Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫӗр чӑмӑрӗнче ҫак кунсенче пӗр кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ тет. Арктикӑра (Ҫурҫӗр полюсӗнче), иккен кӳлӗсем йӗркеленме пуҫланӑ. Ҫакна ҫав тӑрӑхри экологи обсерваторийӗ асӑрханӑ имӗш.

Ӑсчахсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх кӳлӗсем ҫанталӑк ӑшӑтнӑран йӗркеленнӗ иккен — Арктикӑра икӗ эрне ӗнтӗ ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Унти температурӑна сӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кунта вӑтам температура 1–3 градус ӑшӑрах тӑнӑ пулать.

Анчах ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ иккен — ҫывӑх вӑхӑтра сивӗ сывлӑш таврӑнать, вара кӳлӗсем каллех шӑнса ларӗҫ. Тӗнче океанӗнчи шыв ҫӗкленессинчен те шикленме кирлӗ мар теҫҫӗ ӑсчахсем — мӗн ирӗлни каялла шӑнса ларӗ.

 

Ку вӑл малтанласа шутланӑ тӑрӑх. Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру режимне туса хурасси пирки те ӗнер сӳтсе явнӑ. Ку ыйтӑва инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерес тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тытса тӑрас енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ӗнерхи ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.

Чӑваш Енре шӑрӑха пула ял хуҫалӑх культурисен 22,8 пин гектарӗ типсе ларнӑ иккен. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 5,2 проценчӗ пулать. Уйрӑмах шар курнисем — кӑнтӑр енчи районсем: патӑрьелсем, елчӗксем, комсомольскисем тата шӑмӑршӑсем. Патӑрьелте, сӑмахран, мӗнпур ял хуҫалӑх культурисен 23 проценчӗ типсе ларнӑ, Елчӗкре — 22 проценчӗ, Комсомольскинче — 16 проценчӗ, Шӑмӑршӑра — 13 проценчӗ.

Вӑрлӑх туса илессипе ӗҫлекен респбликӑри 24 хуҫалӑхран ҫиччӗшӗ кӑнтӑр енчисем пулнине шута илсен вӑрлӑха ҫителӗклӗ хурса хӑвараймасси те шиклентерет.

Шӑрӑх та типӗ ҫанталӑка пула шар курнине специалистсем 700 миллион тенкӗ таран пухӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Шӑрӑх тӑнӑ 2010 ҫулта тӑкак 4,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ иккен. Унччен вара 1981 ҫулта ҫавӑн пек типӗ те шӑрӑх пулнӑ-мӗн.

Малалла...

 

Ҫӗмӗрле хулинчи «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем ҫутҫанталӑк хӑй евӗрлӗхне хаваспах туптаҫҫӗ. «Ӑҫтан ҫил вӗрет? Мӗншӗн ҫӗр нӳрӗ» — хӑйсен воспитатӗлесене вӗсем ҫакӑн йышши ыйтусем параҫҫӗ. «Ылтӑн уҫӑ» педагогӗсем вара хуравӗсене сӑмахпа кӑна мар, куҫӑн та кӑтартса пама хатӗр — учреждени таврашӗнче ача-пӑча метеостанцийӗ ӗҫлет.

Пӗчӗк шӑпӑрлансем вара хӑйне евӗр ҫунталӑка тӗпчемелли станцире ҫанталӑк тӑрӑмне, сезон улшӑнӑвне, талӑк ритмне тата сывлӑш температурине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫак кунсенче шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн ҫанталӑк шӑрӑх та уҫӑ пулнине те палӑртнӑ.

Тулта уҫӑлса ҫӳренӗ чухне метеостанцийӗ кӗрсе тухни ача-пӑчана самай хаваслантарать. Ҫутҫанталӑка пӗчӗкренех тӗпчеме вӗренни шӑпӑрлансен тавракурӑмне анлӑлатать, тавралӑха хаклама, хисеплеме вӗрентет.

 

Ҫанталӑк шӑрӑх та типӗ тӑнине пула кӑнтӑр енчи районсем — маларах патӑрельсем, каярах комсомольскисем тата елчӗксем — инкеклӗ лару-тӑру пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, ун пеккине Шӑмӑршӑ районӗнче йышӑннӑ. Ҫакӑн пирки тивӗҫлӗ йышӑнӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Фадеев ӗнер тунӑ иккен. Унта ял хуҫалӑх культурисем 2,3 пин гектар ҫинче типсе ларнӑ иккен.

Шӑрӑха пула хресчен тӗш тырӑ тата ҫӗр улми туса илессипе самай шар курма пултарасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗш тырӑна 70 пин тонна, ҫӗр улмине 25-30 пин тонна ҫухатас хӑрушлӑх пур.

 

Ӗнер, утӑн 8-мӗшӗнче, Улатӑрта 16:30 сехетре 30 минут хушши вӑйлӑ ҫил алхаснӑ, аслати кӗрленӗ пулнӑ. Ҫак ҫанталӑка пула 70 яхӑн йывӑҫ хуҫӑлнӑ, 73 ҫӗрте электричество линийӗ татӑлнӑ. Унсӑр пуҫне 21 кил-ҫуртпа нумай хваттерлӗ ҫуртсем шырлӑх курнӑ. Ҫутӑсӑр 5 пин ҫын тӑрса юлнӑ, газсӑр вара — икӗ уйрӑм ҫурт. Паянхи куна специалистсем 80 метр газ проводне улӑштармалли ҫинчен палӑртаҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр кил-ҫурт тӑррисем те юрӑхсӑрланнӑ.

Улатӑр администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх инкеке сирес тӗлӗшпе паянхи куна Улатӑрта 9 бригада ӗҫлет, ӗҫе пӗтӗмӗшле утӑн 10-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63766.html
 

Нумаях пулмасть, ҫынсем хӗвелле шӑрӑх кунсене пула аптратчӗҫ, халӗ вара ҫумӑртан тарса пытанмалли вӑхӑт ҫитнӗ ав мӗн. Кӑҫал хӗллехи кунсем вӑрӑха пынипе ҫурхи вӑхӑтсене туйса та илеймерӗмер. Анчах ҫутҫанталӑк ку тӗрес маррине туйсах пулмалла ҫуркуннехи ӑмӑрлӑ кунсене тавӑрас тенӗ.

Паян, утӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкар вӑйлӑ ҫумӑра пула шыв айне пута пуҫланӑ: хулари хӑш-пӗр ҫулсемпе урамсем шыв ытамне лекнӗ, транспорта та ҫӳрем самай чӑрмантарнӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрхама май лекнӗ. Унта 13:00 сехетсем иртсен вӑйлӑ ҫумӑра пула Трактор тӑвакансен проспектӗнчи сарлакка ҫул самантрах кӳлӗ пулса тӑнӑ.

Унсӑр пуҫне тата ҫумӑра пула хула кӳлмекӗ хӗррипе, агрегат савучӗ таврашӗнчи ҫулсемпе ҫӳресси йывӑрланнӑ.

Республикӑра ҫумӑрлӑ кунсем 11-мӗшччен тӑсӑлӗҫ. Ҫак виҫӗ кун хушшинче уйӑх хушшинче ҫумалли норми ҫӗре нӳрлетмелле иккен.

 

Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине кура иртнӗ уйӑхӑн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑннӑччӗ-ха. Ҫанталӑк йӗркеленнӗ тесе ӑна тепӗр тӑватӑ кунтан пӗтернӗччӗ. Халӗ, ав, ун пек тӑрӑм пирки Комсомольски районӗнче пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех, ӗнертенпе туса хунӑ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, малтанласа шутланӑ тӑрӑх типпе пула района ял хуҫалӑх культурисем 27 пин гектар ҫинче сиенленнӗ-мӗн.

Иртнӗ уйӑхра каҫал тӑрӑхӗнче ҫанталӑк ытти ҫулсенчи вӑтам температурӑран 3-4 градус шӑрӑхрах уплнӑ иккен. Ҫумӑр та вырӑн вырӑнпа кӑна ҫуса иртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1100.html
 

Ҫак канмалли кунсенче республкӑра ҫил-тӑвӑл алхасас хӑрушлӑх пур-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тата Чӑвашгидрометцентрӗ пӗлтерет. Синоптиксем аслати тата авӑк ҫил вӗрессине систереҫҫӗ. Улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑмалла иккен, вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр кӑштах ҫӑвасса шантараҫҫӗ.

Сывлӑш температури каҫхине 16–23 градус пулмалла, кӑнтӑрла – 28–33 градус ӑшӑ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен ҫеккунтра 3–8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле, аслати вӑхӑтӗнче унӑн хӑвӑртлӑхӗ 20 метра ҫитмелле.

Ҫил-тӑвӑла пула ҫутӑ тата ҫыхӑну пӑралукӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Автотрнапсортӑн та ҫулта-йӗрте асӑрхануллӑ пулмалла. Тата ҫанталӑк шӑрӑх та типӗ тӑнине пула вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63559.html
 

ФГБУ «Верхне-Волжское УГМС» уйрӑмӗн гидрометеорологипе ҫутҫанталӑк сӑнавӗн чӑваш центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 25-29-мӗшӗсенче Шупашкарта тата Чӑваш Республикинче шӑрӑх ҫанталӑк таврӑнӗ. Асӑннӑ кунсенче сывлӑш температури ытти ҫулсемпе танлаштарсан 7 градус ӑшӑрах пулма пултарӗ (+17… +19).

Паянхи кун ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ. Ҫавӑнпа та таврана килекен шӑрӑх кун пӗр енчен лайӑх та пуль, вӑл ҫуллахи кунсемпе килленсе ӗлкӗреймен ҫынсене хавхалантарӗ.

 

Патӑрьел районӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен 16:00 сехетре районта йывӑр лару-тӑру режимне ҫирӗплетни ҫинчен эпир маларӑх пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Кулленхи шӑрӑх кунсене пула районта ун чухне 7,093 пин гектар лаптӑкра ял-хуҫалӑх акнӑ тыр-пулӑ аманнӑ пулнӑччӗ. Паян вара, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче йывӑр лару-тӑру режимне сирнӗ. Ку районти шӑрӑх кунсем ҫумӑрлӑ, ӑмӑрлӑ кунсемпе ылмашнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла вара районти вӑрмансене те ҫӳрӗме ирӗк панӑ.

Чӑваш Енри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, организаципе преприятисен ертӳҫисене шырлӑх масштаблӑ курассинчен хӑтӑлас тӗлӗшпе кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫласа пыма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1073.html
 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 20

1919
107
Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ.
1957
69
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
1958
68
Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй