Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ.
Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски тӑрӑхӗнче «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уҫнӑ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов та ку мероприятие яланхиллех хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафон миллионшар ҫынна пӗр чӑмӑра пуҫтарать. Кашни ҫын хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать».
Марафонӑн кӑтартӑвӗпе Юрий Кислов паллаштарнӑ. Пӗлтӗр ҫав акци вӑхӑтӗнче 8 млн тенкӗ пухӑннӑ. Ку енчен пӗлтӗр комсомольскисем уйрӑмах хастар пулнӑ: вӗсем пурӗ 400 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Кӑҫалхи марафона каҫал тӑрӑхӗнче уҫни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 22—26-мӗшӗсенче Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Парнене республикӑра ӗҫлекен кредит учрежденийӗсенчен пӗри, Перекет банкӗ, легендарлӑ комбив ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ.
«Музейсемпе банксен тӗллевӗ пӗр: ӳнер урлӑ пуянлӑха упраса хӑварасшӑн. Василий Иванович Чапаев — Чӑваш Енрен тухнӑ чи паллӑ ҫын. Унӑн ятне республика тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ», — ҫапла ӑнлантарнӑ акци тӗллевне РФ Перекет банкӗн республикӑри управляющийӗ Юрий Бычковский. Банкир ӗнентернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — ҫамрӑксене музея илӗртесси, культурӑпа тата историпе кӑсӑклантарасси те.
Музейӑн ӗҫ вӑхӑчӗ ирхи 10 сехетрен 18 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 562-061.
Чӑваш наци музейне нумаях пулмасть ӗлӗкхи укҫа парнеленӗ. Дирхим авалхи араб укҫи шутланать. Владимир Алмантайпа Сергей Семенов илсе пынӑскерсене Х ӗмӗрте тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сасанид укҫи вара V–VI ӗмӗрсенчен паянхи кунччен упраннӑ. Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи (XIII-XIV ӗмӗрсем) укҫа та музейра тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑхшӑн музей ӗҫченӗсем Владимир Николаевичпа Сергей Григорьевича тав тунине пӗлтереҫҫӗ. «Музея парнеле» акци, сӑмах май, малалла тӑсӑлать. Ӑна музея йӗркеленӗренпе 96 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл нарӑсӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Капла акцие музейҫӗсем 95 ҫулхи юбилей умӗн те йӗркеленӗччӗ. Аса илтеретпӗр, музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта депутатсен планерки иртнӗ. Хальхинче «халӑх тарҫисемпе» Раҫҫейӗн Хӗрлӗ Хӗресӗн уйрӑмне пулӑшасси пирки калаҫнӑ. Хӗрлӗ Хӗрес пайташӗсем Халӑха пулӑшмалли центр йӗркелеме сӗннӗ. Унта ҫынсем юридици канашӗ илӗччӗҫ, вӗри апат ҫийӗччӗҫ, ҫи-пуҫпа вӗсене пулӑшӗччӗҫ.
Хӗрлӗ Хӗрес обществӑн Шупашкарти уйрӑмӗн ертӳҫи Ольга Абукина депутатсене ыркӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Ун пеккисене хуларах халӗ те ирттереҫҫӗ. «Они тоже люди» (чӑв. Вӗсем те ҫынах) ятли, сӑмахран, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене пулӑшма йӗркеленӗскер. «Спешите делать добро» (чӑв. Ырӑ тума васкӑр) йывӑр лару-тӑрури, юрлӑ ҫемьесене тӗрев кӳрет. «Маяк» унччен тӑрмере ларнисемпе наркотик авӑрне лекнисене пулӑшас тесе пуҫарнӑскер. Пулӑшу ыйтакансем, Ольга Абукина каланӑ тӑрӑх, йышлӑ-мӗн. Пӗлтӗр вӗсем патне 3 пин ытла ҫын пынӑ.
РФ Общество палати ҫӗршыври чи ырӑ чунлӑ пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар унта 4-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.Акци пуҫланнӑранпа пирӗн хула ҫыннисем 24 ырӑ ӗҫ тунӑ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Мускав тухнӑ. Иккӗмӗш йӗркере Питӗр вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗш йӗркене Якутск йышӑннӑ.
Танлаштарӑма кунсерен ҫӗнетсе тӑрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тӑвӗҫ.
Акцие хутшӑнас тесе добродела.рф сайтра регистрациленмелле. Унтан задани ҫырнӑ ҫыру килӗ. Ӑна пурнӑҫланине ӗнентерсе сӑн ӳкерӗнмелле. Ӑна ярса памалла та тепӗр задание пурнӑҫламалла. Пӗр ҫынна 5 ырӑ ӗҫ тутараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи лащ таяпасем ялти чиркӗве туса пӗтерме укҫа пухассишӗн черетлӗ хутчен ыркӑмӑллӑх концерчӗ ирттернине теприсем, тен, пӗлеҫҫӗ те пулӗ. 2009 ҫулта ҫӗклеме тытӑннӑскер валли нимелле укҫа пухас тесе юрӑҫсене явӑҫтарса ыркӑмӑллӑх концертне хастарсем хальхипе виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. Концерта тӗрлӗ тӳре-шара таранах пухӑннӑ. Ҫав шутра Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов пулнӑ.
Ку хутӗнче концерта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттернӗ. Елчӗксем чӑвашла калаҫма кӑмӑлланине пӗлетпӗр-ха. Анчах ку хутӗнче вӗсем концерт Оперӑпа балет театрӗнче иртессине вырӑсла кӑна ҫырнӑ. Ҫакна Шупашкарта пурӑнакан Эктор Алос-и-Фонт социолингвист асӑрханӑ, кӑлтӑк пирки Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ.
Анонсӗнче, шел те, йӑнӑшӗ татах тӗл пулать...
Шупашкарти Алькеш поселокӗнче пурӑнакан Анастасия Иванова нумаях пулмасть кӳмесер тӑрса юлнӑ. Ӑна подъездра ҫамрӑксем асӑрханӑ та унпа ярӑннӑ. Юлашкинчен ҫӗмӗрсех пӑрахнӑ.
Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар. Настьӑна пулӑшакансем тупӑннӑ. Сусӑр валли 15 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Нимӗҫ технологийӗпе хатӗрленӗ кӳмене тӗнче тетелӗ урлӑ саккас панӑ.
Йӗксӗксем тӑкак саплаштарсан ҫемье укҫана 7 ҫулти чирлӗ ачана парӗ. Халӗ Настя кӳме килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Вӑл ырӑ чунлӑ ҫынсем пурришӗн савӑнать.
Аса илтерер: Настьӑн кӳмине виҫӗ ҫамрӑк ҫӗмӗрнӗ. Ярӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем ӑна ҫӳлти хутран пенӗ. Ҫакӑншӑн Настя Ҫӗнтерӳ парадне тухайман. Вӑл ӑна питӗ курасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл кӳмесӗр ҫӳреймест-ҫке-ха.
Патӑрьелти «Добрый» (чӑв. Ырӑ) лавкка вӑрҫӑ ветеранӗсене ырӑ тунӑ. Юрий Трофимов уйрӑм усламҫӑн лавкки ӗнер Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе районти мӗнпур ветерана 500-шер тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Патӑрьелте пурӑнакан виҫе ветерана лавкка 1000-шер тенкӗлӗхех сертификат тыттарнӑ.
«Паттӑрлӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта пуҫа таятпӑр. Раҫҫей ҫарӗ паян та ҫар йӑли-йӗркине тытать, ҫӗршыва шанчӑклӑн хӳтӗлет», — тесе хитре сӑмахсем каланӑ май лавкка хуҫисем шур сухалсене ырӑ суннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене — вӗсем паян Патӑрьел районӗнче 38-ӑн юлнӑ — «Рэмис» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх (пуҫлӑхӗ — Минхайдер Юсупов) савӑнтарнӑ, вӑл кашни валлиех парне хатӗрленӗ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Даун синдромӗллисен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тесе йышӑннине, ҫавна май Ачасен реабилитаци центрӗнче ятарлӑ мероприяти иртнине, унта Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен пӗри чирлӗ ҫав ачасем валли парнепе пынине эпир пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫав чирлисене халалласа паян ҫавра сӗтел те ирттернӗ. Унта ку амаклӑ шӑпӑрлансене шкул ҫулне ҫитичченхи пӗлӗве епле кӳрессине сӳтсе явнӑ.
«Берегиня» (Тухӑҫ енчи славян халӑхӗн халапӗсенчи Турӑ) ятлӑ ача пахчине пухӑннисем Даун чирӗпе аптӑракан ачасен ыйтӑвне сӳтсе явма психологсемпе педагогсем, тухтӑрсем, яваплӑ ытти специалист хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннисем хушшинче ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. Пултаруллӑ та чӑтӑмлӑ педагогсем пулсан амака пӑхмасӑрах ку ачасене пулӑшмалли майсем пуррине сӳтсе явнӑ вӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |