Юлашки ҫулсенче патшалӑх хӗрарӑмсем ача ҫуратчӑр тесе темле пулӑшу та шухӑшласа кӑларать. Кирек епле япалан та икӗ енӗ пур. Анчах паянхи пирӗн хыпарӑмӑр ун пирки мар та шала кӗрсе каяр мар.
Чӑваш Енӗн транспорт предприятийӗ те ача чухне ҫуратсан укҫа парса пулӑшать-мӗн. Кун пек йӗркене пурнӑҫа кӗртме пуҫлани иккӗшӗш ҫул иккен. Ку пулӑшупа хальлӗхе 4 ҫемье усӑ курнӑ.
Аса ҫуратсан ҫемьене 50 пин тенкӗ сертификат параҫҫӗ. Ӑна ҫемье хӑй пӗлнӗ пек усӑ курма пултарать.
Шупашкарта полицейскисем ҫемьери пӑтӑрмаха лӑплантарма кайсан шар курнӑ.
Ҫурлан 5-мӗшӗнче Николаев урамӗнче пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнса кайсан полици чӗннӗ. Хваттерте нимӗҫ овчарки пулнӑ. Полицейскисем ӑна ваннӑйне хупма ыйтнӑ.
Пакунлисем кил хуҫисемпе калаҫса ларнӑ вӑхӑтра йытӑ ваннӑйӗнчен тухса пӗрин ҫине сиксе ӳкнӗ. Полицейскин хайне хӳтӗлесе ӑна пӑшалтан пеме тивнӗ.
Пакунли кайран больницӑна кайнӑ – унӑн кӗлетки ҫинче йытӑ ҫыртнӑ йӗрсем пуррине палӑртнӑ. Халӗ ШӖМ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Улатӑрти Долговсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ. Анатолий Ивановичпа Татьяна Валентиновна 1975 ҫулта ташӑ каҫӗнче паллашнӑ та унтанпа уйрӑлман.
Татьяна Валентиновна ача пахчинче физкультура инструкторӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ. Анатолий Иванович ҫар чаҫӗнче тимӗрҫӗ пулнӑ, кайран «Электравтомат» савутра вӑй хунӑ.
Вӗсем халӗ те хастар. Ҫемье пуҫӗ ҫутҫанталӑкра пулма юратать, кил хуҫи хӗрарӑмӗ бассейна ишме ҫӳрет. Мӑшӑр ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле.
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын хӗрӗсене алимент тӳлесшӗн пулман. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ май ӑна 5 уйӑх ӗслесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Ачисене алимент тӳлеменшӗн арҫынна унччен административлӑ майпа явап тытарнӑ-ха. Апла пулин те вӑл парӑма ҫур миллион тенкӗрен те ирттерсе янӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ылтӑн туйӗнче наци тумне тӑхӑннӑ.
Мӑшӑр 1975 ҫулта пӗрлешнӗ, ҫак таранччен ҫемье ӑшшине упраса хӑварнӑ. Вӗсем паянхи кун та общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Екатерина Сильвестровна пир-авӑр комбинатӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ, халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли нуски ҫыхать. Николай Николаевич — ӗҫ ветеранӗ, Трактор заводӗнче токарьте 43 ҫул ӗҫленӗ.
Ылтӑн туй кунӗнче мӑшӑр, 50 ҫул каяллахи пекех, пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ.
Улатӑр округӗнче пурӑнакан Илюшинсем пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе нумаях пулмасть 50 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак тапхӑрта вӗсем ҫирӗп ҫемье йӗркеленӗ, икӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ вӗсен 3 мӑнук. Вӗсен йышӗнче спортсменсем те, ӳнерҫӗсем те пур.
Александр Алексеевич та, Людмила Александровна та чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ, пӗр-пӗрне пулӑшса пынӑ.
Ҫӗрпӳ округӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан Малышевсем туй тунӑранпа ҫур ӗмӗр ҫитнӗ – вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Юбилярсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртнӗ. Ҫак ҫулсенче вӗсем йывӑрлӑхсене хыҫа хӑварса иртнине ӑшшӑн, йӑл кулса аса илеҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫулав ялӗнчи Ершовсем те ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Римма Трифоновнӑпа Юрий Николаевич шкулта паллашнӑ, 1975 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫне ачасене вӗрентессине халалланӑ.
Куславкка хулинче пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе тытса чарнӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 30-меш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӳсӗо херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Арҫын хӑйне хӳтӗлесе хирӗҫ тӑнине кура тата тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑран чӗрӗ юлнӑ. Хале вал пульницӑра сипленет. Кун пирки РФ Следстви комитечен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Фроловсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине уявланӑ. Мероприяти хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче иртнӗ.
Екатерины Сильвестровна тата Николай Николаевич тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Кил хуҫи «Нарспи» тата «Калинушка» ансамбльсенче юрлать, Екатерина Сильвестровна ал ӗҫӗпе аппаланать. Вал хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрет, унта ал ӗҫӗпе аппаланать, физкультура занятийӗсене хутшӑнать.
Телейлӗ мӑшӑра саламлама хӑйсем унччен ӗҫленӗ Трактор заводӗнчен, хулари Клуб тытӑмӗнчен, Комплекслӑ центртан пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне тӑванӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ.
Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑхкунӗнче Мускавра «Раҫҫей» центрта Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ. Унта чӑваш ҫамрӑкӗсем те ҫемье чӑмӑртанӑ.
Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 200 ытла мӑшӑр килнӗ. Вӗсем пӗр харӑс пӗрлешнӗ. ҪаЧӑваш Енрен унта Шупашкарти Алексей Комлевпа Юлия Молчанова хутшӑннӑ.
Саламлатпӑр ҫамрӑк мӑшӑра!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |