Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Октябрьти Аслӑ революци пулнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗпе Валентин Шурчановпа тӗл пулнӑ.
Вӗсем пӗрне-пӗри ҫак паллӑ кунпа саламланӑ, Раҫҫей шӑпишӗн пысӑк витӗм кӳнине каланӑ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ.
Михаил Игнатьев 1917 ҫулхи революци XX-мӗш ӗмӗрти чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри пулса тӑнине, вӑл Раҫҫей историйӗн аталанӑвне улӑштарнине, Пӗтӗм тӗнчери пулӑмсене витӗм кӳнине палӑртнӑ. Историне яланах ӑша хывса пурӑнмалла, унӑн урокӗсене пӗлмелле тесе каланӑ.
Коммунист-депутатпа Элтепер бюджет политикипе ҫыхӑннӑ пыйтусене хускатнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика интересӗсене федераци шайӗнче хӳтӗленӗшӗн РФ Патшалӑх Думин депутатне тав тунӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев саккунсене тӑватӑ улшӑну кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫул ҫитмен ачасене хӳтӗлессипе, вӗсене хӑйсем ҫине алӑ хурасран сыхлассипе ҫыхӑннӑ.
Михаил Игнатьев «Ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси пирки тата ачасен прависене хӳтӗлесси ҫинчен» саккуна чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Малашне ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссисен хӑйсем ҫине алӑ хума пултаракан шӑпӑрлансене тупса палӑртас енӗпе те ӗҫлеме тивӗ.
Комиссисен «хӑрушлӑх ушкӑнне» кӗрекен ачасемпе профилактика ӗҫӗ ирттермелле, ҫемйипе калаҫмалла. Ачан хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарас хӑрушлӑх пур тӑк кун пирки полицие пӗлтермелле. Унтан ҫав ачапа уйрӑммӑн ӗҫлӗҫ.
Ҫул ҫинче пынӑ чухне хӑмасем асӑрхаман-и? Чӑваш Енри ҫулсем ҫинче хӗлле ҫул-йӗре пӑхса тӑракан организаци пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫакна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе пурнӑҫланӑ. Юр ҫуса лартас пулсан табличкӑна пӑхмалла та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравламалла.
Ҫул ҫинче ҫакнашкал хӑмасем вырнаҫтарасси пирки ЧР Элтеперӗ пӗр канашлура каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку подряд организацийӗсен яваплӑхне ӳстерет. «Пӗрремӗш юр ҫуни хӑш подряд организацийӗ ҫула пӑхса тӑма хатӗррине кӑтартӗ», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Хальлӗхе ҫулсем ҫинче подряд организацийӗсем пирки пӗлтерекен 114 хӑма вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал хӗлле ҫулсене «Воддорстрой», «ТУС», А.Н.Макаров фермер хуҫалӑхӗ, А.В.Васильев усламҫӑ, «Мезон» тулли мар яваплӑ общество пӑхса тӑрӗҫ.
Паян Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ уява 11 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ.
Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче «Эпир пӗрле» митинг иртнӗ, концерт пулнӑ. Уява ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич хамӑрӑн ҫӗршыв историне хисеплемеллине палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче ветерансене тав тунӑ.
Уявра ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх ҫыннисем экономикӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнине кӑна мар, республикӑри туслӑха та витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Митинг хыҫҫӑн иртнӗ концертра пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Унтан тӳпене кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем вӗҫтернӗ.
Паян Шупашкара республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем професси уявне пухӑннӑ. Календарьпе пӑхсан ку уяв юпа уйӑхӗнчех-ха, анчах вӑл вӑхӑтра уй-хирти ӗҫ вӗҫленсе ҫитеймест те, хресченсен уявне яланах чӳк уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Паянхи уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ.
Професси уявӗсене пуҫтарӑннисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Залри пысӑк сцена ҫине тухиччен вӑл агропромышленность предприятийӗсен продукцийӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑннӑ.
«Эпир сирӗнпе ака вӑхӑтӗнче, уй-хирти ӗҫ пынӑ вӑхӑтра час-часах тӗл пулнӑ. Эсир пурте пулас тухӑҫшӑн пӑшӑрханаттӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Вӑл отрасльте ҫаврӑнӑҫуллӑ ертӳҫӗсем йышланса пынине палӑртнӑ. Район администрацийӗсен ертӳҫисене Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма пулӑшма чӗнсе каланӑ.
Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ.
Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Паян Чӑваш Енре патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫурта уҫма федерацин архив агентствин ертӳҫи Андрей Артизов, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 750 пин ытла документа упранайӗ.
Михаил Игнатьев Андрей Артизовпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре архив тытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ нумай ыйтӑва тишкернӗ.
Хӑна пирӗн республикӑра архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн пурлӑхпа техника бази чылай ҫӗнелнине, тытӑм ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Вӑл Патшалӑх архивӗн ҫуртне тӗпрен юсанине пысӑка хурса хакланӑ. «Объектра условисем ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Документсем ӗмӗрӗпех паха упранасси те паллӑ. Информаци технологийӗ вӑй илсе пыни савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ.
«Эсир пӗр килти пек пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлетӗр. Суд кӑларнӑ йышӑнусене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫак службӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене уйрӑм тав. Вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйех пысӑк хисепе тивӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫшӗн сире пурне те пысӑк тав», —тенӗ Михаил Игнатьев.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Федерацин суд приставӗсен служби суд йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса 6 миллиард тенкӗ ытла парӑма халӑхран шыраса илнӗ. Тӗрлӗ шайри бюджета пурӗ 2,7 млрд куҫарса панӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тата хӑйне пӑхӑнакан тӳре-шаран ӗҫ укҫине пӗчӗклетнӗ. Михаил Васильев ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Документа шӑпах паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент чакать. Кунсӑр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, правительство пайташӗсем пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илме пуҫлӗҫ.
Ку улшӑнусем ытти пысӑк тӳре-шарана та пырса тивме пултараҫҫӗ. Документра Чӑваш Енри ытти патшалӑх органӗнче тӑрӑшакансене те шалӑва 10 процент сахалрах тӳлеме сӗннӗ.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин патшалӑх ертӳҫин ӗҫ укҫине 10 процент чакарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Игнатьев та шалӑва пӗчӗклетес тӗлӗшпе хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Республикин тӗп хулинче – Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 3—6-мӗш кунӗсенче чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв «Пӗрлӗхре пирӗн вӑй» ятпа митинг-концерт пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ лапамра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче халӑхпа иртӗ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура уяв мероприятийӗсен планне право хуралӗнче тӑрӑшакансем патне илсе ҫитернине пӗлтернӗ. Чаплӑ пулӑмра халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме чӗнсе каланине те пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
«Уява ытларах та ытларах ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене, аслисене те явӑҫтармалла. Уяв пӗтӗм чуна савӑк кӑмӑл тултарасса шанатпӑр. Халӑхӑн пӗр чӑмӑра пухӑнние, пӗр-пӗрин туслӑхне туймалла», — тенӗ Элтепер.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |