Иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑра «Хӗрарӑма мухтар» ятпа республикӑри III фестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакан, тӗрлӗ ӗҫоре тӑрмашакан 25 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Республика шайӗнчи мероприятие хутшӑниччен хайхисен районта тупӑшма тивнӗ. Хӑйсем пирки кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ хӗрарӑмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.
«Ҫемье ҫирӗп пулсан общество та ҫирӗп», — тенӗ фестивале хушӑннисене саламлама ҫитнӗ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Унта вӑл мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, пынӑ. Михаил Васильевич Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те асӑнса хӑвранӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ юлашки ҫул хушшичне кӑна 10 процент нумайланнӑ. Кунта, ахӑртнех, нумай ачаллисене патшалӑх тӗрлӗ пулӑшу кӳни мӗн тесен те витӗм кӳретех. Аса илтеретпӗр, виҫӗ ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр параҫҫӗ, амӑш укҫин виҫи те ӳссех пырать. Унтан та ытларах — ҫемьери виҫҫӗмӗш пепкешӗн республика хыснинчен те тупра уйӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (31)
Етӗрне районӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ ашшӗсен канашӗ пуҫласа ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна халӑха социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен Етӗрнери центр ертӳҫи Андрей Софронов ертсе пынӑ.
Сӑмах май, ашшӗсен союзне йӗркелеме Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен канашӗ сӗннӗ иккен, ҫавӑн хыҫҫӑн ку юхӑм пирӗн патра та сарӑлма тытӑннӑ.
Ларура ача ҫуралас тӑрӑм еплине те тишкернӗ. Республикӑра кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 33 пепке ытларах ҫуралнӑ — ҫапла вара ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 13 124 ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗрлешекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Районта вара вунӑ уйӑхра 255 ача ҫуралнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенчинчен 24 сахалрах. Сӑмах май, ҫӗн «йӑва» ҫавӑракансен йышӗ вара йышланнӑ. Пит нумаях мар та, ҫапах та хайхисен йышӗ 2 мӑшӑр чухлӗ хушӑннӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи арҫынсем вӑтамран 63 ҫул пурӑнаҫҫӗ, хӗрарӑмсем — 73.
Ларӑва кӑҫалпа килес ҫул туса ирттермелли ӗҫсен планне ҫирӗплетнипе вӗҫленӗ.
Сансем (17)
Чӳкӗн 10–20-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнче «Ҫемье тата ачасем» акци ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Ачасен пӗтӗм тӗнчеии кунне халалланӑ. Сӑмах май, Йӗпреҫ районӗнче терӗмӗр те, акцие республикипех йӗркелеме шутлани пирки палӑртмалла.
Йӗпреҫ районне илсен, акцие ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси йӗркелемелле. Унта вӗренӳ пайӗ тата асӑннӑ пайӑн опекӑпа попечительство органӗ, Шалти ӗҫсен министерствин районти пайӗ тата вырӑнти ял тӑрӑхсӗсене явӑҫтармалла.
Акци вӑхӑтӗнче «Телейлӗ шӑпӑрлан» акци йӗркелӗҫ. Йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене ҫавна май япала парса пулӑшмалла. Сӑмах май, ҫи-пуҫпа теттесене, ытти хатӗр-хӗтӗре район администрацийӗнчи 305-мӗш пӳлӗмре пуҫтараҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче ашшӗсен республикӑри пӗрремӗш слёчӗ иртнӗ. Арҫынсене пӗрлештерес шухӑша хӗрарӑмсем каланӑ иккен.
Ҫӗршывра юлашки ҫулсенче «Ҫирӗп ҫемье — тӑнӑҫлӑ патшалӑх» программа пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ — ача ҫуратассине ӳстересси. Экспертсен шучӗпе икӗмӗш тата виҫҫӗмӗш хут ашшӗ-амӑшӗ пулса тӑма килӗшччӗр тесен ҫемьесене ытларах пулӑшмалла. Раҫҫейӗн статисчӗсем кашни иккӗмӗш ҫемье арканнине палӑртаҫҫӗ. Уйрӑлнин сӑлтавӗ чылай чух — эрехпе иртӗхни. Ҫавна пула ҫемьесен 41 проценчӗ уйрӑлать. Пурӑнма кӗтес ҫуккипе те ҫак шухӑш патне пырса тухаҫҫӗ — кун пеккисен тӳпи 26 процентпа танлашать. Тӑван-пӗтен хушша-хуппа кӗни, чылай вӑхӑт ача ҫуратайманни, чылай вӑхӑт уйрӑм пурӑннине пула та ӗнерхи мӑшӑрсем паспортри штамппа сывпуллашас шухӑш патне ҫитеҫҫӗ иккен. Уйрӑлас шухӑша ытларах чух — 66 процентӗнче — хӗрарӑмсем тытаҫҫӗ. Республикӑра иртнӗ ашшӗсен слёчӗ ҫемье кирлӗлӗхне ҫынсене картса хӑварттарасшӑн.
Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Эльвира Жиглаева Мускавра иртнӗ усрав ҫемьесен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Унта тӗрлӗ регионти усрав ашшӗ-амӑшӗ — пурӗ 900 ҫын — пырса ҫитнӗ.
Мероприяти ҫак уйӑхӑн 6–9-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Союзсен ҫуртӗнчи Колонна залӗнче уҫнӑ. Мероприятие Раҫҫей Правительствин председателӗн ҫумӗ Ольга Голодец тата РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Леванов хутшӑннӑ.
Форумра усрава илекен ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшни пирки калаҫнӑ, тӑлӑхсемпе пӗр чӗлхе тупмалли меслетсене тата ытти хӑш-пӗр саманта сӳтсе явнӑ.
Сӑнсем (10)
Ҫемьери иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан тӳлекен амӑш капиталне парассине маларах 2016 ҫулччен тесе палӑртнӑччӗ. Халӗ, ав, вӑл вӑхӑта тӑсасси пирки калаҫма тытӑнчӗҫ. «Тӑсаҫҫех» тесе Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец та палӑртнӑ иккен. Ун шучӗпе амӑш капиталӗн вӑхӑтне правительство тепӗр виҫ ҫуллӑха тӑсма йышӑнма пултарать.
Амӑш капиталне урӑх майпа усӑ курма ирӗк памӗҫ-и тесе ыйтсан, Голодец ун валли сӑлтав ҫук тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Вице-премьер шучӗпе хӗрарӑмсен 97 проценчӗ ҫавах ҫак укҫана ипотека валли ярать.
Нумайӑшӗ пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленет. Анчах та паянхи куна укҫа-тенкӗ пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑннӑ майӑн ҫамрӑк мӑшӑрсем ытларах пӗр е икӗ ача пуррипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрӑва улӑштарас тӗллевсемпе патшалӑх ҫулсерен ҫемьесене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантрас тесе ятарлӑ ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртет.
Ытларикун, утӑн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Минтручӗ регионсемпе пуху ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче йышӑннӑ «Виҫҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене шӑпӑрлансем виҫӗ ҫул тултариччен кашни уйӑхра укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес пайӗпе Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫа кӗртмелли тӑвӑмсем ҫинчен» 66-мӗш хушӑвне пурнӑҫламалли ҫинчен калаҫнӑ.
Чӑваш Республикинче саккун кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченех пурнӑҫа кӗнӗ. Унта виҫҫемӗш е хыҫҫӑнхи шӑпӑрлан ҫуралнӑ (е усрава илнӗ) ҫемьесене уйӑхсерен укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫинчен сӑмах пырать.
— Республикӑра тупӑшсен кӑтартӑвӗ тӑрӑх ҫемьери кашни ҫын пуҫне уйӑхне 13 477 тенкӗ лекмессӗн, ҫемье ятарлӑ пособи илме пултарать. Пособи укҫа-тенкине вара ача виҫӗ ҫул тултариччен тӳллесе пырӗҫ, — палӑртаҫҫӗ Минсывлӑхӑн пресс-службинче.
«Ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫынсем пӗр-пӗрне саваҫҫӗ, мӑшӑрланаҫҫӗ...» Ҫапларах мар-ши шӑрантараччӗ хӑй юррине «Хаваслӑ ача-пӑча» ансамблӗ. Ҫак юрӑ сӑмахӗсене тӗпе хурса пулмалла ҫамрӑксем час-часах мӑшӑрланма тытӑнчӗҫ. Анчах пӗрлешни вӑл пӗр ӗҫ, пӗрле ҫемьеленсе пурӑнни вара тепӗр. Уйӑхне 10 мӑшӑр пӗрлешет пулан ҫав шутпах уйрӑлать. Ку лару-тӑру мӗнпе ҫыхӑнни, кӑсӑклӑ ыйту. Тен, кунта «Васкакан — вакка сикет» тени вырӑнлӑрах пулать.
Ҫемье ӑшшине, юратӑва 50 ҫул хушши мӗнлерех упрамаллине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Каршев ҫемьи лайӑхах пӗлсе тӑрать. Утӑн 19-мӗшӗнче вӗсем ылтӑн туй уявне паллӑ туйнӑ. Леонид Михайловича тата Людмила Константиновнӑ традицилле ҫӗрӗсемпе ылмашнӑ, пӗрлешнине ҫирӗплетекен ятарлӑ хута илнӗ тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӑшӑрлану кӗрменӗн хаклӑ хӑнасен кӗнекинче аллӑ пуснӑ.
Юбиляр ҫемьи икӗ ачана ӳстернӗ: ывӑл — Юрий тата хӗр — Маргарита. Халӗ вӗсем 5 мӑнукпа тата 5 мӑнук ачипе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. «Пӗр-пӗрне юратмалла», — теҫҫӗ Каршевсем.
Юбилярсен ӗҫе-хӗлӗ пӗр хутччен мар чысланӑ хисӗп хучӗпе, иккӗшӗ те «Ӗҫ ветеранӗ» ятне тивӗҫнӗ.
Лондонра пӗлтӗр иртнӗ Олимп вӑййинче марафона чупассипе пӑхӑр медале тивӗҫнӗ Татьяна Петрова-Архипова тӑван тӑрӑха ҫӗнтерӳпе таврӑнсан каланӑ сӑмахне тытнӑ. Аса илтеретпӗр, ун чухне вӑл: «Ача ҫурататӑп та кайран каллех каллех тупӑшӑва тухӑп! Рио-де-Жанейро иртекен Олимпиадӑна хатӗрленӗп», — тенӗ. Олимпиадӑна вӑл икӗ хут хутшӑннӑ. 2008 ҫулхине 3 пин метра йывӑрлӑхсне ҫӗнтерсе чупасинче 4-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменкӑн пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвӗ пирки каларӑмӑр ӗнтӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Татьяна ача ҫуратнӑ. Ҫемьери пӗрремӗш тӗпренчӗк — ывӑл.
«Ҫу уйӑхӗнче ан мӑшӑрлан — пурнӑҫ тӑршшӗпе аптӑраса ҫитӗн» (выр. Не женись в мае — всю жизнь придётся маится). Халӑхра ҫакӑн йышши каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те ҫапах юратупа хыпса илнӗ икӗ чӗре асӑннӑ сӑмахлӑха ӗненсех каясшӑн мар. Ҫапла вара Шупашкар хулинче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 133 мӑшӑр офицаллӑ пӗрлешнӗ пулнӑ. Пӗлтер вара ҫуркуннен юлашки уйӑхӗнче 129 мӑшӑр ҫемьеленнӗ.
Хӑйсен пӗрремӗш саккунла пӗрлешӗвне 94 арҫын тата 102 хӗрарӑм регистрациленӗ пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗнче вара хӑйсен юратӑвне «саккунлама» пӗрлешӳ кӗрменне 300 ытла мӑшӑр килӗ.
Ҫӑвӗн 31-мӗш кӑтартӑвӗ тӑрӑх кӑҫал пӗтӗмпе Шупашкарта 814 мӑшӑр ҫемьеленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |