Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хир сысни ҫул ҫине чупса тухнӑ та машина айне пулнӑ.
М-7 ҫул ҫинче 18 сехет те 25 минутра Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, «Мебельщик» коллективлӑ пахча енчен, хир сысни ҫул ҫине тухнӑ. Вӑл ҫур ҫула каҫсан «Мазда» машина кустӑрми айне лекнӗ.
Самай вӑйлӑ ҫапӑннӑран чӗрчун ҫулӑн тепӗр еннелле вӗҫсе кайнӑ. Хир сысни тӳрех вилнӗ. Водитель хӑйех ҪҪХПИ ӗҫченӗсене чӗннӗ. Машинӑн фари тата бамперӗ сиенленнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, чӗрчун вилнӗшӗн водителӗн штраф 30 пин тенкӗ тӳлемелле.
Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ ҫул ҫинче тискер чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ та хӑй вырӑнтан тарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче хир качакине сапса хӑварнӑ. Ҫакна Тверь облаҫӗнчи арҫын туни паллӑ. Вӑл йывӑр тиевлӗ машинӑпа Мускав еннелле кайнӑ. Хир качаки ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Чӗрчуна ҫапса хӑварна хыҫҫӑн машинӑн патшалӑх номерӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ. Водитель вара чарӑнса тӑман, малалла вӗҫтернӗ. Ӑна Хыркасси поселокӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Водителӗн чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн полицие пӗлтермелле пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, паян, ирхи 7 сехет тӗлӗнче «Вятка-2» ҫул ҫинче «Яндекс. Такси» машини кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажир та пулнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен, кювета чӑмса ЛЭП опорини ҫапӑннӑ. Салонра хӗрарӑм пассажир пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель те аманнӑ, ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хале водитель ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 9 сехетре «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче молтоблокпа авари пулнӑ. Хайхи транспорт машина ҫине пырса кӗнӗ.
ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын мотоблок рулӗ умӗн ларнӑ та тӗп ҫулпа пыракан «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. Мотоблокпа пынӑ арҫын суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Суранӗсем ытлах йывӑр мар – тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн арҫынна киле янӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал мотоблокпа ҫыхӑннӑ аварире икӗ ҫын вилнӗ, пӗлтӗр – виҫӗ ҫын.
Канаш районӗнче юр хыракан машина электричкӑпа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмасӑр чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах электричка пынӑ, юр тасатакан машина каҫса ӗлкӗреймен.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра электричкӑра пассажирсем пулман.
Палӑртса хӑварар: юлашки кунсенче республикӑра юр хыракан машинӑсем ӗҫе тухнӑ.
Паян Ҫӗрпӳ хулинче пӑтӑрмах пулнӑ – арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑнтӑрла Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе тӑрринчен ҫын ӳксе вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫапларах пулса иртнӗ: кафене тара илнӗ ҫын икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчи шӑвӑҫ тимӗр вӑйлӑ ҫиле пула хӑйпӑнма пуҫланине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна ҫапса лартма тесе хӑпарнӑ, анчах аялалла персе аннӑ.
1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна йывӑр сурансемпе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртрах ҪҪХПИн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ тата миграци служби вырнаҫнӑ.
Ку уйӑх вӗҫлениччен Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухӗҫ. Транспорта илсе ҫитернӗ ӗнтӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра шӑпах кун пирки калаҫнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортсене ҫӗннипе улӑштарӗҫ, пӗтӗмпе Lotos 206 маркӑллӑ 15 автобус ҫынсене илсе ҫӳрӗ.
Хальлӗхе ҫӗнӗ автобуссем маршрута тухма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене ҪҪХПИре регистрациленӗ ӗнтӗ, ГЛОНАСС сыпӑнтармалли тата электрон табло лартмалли ҫеҫ юлнӑ.
Каласа хӑварар: ҫулталӑк вӗҫӗччен республикӑна тепӗр 15 ҫӗнӗ автобус килмелле.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «Лада-2114» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискер суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫын пулнӑ иккен.
Ҫак аҫын унччен те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн ҫакланнӑ. Ӑна куншӑн явап тыттарнӑ. Халӗ те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫыннӑн явап тытма тиветех: следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те Канаш районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 234-мӗш маршруткӑран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ирхине 7 сехет ҫурӑра транспорт Шупашкарти Гагарин урамӗнче пынӑ, «Патрис Лумумба урамӗ» чарӑнуран тапранса кайнӑ.
Маршрутка пынӑ вӑхтра ӑнсӑртран алӑк уҫӑлса кайнӑ. Салонри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫине тухса ӳкнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пуҫӗ аманнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |