Политика
![]() Шухӑшлатӑн та, этемпе этем пӗрех-ҫке — мӗн парас-илес пур тейӗн. Ҫапах та кулленхи пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула ӑнланманлӑх сиксе тухасси те часах. Пӗр халӑхпа тепӗр халӑх хушшинчи тавлашу, хирӗҫ-тӑрушӑн малашне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗсене явап тыттарӗҫ. Наци хушшинчи харкашусемшӗн тӳре-шара ӗҫ вырӑнне те ним мар ҫухатма пултарӗ. Асӑннӑ йышши ӑнланманлӑх шутне чӗлхепе, религипе тата ыттине кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Саккун кӗпӗрнаттӑрсене, апла тӑк регионсен пуҫлӑхӗсене, пырса тивмест иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен. Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Яков Ярушкович Ҫапли-ҫапла та, анчах вӗҫӗнчен шутласан. Томск хула мэрне ӗнер, юпан 13-мӗшӗнче, вырсарникун суйланӑ. Томск облаҫӗн Чӑваш культура автономине 18 ҫул ертсе пыракан Тутарстан чӑвашӗ пурӗ те 0.71% (2 500 ытла ҫын!) сас ҫеҫ пухма пултарнӑ. Суйлав фондӗнче унӑн пӗр пус та пулманнине шута илсен, тен, ку кӑтарту пӗчӗкех те мар. Томск мэрӗ пулассишӗн пурӗ 8 кандидат тупӑшнӑ. Ҫӗнтерессе вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен тӑратнӑ Иван Кляйн мала тухнӑ — вӑл пурӗ 62,23% пуҫтарнӑ иккен. Суйлава пурӗ Томск хула ҫыннисенчен 20,80% ҫеҫ хутшӑннӑ пулать. Мульдияров Яков Ярушкович Тутарстанри Элмет районне кӗрекен Багряж ялӗнче ҫуралнӑ. Томска вӑтам шкул пӗтерсессӗн куҫнӑ — кунта вӑл ҫурт-йӗр тӑвӑт институтӗнче пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ ҫурт-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫре тӑрмашнӑ. Хальхи вӑхӑтра 62 ҫулхи Яков Мульдияров Томск ҫумӗнчи Кисловка посёлокӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |