Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ «Раҫҫей субъекчӗсен экологи танлашӑмне» хатӗрленӗ. Унта 83 регион хутшӑннӑ. Чӑваш Ен вӗсен йышӗнче 9-мӗш вырӑна тухнӑ.
«Симӗс патруль» списока хатӗрленӗ чухне регионсене хакламашкӑн 15 индикатор илнӗ. Индикаторсем мониторингӑн виҫӗ сферине — промышленноҫпа экологи, ҫутҫанталӑк сыхлавӗн, социаллӑ экологи индексӗсене — палартнӑ. Пӗрремӗш ушкӑна атмосфера, шыв тата ҫӗр ресурсӗсен, биорессурсен кӑтартӑвӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗшӗнче — техносфера (продукципе пулӑшу, ӑслӑлӑхпа технологи, бизнес яваплӑхӗ, ЙХК (ТБО), промышленноҫ каяшӗсем). Виҫҫӗмӗш ушкӑна социум кӗнӗ (информаци-психологи климачӗ, вӗренӳпе культура, граждан обществи, влаҫ тата саккун).
Ҫавӑн пекех танлашӑма (рейтинга) регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пичетленнӗ статьясем, ӑслӑлӑх-тӗпчев организацийӗсен доклачӗсем лайӑх витӗм кӳнӗ. Регионта пурӑнакансем экологи тӗлӗшӗпе ӳпкелешнине те шута илнӗ.
Шупашкарти экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, индекссен пӗтӗмӗшле сумми Чӑваш Ене 9-мӗш вырӑна тухма май панӑ. Тамбов облаҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Интерфакс-Эра» текен экологипе энергетикӑн рейтинг агентстви. Вӑл мӗнпур регионти пурӗ 4 пин предприятие тишкерсе тухнӑ иккен.
Лару-тӑрӑва сӑнанӑ май экспертсем экологипе энергетика тата технологи тухӑҫлӑхне шута илнӗ. Вӑл е ку регионти предприяти-организацисем епле ӗҫленине те тӗпе хунӑ. Ҫапла вара рейтингра Чӑваш Ен пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ку хыпар пирки раштавӑн пуҫламӑшӗнче тӑван тавралӑха сыхлассипе ҫӗршывӑн тӗп хулинче иртнӗ съездра пӗлтернӗ.
Ҫапла, ҫапла... Раҫҫей Федерацийӗн экологи тата ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсем министерствӑ тетелне кӗрсессӗн ҫакнашкан пӗтӗмлетӳ патне тухатӑн — ара унта Раҫҫейри чи вараланнӑ хуласен рейтингне пичетленӗ. Унта вара вӗсене хулари сывлӑш пусӑмӗн виҫине тӗрӗсленӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Шупашкар ҫав йыш хушшинче (100 хула) 20-мӗш йӗркере вырнаҫнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкар — 16-мӗш. Ку пулӑм мӗнпе ҫыхӑннӑ-ши?
Пӗрремӗшӗнчен, канализацие куллен таса мар шыв юхса килет. Промышленоҫ компанийӗсенчен те пысӑк калӑпӑшпа шыв-шура сиенлӗ им-ҫамсем лекеҫҫӗ.
Иккӗмӗшӗнчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫултан ҫул ӳсеҫҫӗ, вӗсемпе пӗрлех халӑх йышӗ те нумайланать. Ҫавӑнпа пӗрлех хула контейнерӗсем те кашни кун ҫӳп-ҫаппа тулаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле Шупашкарти атмосфера сывлӑшӗ хула ҫулӗ-йӗрӗсенче транспортсен шучӗ ӳснипе тата газ сечӗ, энергетика аталаннипе вараланать.
Шупашкар хулин Калинин район админиcтрацийӗ экопарковка тума сӗнет. Чӑн та, халӗ машина шучӗ йышлансах пырать те, вӗсене ӑҫта лартасси йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Машинӑсене симӗс курӑк тата ача-пӑча лаптӑкӗсем ҫинех хӑпартса лартаҫҫӗ. Анчах хальхи вӑхӑтри технологисем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ те, хӑйне евӗр меслетсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.
Экопарковка тени симӗс курӑк ҫине тимӗр решетке хумаллине пӗлтерет. Ун айӗнче курӑк таптанмасть. Ку ыйтӑва хваттер харпӑрлӑхҫисем хӑйсем тӗллӗнех татса пама пултараҫҫӗ иккен. Чи кирли — пуху ирттерсе йышӑну тӑвасси.
Республикӑра «Ҫутҫанталӑка епле упратпӑр» экологи конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри 10 районти 36 вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем тӑван тавралӑх темипе ҫыхӑннӑ харпӑр хӑй ҫырнӑ юптарусене тӑратнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен те хутшӑнакансем пучӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе Хусанушкӑнь шкулӗн вӗренекенӗ Елена Ярандайкина «Ҫӳҫепе йӑмра» (ертӳҫи — С.Яруткина) ятлӑ ӗҫӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Муркаш районӗнче ҫӗнӗ каяш вырӑнне хатӗрлеҫҫӗ, вӑл районшӑн питӗ кирлӗ, ҫавӑнпа та унти ӗҫе тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Кун пирки Муркаш районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарлать. Нумай пулмасть, иртнӗ эрнере, вырӑнти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене чӗнсе канашлу ирттернӗ. Унта пуҫлӑхсемпе ялсенче ҫӳп-ҫапа пуҫтарассипе ӑна полигона ҫитерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Район пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пыракан В.Г. Никитин ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисене ку ыйтӑва халех, полигона тума пуҫланӑ вӑхӑтра татса памалли пирки пӗлтернӗ. Уйрӑмах пысӑк кӳлепеллӗ ӑпӑр-тапӑра пуҫтарасси, ҫӳп-ҫапа турттарнӑшӑн тӳлемелли хак пирки шутла хушрӗ. Ӑпӑр-тапӑра турттарма ыврӑнти усламҫӑсем те пулӑшма хатӗр пулӗ — вӗсемпе калаҫса пӑхма сӗнчӗ.
Паянхи кун тӗлне полигонта хӑйӑра сарса пӗтернӗ ӗнтӗ, щебень хураҫҫӗ. Шыв пӑрӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтернӗ, шӑтӑкӗсене те тунӑ. Хальхи вӑхӑта хӳтӗлев сийӗн Р-Пластне вырнаҫтараҫҫӗ, котлован йӗри-тавра минераллӑ тӑпрана усӑ курса кавальер хатӗрлеҫҫӗ.
Район пуҫлӑхӗсем полигона вӑхӑтра туса пӗтерессе шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ен ТСК ертӳҫи Людмила Линик пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерхи суйлавра икӗ хулана пӗрлештерес ыйтӑва татса пама май тупӑнман. Шупашкар ҫыннисем ытларах хуласене пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ пулсан (63% ку пулӑма ырланӑ), Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вара — хирӗҫ (38% ҫеҫ хуласене пӗрлештерме килӗшнӗ).
Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртнӗ референдум та ӑнӑҫлӑ иртмен: ял тӑрӑхӗн ҫыннисем ытларах енӗпе Питтукасси патӗнчи каяш вырӑнне хӑйсем патне куҫарма килӗшмен.
Пӗтӗмӗшле Шупашкарта суйлава суйлавҫӑсенчен 63,8%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 62,91% сасӑланӑ.
Паллӑ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Раҫҫейре президент суйлавӗ иртет. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вӑл кун икӗ хулана пӗрлештермелли ыйтӑва татса парӗҫ — референдум иртӗ. Ҫапах та, икӗ хулана пӗрлештерес умӗн хула пуҫлӑхӗсен умӗнче тепӗр ыйту тӑрать — Питтукасси патӗнчи каяш вырӑнне урӑх ҫӗре куҫарасси. Ку каяш вырӑнӗ 1984 ҫултах тулса ҫитнӗ ӗнтӗ, анчах та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫывӑхӗнче урӑх вырӑн тупма йывӑр пулнӑран (халӑх йышлӑхӗ пысӑк, тата пушӑ вырӑнсем ҫук) ӑна куҫарас ыйтӑва халӗ те татса паман.
Каяш вырӑнӗн ыйтӑвне пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче татса парасшӑн. Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ку кун референдум иртӗ, ял тӑрӑхӗн ҫыннисен Тури Макаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ каяш вырӑнне тума килӗшнипе килӗшменни пирки хуравламалла пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |