
Шупашкарта чӑвашла калаҫакансен «Чӑн Чӑваш» клубӗн черетлӗ 34-мӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ.
Хальхинче чӑваш хастарӗсемпе Чӑваш Республикин ал ӗҫ ӑстисен гильдийӗн пайташӗ, чӑваш халӑх академикӗ Любовь Вазюкова тӗл пулнӑ.
Любовь Степановна хӑй тӗрлекен чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Светлана Храмова кӑсӑклӑ вӑйӑ-конкурс ирттернӗ.
Тӗлпулу вӗҫӗнче хастарсем «12 УЙӐХ» премьерине курнӑ.
Клубӑн ҫитес тӗлпулӑвне ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.

Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать иккен.
Арҫын велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массажер таран ӑсталать. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Потапов 270-е яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хӑшӗсемпе патент илнӗ.
Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ, анчах вӑл тӑван тӑрӑхрах юлнӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паллӑ ҫынсемпе тӑтӑшах тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче библиотекӑна Николай Фомиряков фольклорист, краевед пырса ҫитнӗ. Вӑл чӑваш историйӗпе культурине аван пӗлет, чӑваш музыка инструменчӗсене ӑсталать.
Тӗлпулӑва ӑста «Чувашские народные музыкальные инструменты» (чӑв. Чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем) ят панӑ.
Ӑстан килӗнче хальхи вӑхӑтра 20 ытла тӗрлӗ инструмент упранать. Ҫав шутра — варган, сӑрнай, маракас, фуяр, курай, ҫатӑрка тата ытти те. Вӗсене вӑл пултӑрантан, бамбукран, ӗне мӑйракинчен, йывӑҫран, хур тӗкӗнчен хатӗрленӗ.

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗнче чӑваш халӑхӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсене тата капӑрлӑхӗсене ӑсталассипе нумаях пулмасть семинар-практикум иртнӗ. Унта студисен, куржоксен, декоративлӑ прикладной ӳнерӗн ытти коллективӗн ертӳҫисем, пурӗ 42 специалист, хутшӑннӑ. Вӗсем — Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Шупашкар районӗсенчи культурӑпа вӗренӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем.
Семинар-практикума пухӑннисене ӑсталӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри культура ҫуртӗнчи «Тӑрмӑш» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекен Венера Николаева паллаштарнӑ. Вӑл тухьян тӗп пайне ҫекӗлпе ҫыхма вӗрентнӗ. «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнакан Инна Сугутская вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш эрешӗсене ӑсталама хӑнӑхтарнӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.
24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Татьяна Петрован «Я майра, чувашский художник» курав уҫӑлнӑ. Ӑна экспозици авторӗн 70 ҫулхине халалланӑ.
Татьяна Петрова – Чӑваш Енри чи сумлӑ тӗрӗ ӑстисенчен тата модельерсенчен пӗри.
Татьяна Петрова, хӑй калашле, – майра. Анчах вӑл чӑваш тӗррине аталантарассипе нумай ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа. Мускаври М.И. Калинин ячӗллӗ ӳнерпе промышленность училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑс хӗрӗ 1973 ҫулта направленипе Чӑваш Енӗн килнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑра вӑл 2004 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Малтан – тӗрӗ енӗпе художник пулса, унтан – тӗп художникра.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи куравра художникӑн коллекцийӗнчи, фабрикӑри тата музейри экспозицисемпе паллашма май пур.

Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑннине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштаракан ӗҫсене тӑратнӑччӗ.
Маттур чӑваш арӗшӗн сасӑлама ыйтса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ те Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗччӗ, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те конкурс пирки ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: Олег Николаев та Чӑваш Енри фотоӑсташӑн сасӑланӑччӗ. Ентешӗмӗрсем сасӑлани, фотоӑста ҫӗнтертӗр тесе тӑрӑшни сая кайман — Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ сӑнӳкерчӗк конкурсра ҫӗнтернӗ.

Пирӗн ентешӗмӗр Александр Вражкин ҫӗршыври конкурса хутшӑнать. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне вӑл хӑйӗн фотоӗҫӗсене тӑратнӑ.
Конкурс пирки Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ Инстаграмра пӗлтернӗ.
Ентешӗмӗр чӑваш тӗрри, чӑваш сӑри, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
«Самобытная Россия» конкурс кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать. Любовь Вазюкова сӑнарланнӑ ӗҫ хальлӗхе малта пырать.

Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗ ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти Ирина Филиппова тӗрлеме питех те юратать иккен. Чӑваш тӗррине юратакан хӗрпе «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Любовь Петрова журналист паллаштарнӑ.
Хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, «чунне парса ӑсталанӑ япаласене Ирина сутмасть, вӑл вӗсене хӑй юратакан тата хисеплекен ҫынсене парнелеме кӑмӑллать». Хӗр ДЦП чирлӗ. Апла пулин те вӑл пурнӑҫпа хавхаланма пӗлет, чун киленӗҫне 2010 ҫултанпа тӗрӗре тупнӑ.
Ун патӗнче хӑнара чӑваш эстрадин чылай артисчӗ пулнӑ иккен. Вӗсен йышӗнче — Алексей Московский, Денис Антипов, Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Стас Владимиров, Александр Сорокин, Фарида, Людмила Семёнова тата ыттисем.
