Кӑрлачӑн 4-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» иртет. Кӑҫал мероприятисем виҫӗ хулара тата тӑватӑ районта иртӗҫ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче, паян, ҫулҫӳрев Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар районӗнче, Муркаш районӗнче иртнӗ. Ыран мероприятисене Сӗнтервӑрри хулинче, Улатӑр хулинче, Етӗрне районӗнче йӗркелӗҫ. Ыран ҫулҫӳревҫӗсем Етӗрне районне, Ҫӗрпӳ районне ҫитӗҫ.
Кам ытларах район-хулана ҫитет – ҫавна хаклӑ парне парӗҫ. Анчах условисем пур: мероприяти иртнӗ вӑхӑтра селфи тумалла, сӑнӳкерчӗксене «Контактра» е «Инстаграм» халӑх тетелӗсене кӑларса хумалла, хэштег ҫырмалла: #НовогоднееПутешествиеПоЧувашии. Пӗтӗмлетӗве кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче тӑвӗҫ.
Никита Тӗнче (Васильев) мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе Аяранпа ҫула тухма хатӗрленни пирки сайтра малтанах хыпарланӑччӗ. Халӗ ҫемье ҫула тухма хатӗрленет – чикӗ леш енне каймалли паспортсем тунӑ.
6 уйӑхри Аяранӑн та халӗ кунашкал паспорт пур. «Ку Аечкӑшӑн пӗрремӗш документ, ҫурални ҫинчен ӗнентерекен хут хыҫҫӑн ӗнтӗ. Ку машнӑн – иккӗмӗш «загранник», Настьӑн вара хушамачӗ урӑх пулнӑран паспорт улӑштарма тиврӗ, - тенӗ Никита Тӗнче «Про Город» хаҫата. – Кивӗ паспорта хамрах хӑварчӗҫ, ман ӑна парас та килместчӗ. Вӑл ҫухални пирки халап та хатӗрленӗччӗ, ара, унта мӗн чухлӗ пичет, ку – истори. Казахстанран Раҫҫее кӗнӗ чухне кӑна пичет лартман, чикӗ хуралҫисем манран тӗлӗннипе ӑна лартма манса кайрӗҫ. Кайран Раҫҫейрен тухнӑ чухне мана нумай ыйту пачӗҫ».
Халӗ Тӗнчесем ялта хӗл каҫмашкӑн ҫурт шыраҫҫӗ. Унта вӗсем ака уйӑхӗччен пуласшӑн.
Шупашкарта пурӑнакан Андрей Романов савутра ӗҫлет. Авӑн уйӑхӗнче вӑл отпуск илнӗ. Арҫын 30 кунра Крыма велосипедпа ҫитсе килме тӗллев лартнӑ. Ӑна пурнӑҫланӑ вӑл. Каялла ӗҫе вӑхӑтра ҫитес тесе Андрей кунсерен 150-шар ҫухрӑм кайнӑ. Ҫулҫӳревӗ пирки вӑл «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Арҫын питӗ васканӑ, ҫавӑнпа педале вӑйне шеллемесӗр ҫавӑрттарнӑ. Ара, кашни облаҫре чарӑнса паллӑ вырӑнсемпе паллашма та ӗлкӗрмелле вӗт. Вӑл Крыма ҫаврӑнса тухма та ӗмӗтленнӗ, анчах, шел те, ӗлкӗреймен.
Крым кӗперӗпе каҫнӑ чухне вара Шупашкар арҫынни ача пекех савӑннӑ, унӑн хӑватлӑ строительствинчен тӗлӗннӗ. Крымра вӑл пӗр ҫӗр кӑна выртнӑ. Тепӗр кунхине Шупашкаралла ҫул тытнӑ. Чӑваш Ене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче таврӑннӑ.
Ҫул ҫинче Андрей Романов 8 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫа апат ҫисе ҫеҫ пӗтнӗ. Вӑл кафере пӗрре те апатланман, хӑна ҫуртӗнче пӗр хутчен кӑна ҫӗр каҫнӑ.
Андрей пӗр уйӑхра 4350 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Унӑн опыт пур ӗнтӗ: вӑл пӗлтӗр Кавказа велосипедпа ҫитсе килнӗ. Ҫитес ҫул та отпускне ахаль ирттересшӗн мар. Хальлӗхе велосипедпа ӑҫта ҫитессине палӑртман-ха.
Никита Тӗнче (хушаматне улӑштариччен Васильев пулнӑ) пӗр вӗҫӗм ҫулҫӳревре. Нумаях пулмасть вӑл Мари Республикине ҫитсе килнӗ. Анчах Никита унта нумай вӑхӑт пулайман, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗшӗн, пӗчӗк хӗрӗшӗн тунсӑхланӑ.
Ҫамрӑк ашшӗ кӳршӗ республикӑра пӗр эрне пурӑннӑ. Никита ку таранччен Атӑл тӑрӑхӗнче, Алтайра, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче, Ҫӗпӗрте, Китайра, Монголире, Казахстанра пулса курнӑ. Анчах кӳршӗ республикӑна велосипедпа кайни уншӑн чи йывӑрри пулнӑ.
«Ӳлӗмрен пӗччен ниҫта та каймӑп, ҫемьепе пӗрле кӑна ҫула тухӑп. Мари Республикине кайни маншӑн чи йывӑрри пулчӗ – хамӑннисемшӗн питӗ тунсӑхларӑм. Ҫавӑнпа киле часрах таврӑнас тесе маршрута кӑштах кӗскетрӗм», - тенӗ Никита Тӗнче.
Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен Аяран ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Кӑҫал кӗркунне вӗсем ҫемйипе ҫула тухма палӑртнӑччӗ, анчах плансене улӑштарнӑ. «Пирӗн йӑлтах хатӗр мар-ха, ҫавӑнпа ҫулҫӳреве тепӗр ҫул ҫуркунне кайӑпӑр. Ая та ун чухне кӑштах ӳсӗ», - тенӗ Никита.
Тӗлӗнмелле хӑватлӑ ҫак ҫынсем Казахстанӑн тӗп хулинчен, Астанаран, ҫула тухнӑ. Куҫ курманнисенчен йӗркеленнӗ велочупуҫасемпе мӑшӑррӑн ҫула тухнӑ. Пӗтӗмпе вӗсен 5 пин километра хыҫа хӑвармалла, 6 ҫӗршыв урлӑ иртсе 30 хулара пулмалла, Европӑпа Азине ҫыхӑнтармалла.
Ҫӗркаҫ спорстменсем Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Кунта пӗр каҫ выртнӑ хыҫҫӑн хастарсем ирех ҫула тухнӑ. Казахстанран Раҫҫее ҫитнӗскерсем ҫывӑх кунсенче Беларуҫ, Польша, Германи ҫӗршывӗсенче пулӗҫ, унтан Францие ҫитӗҫ.
Казахстанри велосипедистсем пуҫласа 2016 ҫулта ҫул ҫӳрев йӗркеленӗ. Пӗлтӗр Кӑркӑстанри Иссык-куль хӗррине кайнӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыраканскерсем халӑхра велоспорта, сусӑрсен хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсене тата Паралимпиадӑна сарасшӑн.
«Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ.
Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ.
Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл.
Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен икӗ студент Крымҫурмаутравне тӗпчеме кайнӑ. Вӗсем унта пӗр эрне пулӗҫ.
Студентсем унта пӗччен кайман, вӗсемпе пӗрле вырӑссен паллӑ ҫулҫӳревҫи Федор Конюхов пулӗ.
Крым ҫурмаутравне тӗпчемешкӗн лекме ҫӑмӑл мар, конкурс витӗр тухмалла. ЧПУ студенчӗсем Сергей Алексеевпа Виктор Краснов ҫак йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултарнӑ.
Палӑртмалла: отрядра Раҫҫейри ытти хулара пурӑнакан студентсем те пулӗҫ. Вӗсем пурте Крым историне тӗпчӗҫ. Экспедици Экси-Кремен крепоҫ районӗнче вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн студентсем Крым историйӗпе географийӗн ӑслӑлӑх тӗпчевне ҫырӗҫ. Ӑна виҫӗ чӗлхепе – вырӑсла, акӑлчанла тата грекла – кӑларӗҫ.
Велосипедпа тӗнче курса ҫӳреме юратакан Никита Васильев савнипе Анастасия Сафроновӑпа Алтай тӑрӑхне тухса кайнӑ. Никита унта ҫурт тума тытӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вӑл ҫурт тума пуҫланине ӳкернӗ видео тухнӑ. Кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Никитӑна пӗрене хатӗрлемешкӗн 24 кун кирлӗ пулнӑ. «30 йывӑҫран 60 пӗрене тухрӗ. Ҫуркунне ҫитрӗ. Пӗрене хатӗрлесе пӗтертӗм. Ку питӗ кӑткӑс ӗҫ пулчӗ. Малашлӑхра интересли пайтах», - тенӗ Никита.
Вӑл унччен ҫурт туса курман. Ҫак ӗҫре вӑл пуртӑпа, рулеткӑпа, пӑчкӑпа кӑна усӑ курать.
Сирӗн ӑна пулӑшас килет тӗк – Никита хирӗҫ мар. Строительство валли материалсем кирлӗ: кантӑк, кирпӗч тата ыттисем те.
Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанра ӗнер чӳк тунӑ. Ӑна валли вӗсем така пуснӑ. Йышпа инҫе ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Чунҫӳреври кашни утӑм пирки тенӗ пек Фейсбукра сайт страницинче тӑрать. «Ку тӑрӑхра пурӑннӑ мӑн-мӑн асаттесене така чӳклесе парас терӗмӗр», — ҫырнӑ вӑл темиҫе сехет маларах.
Маларах чунҫӳревҫӗсем Ясави университетӗнче пулнӑ. Унччен вырӑнти музейпа паллашнӑ. Хӑшӗсем, ҫав шутра Аҫтахар Плотников та, тӗве ҫинче ярӑннӑ. Уншӑн 500 тенкӗ тӳленӗ. Пирӗн патри укҫа ҫине куҫарсан вӑл 100 тенкӗ пулать иккен.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче концерт кӑтартнӑ. Ҫав кун ҫӗршывӗпех Астана кунне уявланӑ.
Ҫанталӑк 50 градус шӑрӑх тӑнӑран ҫумӑр кӗтнине асӑннӑ Аҫтахар Плотников.
Германири инженер Филипп Риталер Чӑваш Енре «буханка» туяннине, унпа Германие ҫула тухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче Филипп тӑван тӑрӑхне ҫитнӗ. Вӑл Франфурт ҫинчи Майн хулинче пурӑнать.
Нимӗҫ Чӑваш Енрен тухсан ҫул ҫинче 9 кун пулнӑ. Ҫул ҫинче нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Кӑштах ҫӗмӗрӗлсен хӑйех юсанӑ.
Филипп ҫул ҫинче чылай илемлӗ вырӑнта пулса курнӑ. Унӑн ашшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Каялла кайнӑ чухне вӗсем руль умӗнче черетпе ларнӑ. Вӗсем Мускавра виҫӗ кун пулнӑ, хулапа паллашнӑ. Унтан Латвие тата Литвана юлташӗсем патне кӗнӗ. Киле ҫитсен машина пӗтӗмпе 4433 ҫухрӑм чупнине кӑтартнӑ.
Кӳршисем хӑйне евӗр машинӑпа интересленме тытӑннӑ. Халӗ «буханкӑна» урӑхлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Филипп унпа ҫула тухӗ, тӗнче курса ҫӳрӗ.
Аса илтерер: нимӗҫ Шупашкара ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче УАЗик илме килнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |