
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче харӑсах икӗ ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тухтӑр ҫурчӗсене хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Республикӑри тӳре-шараран унта Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ. Районти пуҫлӑхсем те ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов, Ҫӗрпӳ район пульницин тӗп тухтӑрӗ Валентина Озерова ял ҫыннисене ФАп уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ.
Вӑрӑмҫут ялӗнчи ҫав ялтисене кӑна мар, Вӗрмер, Елӳ, Тушмашар, Ҫуткасси ялӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАП уҫӑлать тенине илтсе Татьяна Охотина ҫамрӑк фельдшер тӑван яла таврӑннӑ. Унта вӑл «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хыснаран 500 пин тенкӗ укҫа панӑ.
Энӗшкассинчи ФАП Шуртавӑш тата Ӳречекасси ялӗсенчисене те йышӑнӗ.

Ӳсӗрле руль умне ларнипе Чӑваш Енри тата тепӗр депутат пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Хальхинче — Элӗк районӗнчи Ураскилт ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
45-ри арҫын хӗрӗнкӗ пуҫпа унччен те руль умне ларнӑ. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна административлӑ майпа айӑпласа 10 талӑклӑха хупса лартнӑ. Ҫулталӑк иртсен вӑл каллех ӳсӗрле ҫакланнӑ. Хальхинче 45-ри ҫав арҫын мопедпа ӳсӗрле ҫула тухнӑ. Халӗ ӑна пуҫиле майпах явап тыттарасшӑн. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ.
Иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнчи 58 ҫулти депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Вӑл та ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Ҫапла майпа хайхи ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ, ӑна ун чухне явап тыттарнӑ. Ҫамрӑк мар арҫын пӗрех тӑна кӗмен курӑнать.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ каллекх ӳсӗрле руль умне ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем 58 ҫулти ҫак ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе тӗпчев ирттернӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутат хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ларни пирки полицейскисене систерекен тупӑннӑ. Ҫул инспекторӗсем машинӑна чарма хӑтланнӑ, анчах руль умӗнчи вӗсенчен тарма хӑтланнӑ. Малтан — машинӑпа, кайран автомобильтен тухса тарма пикеннӗ. Анчах коллективлӑ пахча территорийӗнче пакунлисем ӑна тытса чарнах.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче те депутат ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне ҫакланнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен пирки ӑна малтан 30 пин тенкӗ штраф шаплаттарнӑ тата руль умне 1,7 ҫул ларма чарнӑ.
Депутат пуҫтахланнине ҫывӑх вӑхӑтра судра тишкерӗҫ.

Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет рекламӑшӑн ята кӗнӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи , Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи темиҫе ял тӑрӑхӗ хӑйсен сайчӗсенче реклама шутланакан хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта «Атӑл» хӑна ҫурчӗ, «Россельхозбанк» акционерсен обществи, «Росгосстрах» страхлакан компанипе ҫыхӑннӑ хыпарсем пирки сӑмах пырать.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел, Йӗкӗрвар, Ҫырмапуҫ, Иккӗмӗш Вӑрманкасси тата Вӑрнарпа Элӗк районӗсен администрацийӗсен сайтӗнче маларах эпир асӑннӑ организацисене рекламӑлакан хыпар лартнӑ. Ҫавӑ Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать.
Монополипе кӗрешекенсем реклама шутланакан хыпарсене сайтсенчен кӑларма хушнӑ.

Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче пурӑнакансем ялти палӑкшӑн пӑшӑрханнине «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра Александр Белов журналист пӗлтернӗ.
Ҫав ялтах пурӑнакансен пӗр пайӗ унта чиркӳ тума ӗмӗтленет. Тӗне ӗненекенсен ҫуртне хӑпартса лартма палӑк кансӗрлет имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка куҫарас сас-хура сарӑлнӑ иккен.
Сӑмах май хамӑр енчен ҫакна та пӗлтерер. Пӗлтӗрхи кӗркунне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Вера Титова журналист Иккассинче чиркӳ те пуласси, палӑка та тӗкӗнмессине пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рамиль Гельметдинов калани тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ватӑ панулмисене касма тивнине, анчах палӑка куҫармассине ӗнентернӗ.

Шупашкара икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах халех мар. 2019–2020 ҫулсенче.
Федерацин пассажир компанийӗ вӗсене хамӑр патра туса кӑларакансенчен туянасшӑн.
Икӗ хутлӑ пуйӑссене эпир маларах асӑннӑ организацире 15 маршрутпа ҫӳреттересшӗн. Кунта Петрозаводск, Мурманск, Йошкар-Ола, Хусан, Чӗмпӗр, Тольятти, Ӗпхӳ, Ӗренпур, Пенза тата Шупашкар хулисене асӑннӑ.
2021-мӗш ҫултан пуҫласа 2022-мӗш ҫул таран тата тепӗр тӑхӑр маршрутпа ҫӳретме тытӑнасшӑн. Пассажирсем нумай пулсан кӑҫал ун йышши пуйӑссене Ижевска ярасшӑн.
Сӑмах май, «Шупашкар–Хусан» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссене ҫӳретме пуҫлас, унӑн вокзалӗ Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ҫывӑхӗнче пулас пирки сӑмах-юмах ҫӳренине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш Енре 1940 ҫулта ҫуралнӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл пӗр эрне каяллах ҫыхӑнӑва тухман.
Петр Осипович Павлова «Чӑваш Енри Лиза Алерт» шырав организацийӗ те шырать. Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче12 сехетре вӑл килӗнчен, Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫран, тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Ватӑ арҫын ӑс-тӑн арпашӑнса кайнипе нушаланать. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка, куҫӑ кӑвак, ҫӳҫӗ тӗттӗм, вырӑнӑн-вырӑнӑн шуралнӑ. Хӑй сарӑ хӗрлӗ тӗслӗ калпак, кӑвак куртка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, ҫӑматӑ, калуш тӑхӑннӑ пулнӑ.
Петр Павлова курнӑ тӑк ҫак телефонпа ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 (талӑкӗпех ӗҫлет тата Раҫҫейре тӳлевсӗр шӑнкӑрав) е 02, 102.

Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн историйӗпе, историлле вырӑнсемпе пуян. Ҫавна асра тытса Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче Улӑп палӑкне уҫнӑ.
Улӑп ҫинчен халап вуламан ҫын пирӗн хушӑмӑрта ҫук пулӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав патер тӑван халӑхӑмӑрӑн несӗлӗсене тӑшманран та инкек-синкекрен хӳтӗленӗ.
Ҫырмапуҫӗнче уҫнӑ палӑк ҫине чӑвашла, анчах руна ҫырулӑхӗнчи сас паллисемпе ҫавӑрттарса хунӑ. Текстне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Михайлов-Юхтар хатӗрленӗ. Палӑка вырӑнти ял тӑрӑхӗн, культура тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансен вӑйӗпе хатӗрленӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Егоров самай пулӑшнӑ. Палӑк йӗри-тавра кивӗ ҫӑва, вӑл 3 гектар ҫинче вырнаҫнӑ. Унта чӑвашсене православи тӗнне йышӑниччен пытарнӑ теҫҫӗ.
Палӑк уҫма йӗркеленӗ мероприятие Геннадий Юмарт, Николай Ишентей, Александр Ильин Улӑпа халалласа ҫырнӑ сӑвӑсене вуланинчен пуҫланӑ.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Стройминӗ «Скоростные магистрали» обществӑн, «Мосгипротранс» тата «Нижегородметропроект» проект консорциумӗпе Шупашкар районӗнче тума палӑртакан чукун ҫул вокзалӗн ыйтӑвне сӳтсе явма пухӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле. Концепципе «Метрогипротранс» обществӑн тӗп архитекторӗ Александр Орлов паллаштарнӑ. Ӑна тӗрлӗ сӗнӗве шута илсе йӗркелӗҫ.

«Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле.
ЧР Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва «Нижегородметропроект», «Мосгипротранс», «МОЙ ГОРОД» предприятисен, Китайри «Эр Юань» инженери чукун ҫул корпорацийӗн пайташӗсем, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗсен, Патӑрьел, Шупашкар районӗсен, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен специалисчӗсем тата ыттисем хутшӑнмалла. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссем чарӑнмалли вокзал концепцине сӳтсе явмалла. Вокзала Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Патӑрьел патӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртессине те кун йӗркине кӗртнӗ.
