, Пит хыт айӑпларӗҫ — Ӑҫта чунӗсем? Тепри, ҫаратсан та, Лармасть тӗрмере. Ун пурнӑҫӗ янтӑ — Пулсан кӗсьере. Анчах Турӑ куҫлӑ, Йӑлтах Вӑл курать. Парсассӑн та пурлӑх Вӑрра каҫармасть. Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ Ҫӑтмах алӑкне, Сана валли тупӗ Чи ыр сӑмахне. Манмасть тӑван халӑх Ятна нихӑҫан. Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк. Апла эс пурнан!
Леонид Сильвестров Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Политика
Чӑваш Енри сумлӑ МИХсенчен пӗри, «Правда ПФО», республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа интервью пичетленӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та (чунӗ ҫӳлти патшалӑха лектӗр) аса илнӗ. «Олег Алексеевич, эсир Игнатьев ҫӗршыв Президенчӗпе судлашас тенине ӗненместӗп тенӗччӗ нумаях пулмасть. Ун пек иккӗленме сирӗн сӑлтав пулнӑ-и?» – ыйтнӑ Александр Белов журналист. «Михаил Васильевичпа юлашки хутчен эпӗ нарӑс уйӑхӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Ун чухне вӑл Питӗре черетлӗ медицина процедурине каяссине пӗлтернӗччӗ. Унтан таврӑнсан тепӗр хутчен тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Кайран вӑл хӑйне йывӑр туйни пирки хыпар ҫитрӗ... Ҫавӑнпа та эп Раҫҫей Президентне хирӗҫ администраци тавӑҫне вӑл хӑй алӑ пуснине паян кун та ӗненместӗп», – хуравланӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев финанс министрне Михаил Ноздрякова ЧР Правительствин пӗрремӗш вице-премьерне ҫирӗплетни пирки калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен Министрсен Кабинечӗн структуринче унашкал должноҫ пулман. Анчах Олег Николаев Элтепер тата премьер-министр тивӗҫӗсене хӑй пурнӑҫласа пырать. Апла Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Чӑваш Енри иккӗмӗш ҫын пулса тӑрать. Вице-премьерсем тӑваттӑн юлнӑ: Сергей Артамнов, Иван Моторин, Петр Чекмарев, Алла Салаева Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |