Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхи пекех призыв кампанийӗ пуҫланӗ. Ҫуркуннехи призывра пирӗн республикӑран 1 500 яхӑн ҫамрӑка ҫара илсе каймалла.
Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин каланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен призыв планне тултарас енӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать.
Тӗпленрех каласан, кӑҫалхи ҫуркунне 1491 каччӑ салтак атти тӑхӑнӗ. 410 йӗкӗте ҫар училищисене ямалла. Анчах унта каяс кӑмӑллисен йышӗ ытларах. Хальлӗхе ҫар училищисене ямашкӑн 396 ҫамрӑка суйланӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш Енрен 1223 ҫамрӑк салтака кайнӑ.
Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене ӗҫе илекенсене хысна шучӗпе пулӑшасшӑн. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынипе канашлу ирттернӗ. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тата вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсене пухнӑ. Унта вӗсене ӗҫ рынокӗнчи кӑткӑслӑха сирмелли программӑн майӗсемпе паллаштарнӑ.
Сергей Димитриев министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсене бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫнисене шалу тӳленин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарма май пур. Программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тата патшалӑхӑн бюджет мар фончӗсене тӳлекен страхлакан взнос чухлӗ саплаштарӗҫ. Вӑхӑтлӑх ӗҫе илсен виҫӗ уйӑх хушши саплаштарса тӑрӗҫ. Уйӑхра ҫапла вара предприяти-организацисене ӗҫе илнӗ кашни выпускникшӑн 9 пин те 100 тенкӗ тӳлӗҫ.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти «Кӑнтӑр» клубра хула шайӗнчи «Кӗмӗл сасӑ» конкурс фестиваль иртнӗ.
Конкурса пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта 15–35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.
Хула шайӗнче Юлия Мокеева мала тухнӑ. Вӑл Шупашкарти 18-мӗш шкулта ӑс пухать. Иккӗмӗш вырӑна культура училищинче вӗренекен Алексей Николаев йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 22-мӗш шкулти Анастасия Давыдова тата Евгения Аникина тухнӑ.
Юлия Мокеева ҫӗнтерӳҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗмӗл сасӑ» конкурса хутшӑнӗ. Вӑл пушӑн 24-26-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ.
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ.
Шупашкарти юн илекен станцире 18 ҫул тултарнисем паян юн панӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Акци паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, иртнӗ. Унта 150 ҫын хутшӑнасшӑн пулнӑ, анчах вӗсенчен 96-шне кӑна юн пама ирӗк панӑ. Паян 18 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем 50 литра яхӑн юн пухнӑ.
18 ҫул тултарнӑскерсем паян юн пӗрремӗш хут панӑ. Вӗсене ятарлӑ свидетельствӑпа тата сувенирпа хавхалантарнӑ.
«Хавал» чӑвашсен халӑх пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех чӑваш чӗлхине калаҫура вӗренмелли лагерь йӗркелет. Хастарсем кӑҫал та ӑна пухӗҫ. Хальхи, шучӗпе ҫиччӗмӗш, утӑ уйӑхӗн 3-10-мӗшӗнче «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче пуҫтарӑнӗ.
Лагере пухнин тӗллевне «Хавал» ҫулленхи тӗлпулусене йӑлана кӗртессипе ҫыхӑнтарать. Тӗлпулу тӗллевӗ вара, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарассине те тӗллев шутне кӗртеҫҫӗ.
Программа епле пулассине те халех палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи урокӗсене виҫӗ шайпа йӗркелесшӗн. Ачасемпе яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли вӗренӳ вӑйӑ курсӗ евӗр те пулӗ. Чӗлхене преподавательсем хальхи вӑхӑтри меслетсемпе усӑ курса ӑша хывма пулӑшӗҫ. Наци тӗррипе, халӑх юррисемпе тата ташшисемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗреннипе пӗрлех вӑхӑта спорт мероприятийӗсенче кӑсӑклӑ ирттерме май туса парӗҫ. Экскурсисем йӗркелеме те шантараҫҫӗ.
Лагере хутшӑнакансен йӗркелӳ тата чӗлхе взносӗ, пурӑннишӗн тата апат ҫинишӗн тӳлеме тивӗ.
Шупашкарта гидсен тата экскурсоводсен шкулӗ уҫӑлнӑ. Занятисем «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ туристсене ытларах илӗртесшӗн. Гидсемпе экскурсоводсен занятийӗсем эрнере пӗр хут иртеҫҫӗ. Унта вӗренмешкӗн 50 яхӑн ҫын заявка панӑ. Занятисене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ.
Малтанах теорие пӑхса тухӗҫ. Шупашкар историйӗ, чӑваш халӑхӗ, тӑван культура пирки ытларах пӗлӗҫ. Проект авторӗ каланӑ тӑрӑх, чи малтанах вӗсем ҫамрӑксене хула историне тӗплӗнрех вӗрентесшӗн, Шупашкара ытларах юраттарасшӑн.
Теори хыҫҫӑн практика пуҫланать. Гидсен хӑнасем валли экскурси ирттерме тивӗ.
Проект ҫу уйӑхӗччен пулӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулсан ӑна кашни ҫулах ирттересшӗн.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет.
Хальлӗхе лекеймен-ха. Анчах Пуҫиле ӗҫе Тӑвай район прокуратури суда ярса панӑ. Апла тӑк ҫывӑх вӑхӑтра Тӑвай район каччин суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.
26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ. Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ. Ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшакансем салтак каймалли повесткӑна алӑран тыттарсан та каччӑ инҫе ҫула туха-туха кайнӑ.
Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ, анчах салтак каяс килменнине тунман.
Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
«Про Город» хаҫат редакцийӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Марина пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн ывӑлне паян кӑнтӑр варринче троллейбусра хӗненӗ.
18-ти ҫамрӑк 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра пынӑ. Пӗр чарӑнура пӗр арҫын ача йӑтса кӗнӗ. Марина каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем кондуктор вырӑнне ларнӑ. Анчах кондуктор 18-ти ҫамрӑка вырӑн пама ыйтнӑ. Яш хирӗҫлемен — тӑнӑ. Анчах арҫын ун ҫине сиксе ӳкнӗ, ҫапма тытӑннӑ.
«Наци вулавӑшӗ» чарӑнура ансан каччӑ юлташӗсене хӑйне хӗнени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Арҫын татах сиксе ӳкнӗ, телефонне туртса илнӗ, каҫхине шӑнкӑравласан тавӑрма шантарнӑ.
Яш кун хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайсан диагноз лартнӑ: пуҫ мими чӗтреннӗ. Куҫӗ кӑвак. Телефона вара арҫын сӳнтернӗ. Тухтӑрсем ку тӗслӗх пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |