
Геннадий Константинов Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. 35-ри арҫынна мӑшӑрӗ, аппӑшӗ шырать. Полицие те пӗлтернӗ вӗсем.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Геннадий мӑшӑрӗ патне ҫыннӑн телефонӗнчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл киле Шӑмӑршӑна килме хатӗрленнине каланӑ.
Геннадин телефонӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Черкизово метро патӗнче вӑл ҫынран телефон ыйтса арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа вӑл кӗскен ҫеҫ калаҫнӑ.
Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен. Уйрӑм паллисем: сулахай айккинче операци тунӑ йӗр пур, тепӗр енче – пиҫсе кайнӑ йӗр. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан полицие шӑнкӑравласа хыпарлама ыйтаҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче арҫын кӑмпана кайнӑ та киле кайма ҫул тупайман. Ӑна ҫӑлавҫӑсем шыранӑ. Тупнӑ. Теле, арҫын сывах.
Ленин Ҫулӗ поселокӗнче пурнӑканскер ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑмпана кайнӑ та киле таврӑнман. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑнтӑрла кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсене пӗлтернӗ. Арҫыннӑн хӑйӗнпе пӗрле шӑрпӑк та, апат та, шыв та пулман.
Вӑл ҫухалнӑ кунсенче ҫӗрле 5 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑнӑ, ҫумӑр ҫунӑ. Арҫын ҫухалнӑ вырӑнта ҫыхӑну та пулман. Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре арҫынна тупнӑ. 63 ҫултискере васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ.

Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче 10 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. Вӑл урама уҫӑлма тухса кайнӑ та таврӑнман. Арҫын ача киле таврӑнманни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре хыпар пулнӑ.
Паян лайӑх хыпар ҫитнӗ. 10 сехет те 50 минутра арҫын ачана тупнӑ. Ӑна 45 ҫын шыранӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – поселокри ҫынсем, ашшӗ-амӑшӗн хуйхинчен айккинче юлманнисем. Вӗсем арҫын ачана поселок ҫывӑхӗнчи вӑрманта, ҫывӑхри вырӑнсенче шыранӑ.
Ҫухалнӑ хыҫҫӑн ирхине ачана Шупашкарта курнӑ. Ӑна пӗр хӗрарӑм Кӳкеҫе хӑйӗн машинипе леҫсе янӑ. Анчах арҫын ача хӑйне лавкка умӗнче хӑварма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн та вӑл киле кайман-мӗн, поселокра ҫӳренӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Перепелкин Сергей Станиславович ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна халӗ те шыраҫҫӗ.
Арҫын тӑванӗн хваттерӗнчен кайнӑ. Унӑн ун чухне тусӗсемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Анчах тӑванӗсем вӑл кампа тӗл пулнине пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем ӑна малтан хӑйсем шыранӑ. Анчах тупайман, ҫавӑнпа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хӑй Сергей Перепелкин Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Тухса кайнӑ кун вӑл хура ветровка, хӗрлӗ кроссовка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗр эрне ӗнтӗ киле килсе курӑнман. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 38 ҫулти Тимофеева Светлана Геннадьевна ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Халӗ полици вӑл ӑҫта пулма пултарнине палӑртать.
Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне вӑл тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Светлана Тимофеева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 88007005452 е 112

Хусанта пурӑнакан Юрий Варламович Кузнецов Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар поселокне арӑмӗн вилтӑпри ҫине килнӗ те ҫухалнӑ. Килте вӑл виҫӗ кун ҫук ӗнтӗ.
Арҫын ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килнӗ. Тепӗр икӗ кунран тӑванӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Унӑн сывлӑхӗ те хавшакрах, ҫанталӑк та ав лайӑхах мар. Нимеҫӗсем ӑна шырама пуҫланӑ, вӑрмансене, ҫарма-ҫатрана ҫаврӑннӑ, анчах кӑлӑхах.
Тӑванӗсем Юрий Кузнецов ҫухални пирки акан 20-мӗшӗнче каҫхине пӗлтернӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет тӗлне нимеҫӗсем пӗтӗм масара пӑхса ҫаврӑннӑ, арҫын ӑҫталла кайма пултарнине палӑртнӑ.
79 ҫулти арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑл хура куртка, кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Шупашкарта 34 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Тавах Турра, вӑл тупӑннӑ, чӗрех. Кун пирки «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав ушкӑнӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: ҫак хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Пилӗк кунран унӑн упашки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм полицейскисем, нимеҫӗсем шыранӑ. Темиҫе кун кӑлӑхах пулнӑ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӑна тупнӑ. «Тупӑннӑ. Чӗрӗ», - кӗскен пӗлтернӗ шыравҫӑсем.

Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ӗҫе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ӑна шыраҫҫӗ.
Петрова Эльвира Владимировна ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине ӗҫе тухса кайнӑ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн упӑшки пулнӑ арҫын вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Хӗрарӑма Соловьева тата Щукина хушаматсемпе те пӗлеҫҫӗ.
Эльвира 162 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, мелировани тунӑ. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ е хура шӑлавар, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш Енре йывӑр преступлени тунӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унӑн фотосӑнне хатӗрленӗ. Вӑл 35-47 ҫулсенчи пек, 180-190 сантиметр ҫӳллӗш курӑнать, имшеркке кӗлеткеллӗ. Пичӗ тӑсӑкларах, ҫӳҫӗ шуралма тытӑннӑ, кукша вырӑн пур. Сӑмси тӳрӗ тата вӑрӑмрах. Вӑл хура калпак, хура кӗске куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Шупашкарти «Кӑнтӑр» микрорайонти хӗрарӑм тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ.
Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-88, (8352) 66-24-3, (8352) 39-40-97 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш Енре ҫухалнӑ хӗрарӑма виҫӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Вӑрнар районӗнчи Рункӑ ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм, Иванова Людмила Анатольевна ятлӑскер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ хура. Кам та пулин ӑна курнӑ тӑк кун пирки йӗрке хуралне 102 е 8-835-372-50-02 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
