
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм, йӗкӗреш кӗтекенскер, тухтӑр патне йышӑнӑва кайнӑ. Шӑп ҫав самантра унӑн юн кайма пуҫланӑ. Шурӑ халатлисем ӑна хӑвӑрт пулӑшнӑ, 8 минутранах операци тунӑ.
Ҫут тӗнчене арҫын ачапа хӗрача килнӗ. Хӗр пӗрчи 1500 ытларах грамм тайнӑ, арҫын ача - 1900 грамм.
Ачасем халӗ Президент пепкелӗх центрӗнче. Арҫын ачана реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ. Хӗрачана хальлӗхе реанимацире сӑнаҫҫӗ. Арҫын ачапа амӑшӗ курнӑҫнӑ ӗнтӗ.

Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчин тӑрринчен шыв анать. Унта ӗҫлекенсем витресем лартса ҫумӑр шывне пуҫтараҫҫӗ. Пӳлӗмре нӳрӗ. Ку - 12-мӗш ушкӑнра. Ачасен унта мӗнле ҫӳремелле? Ашшӗ-амӑшӗ ача пахчин тӑррине юсаманшӑн кӑмӑлсӑрланса тӗнче тетелӗнче ҫырнӑ.
Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ведомство чӑнах та ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: тӑрринчен шыв анать, стенасем йӗпеннипе кӑмпапа сиенленнӗ, мачча тата стена ҫинчи сӑрӑ хӑйпӑннӑ.
Ача пахчи ертӳҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗнер ача пахчине юсав ӗҫӗсем тума хупнӑ. Шӑпӑрлансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре вырнаҫтарнӑ.

Ыран, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулине «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» чарӑнӗ. Ҫак хулана ахальтен суйламан: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унти пӗтӗм предприяти фронт валли ӗҫленӗ.
Пуйӑҫ Ҫӗмӗрлере икӗ кун тӑрӗ. Экспозиципе паллашас тесен малтан поездпобеды.рф сайтра регистрациленмелле.
Курава 6 ҫул тултарман ачасене кӗртмеҫҫӗ. 6-12 ҫулсенчи шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗпе кӗме май пур. Вӗсемшӗн вырӑн йышӑнса хумалла мар.

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музыка диктанчӗ иртӗ. Унта хутшӑнма Раҫҫейӗн 48 регионӗ кӑмӑл тунӑ. Ҫав йыша пирӗн республикӑмӑр та кӗнӗ. Хамӑр ҫӗршыврисемсӗр пуҫне акцие тӗнчери тата тепӗр 4 ҫӗршывран хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре музыка диктантне Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче, Шупашкарти 2-мӗш ӳнер шкулӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Канашри музыка шкулӗнче тата Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ӳнер шкулӗнче ҫырма май килӗ.
Диктанта Пӗтӗм тӗнчери музыка кунне тата Раҫҫей джазӗн 100 ҫулхине халаллӗҫ.
Акцие хутшӑнакансен тӗрлӗ шайри диктант ҫырма тивӗ: ятарлӑ пӗлӳ илмен ҫынсем валли музыка ритмӗ ҫырнинчен пуҫласа кӑткӑс виҫӗ сасӑллӑ композици хатӗрлесси таранах.
Кӑҫалхи диктантӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — джаз енӗ.
Диктанта хутшӑнакансене паянтан, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен, https://musdict.ru сайтра регистрацилеме тытӑннӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хулара хутса ӑшӑтмалли сезон хӑҫан пуҫланассине пӗлтернӗ. Ахӑртнех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ҫапла ҫырнӑ вӑл Телеграм-каналӗнче.
Малтан ача пахчисенче, шкулсенче, пульницӑсенче ӑшӑ парӗҫ, кайран - нумай хваттерлӗ ҫуртсенче. Сезон пуҫлансан 7-10 кунран пур ҫӗре те ӑшӑ ҫитмелле.
Аса илтерер: Ҫӗмӗрлере — авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑнӑн 19-мӗшӗнче ӑшӑ янӑ. Паянхи куна республикӑри чылай районта хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ.

Паянтан Ҫӗмӗрле хулинче хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланать. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗ.
Чи малтан ача пахчисене, социаллӑ учрежденисене ӑшӑ парӗҫ. Пурӑнмалли ҫуртсенче те кӗҫех ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ҫывӑх кунсенче офиссенче тата ытти учрежденире те ӑшӑ парӗҫ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, вӑтам сывлӑш температури 5 кун 8 градус тӑрсан ӑшӑ пама тытӑнмалла. Хальлӗхе ун пекех сивӗ пулман-ха. Ҫапах ҫӗмӗрлесен ав хваттерӗсенче ӑшӑ пулӗ.

Ҫӗмӗрлере 38 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстаи версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче ҫак ӳсӗр арҫын савни пулнӑ хӗрарӑм патне килнӗ. Хайхискер кӗвӗҫнипе ҫав хӗрарӑмӑн ҫӗнӗ савнине ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Лешӗ тепӗр кунхине реанимацире вилнӗ.
Ҫак арҫын савни пулнӑ хӗрарӑмпа ун патне хӑнана килнӗ пӗлӗшне те суранлатнӑ. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра сипленет, арҫынна вара медпулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
38 ҫулти арҫын вара преступлени вырӑнӗнчен тарнӑ. Ҫапах ӑна хӑвӑрт тытса чарнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енре сасӑлав пуҫланнӑ. Ку - срокран маларах иртекенни. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать. Канмалли кунсенче - участок йӗркеленӗ графикпа килӗшӳллӗн.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче 19 муниципалитет округӗнче сасӑлав иртӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски муниципалитет округӗнче суйласа ҫитермелли пур.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑшӑн тата унпа тепӗр автомобиле сиенлетнӗшӗн явап тыттарма йышӑннӑ.
26 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче хӑйӗн хӗр-тусӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кил хуҫи ҫывӑрса кайсан автомобиль ҫӑрин уҫҫине илсе ҫула тухнӑ. Хӑйӗн вара водитель прави те пулман. Ҫӗмӗрле тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑна машинӑна вырӑна пырса лартма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тепӗр автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
26-ри хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма, ют пурлӑха сиенлетнӗшӗн 60 пине яхӑн тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

Ҫӗрпӳ хулипе Пӑрачкав ялӗ Пӗтӗм Раҫҫейре хулара хӑтлӑх кӗртес енӗпе хатӗрленӗ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫапла вӗсем 70-шер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ.
Ку укҫапа Ҫӗрпӳре хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине тата ун ҫывӑхӗнчи урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Пӑрачкавра вара Коопераци урамне илем кӗртӗҫ. Унта культурӑпа архитектура еткерлӗхӗн объекчӗсем нумай. Вӗсен ку ӗҫсене 2023–2024 ҫулсенче тумалла.
Палӑртмалла: ытти ҫулсенче ку конкурсра Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем ҫӗнтернӗ. Кӑҫал конкурса 75 регионтан 280 заявка килнӗ. 160 проект ҫӗнтернӗ.
