Шупашкарти полицейскисем суя эрех кӑларакан цех тупнӑ. Суя услам тӑвакан ҫынсен тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар ҫыннисем, маркӑламан, лицензисӗр эрех кӑлараканскерсем, пакунлисен куҫӗ тӗлне 2017 ҫул вӗҫӗнчех лекнӗ. Полицейскисем вӗсене сӑнасах тӑнӑ. Хайхискерсем паллӑ маркӑсемлӗ эрех тесе хулана спиртлӑ шӗвек тата спирт кӳрсе килнӗ. Ҫавсенчен маркӑламан алкоголь туса кӑларнӑ.
Вӗсен цехӗ хула варринчех вырнаҫнӑ. «Усламҫӑсем» спирта кранран юхакан шывпах хутӑштарнӑ, кӗленчене питӗрнӗ те курттӑммӑн туянакан ҫынсене сутнӑ. Ҫапла суя эрех республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те сарӑлнӑ.
Полицейскисем цехра 2,5 пин литр эрех, 2,2 пин ытла литр спирт, кӗленчесене питӗрмелли станок, пушӑ кӗленчесем тата пӑкӑсем тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе 4 ҫынна тытса чарнӑ.
Куславкка хулинче пурӑнакан 30 ҫулти арҫынна пӗччен эрех ӗҫме кичем пулнӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл ЧР прокуратурине.
Хайхискер пӗччен черкке пушатма тунсӑх тесе 16 ҫулти арҫын ачана сӗтел хушшине чӗннӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче аслӑраххи кӗҫӗннине шурӑ эрех тата сӑмакун ӗҫме сӗннӗ. 30 ҫулти арҫын 16-ри ачана «хаярри» туянма укҫа панӑ, унтан вӗсем 40 градуслине иккӗшӗ ӗҫнӗ.
Ҫак йӗркесӗрлӗх пирки полицейскисем пӗлнӗ. 30 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Регионсенче урӑ пурнӑҫ йӗркине мӗнле пӑхӑнаҫҫӗ? «Вести» пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе наци танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен унта ҫӳлерех йӗркене хӑпарнӑ - 24-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакӑ 2016 ҫултанпа Чӑваш Енри лару-тӑру лайӑх еннелле улшӑннине пӗлтерет.
Кунашкал танлаштарӑма регионсенче эрех-сӑра мӗн чухлӗ ӗҫнине тишкерес тӗллевпе хатӗрлеҫҫӗ.
Чечня Республикинче, Ингушетире, Дагестанра эрех сахал ӗҫеҫҫӗ иккен. Бурят Республикинче, Ямал-Ненецк автономи округӗнче тата Магадан облаҫӗнче «хаяррипе» ытларах туслӑ.
Йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта пурӑнакан арҫынран 200 ытла кӗленче суя эрех туртса илнӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службин хыпарӗ тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хайхи усламҫӑ суя эрехе ялан туянакан ҫынсене кӑна сутнӑ пулин те полици ӗҫченӗсен темиҫе ҫӗрте упранӑ продукцие тупса палӑртма тата туртса илме май килнӗ. Унсӑр пуҫне пакунлисем контрафактлӑ алкоголь продукцине кам кӳрсе панине те пӗлме пултарнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар арҫынни суя акциз маркиллӗ 200 ытла кӗленче шурӑ эрехсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫавна май следстви управленийӗ ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем халӗ ӑна хӗрсе кайсах тӗпчеҫҫӗ. Халӑхра суя эрехе саккунсӑр майпа сарнӑ арҫын айӑплавран хӑтӑлаймӗ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, 128% ытларах эрех-ликер туса кӑларнӑ. Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫакӑ Шупашкарти тата Етӗрнери спирт савучӗсем ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланипе ҫыхӑннӑ.
Иртнӗ ҫулта республикӑри предприятисем сутлӑха 560 пин декалитр алкоголь шӗвекӗ кӑларнӑ. Ҫапла майпа эрех продукцийӗ туса кӑларнӑран республика бюджетне хушма 222,7 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Етӗрнери спирт савутне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн тепӗр хутчен ӗҫлеттерсе янӑ. Ку кӑна та мар, производствӑна йӗркелени 90 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май панӑ. Шупашкарти эрех-ликер савучӗ вара пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Паянхи кун ку предприятире 140 ҫын вӑй хурать.
Улатӑр хулинче суя акциз маркиллӗ эрех тупнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать.
Улатӑрта пӗтӗмпе 40 ешчӗк эрех туртса илнӗ. Вӗсенче 800 кӗленче «хаярри» пулнӑ. Ҫак эрехе курсан йӗрке хуралҫисен иккӗленӳ ҫуралнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна туртса илнӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тӳрре тухма хӑтланнӑ. Эрехе вӑл хӑйӗн валли туяннӑ-мӗн, ӑна сутас шухӑш пачах пулман.
Туртса илнӗ эрехе ЧР ШӖМӗн экспертпа криминалистика центрне тӗпчеме янӑ. Алкоголь шӗвекӗ суя пулнине палӑртсан ӑна тӗп тӑвӗҫ.
Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ.
Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ.
Юлашки шӑнкӑрав кун, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти суту-илӳ организацийӗсенче эрех ваккӑн сутма чарӗҫ. Ку хушӑва Шупашкар хула пуҫлӑхӗсем Чӑваш Енӗн Правительствин 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑларнӑ 481-мӗш номерлӗ хушӑва пурнӑҫласа йышӑннӑ.
Сӑмах май, ҫакна та аса илтерер. Маларах эпир Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, экспертсем ҫынсем мӗн чухлӗ эрех-сӑра ӗҫнине хакланӑччӗ. Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проект тата Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ хатӗрленӗччӗ. Эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене, ӳсӗрле тунӑ преступленисене шута илни тӑрӑх, Чӑваш Ен 32-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республика 2015 ҫулпа 72-мӗш вырӑнта пулнӑ. Чечня Республики, Ингушети, Дагестан, Магадан, Чукотка, Коми ҫыннисем ыттисенчен сахалрах эрех ӗҫеҫҫӗ.
Чӑваш полицейскийӗсем «Контрафакт» операци ирттернӗ. Унпа килӗшӳллӗн пӗр эрнере пакунлисем 500 ытла тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫак тапхӑрта 10 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, административлӑ йӗркене пӑснӑ 37 тӗслӗхе тишкермелле.
Тупса палӑртнӑ преступленисенчен ытларахӑшӗ хӑрушсӑрлӑх техникине тивӗҫтерменнипе, автор прависене пӑснипе ҫыхӑннӑ.
Саккунсӑр ҫаврӑнӑшран суя эрех тултарнӑ 800 ытла кӗленче туртса илнӗ. Пӗтӗмпе – 32 пин ытла литр «хаяр» шӗвек. Кунсӑр пуҫне операци вӑхӑтӗнче тӗнчери паллӑ брендпа паллӑ тунӑ суя спорт тумӗсене – пӗтӗмпе 500 ытла – туртса илнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре эрех ӗҫсе 200 ытла ҫын шар курнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ пӗчӗкленнӗ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирвайхи 3 уйӑхра 301 ҫын эрехпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсенчен 65-ӗшӗ вилнӗ.
Ытларах чухне арҫынсем шар курнине палӑртмалла. Ку кӑтарту 78,6 процентпа танлашать. Кӑҫал 14 ҫула ҫитмен 5 ача эрехпе наркӑмӑшланнӑ.
Куславкка, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Канаш, Шупашкар хулисенче наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумай пулнӑ. Улатӑр, Комсомольски, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче эрехпе наркӑмӑшланнӑ пур ҫын та вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ялавин Сергей Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, литература хаклавҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Калинин, Совет тата Октябрьски районсене туса хунӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |