Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла хӑнасем ҫитнӗ. Аякран килнӗ вӗсем. Крым тата Севастополь ҫыннисем Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗнче пулса курнӑ.
Хӑнана Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, экономика министрӗн ҫумӗ М.Балаханов, Крымри федераци университечӗн проректорӗ Е.Г.Бубнов тата «Крым – Чӑваш Ен» ҫамрӑксен канашлӑвне хутшӑнакансем килнӗ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем Шуршӑлта Андриян Николаев пирки роликсем курнӑ, ҫӗнӗ куравпа паллашнӑ. Вӗсем ятарлӑ кӗнеке ҫине ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ.
А.Г. Николаев СССР летчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) видеохӑтлав (видепрезентаци) конкурсне хутшӑнать. Кун пирки Чӑваш Республикин культура министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне ытларах сасӑланисен йышӗнчен палӑртаҫҫӗ — ҫавна май культура министерстви Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ музее пулӑшма йыхравлатьхалӑх тетелӗсенче, ҫав шутра видеохӑтлава халӑх тетелӗсенче сарма та.
Видеохӑтлавпа паллашнисене вӑл кӑмӑла кайнӑ, видеоэкскурси вӗсене килӗшнӗ. «Килте ларсах Шуршӑлти музея ҫитсе килтӗм. Куракансене Андриян Николаев ҫуралса ӳснӗ пӳрт ӑшчиккипе паллаштарнӑ пулсан видеон хакӗ татах та ҫӳллӗ шайра пулнӑ пулӗччӗ», — пӗлтернӗ пӗри.
Каласа хӑварас пулать, конкурс кӑҫалхипе 3-мӗш хут иртет.
Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче республикӑра пурӑнакансен район-хулапа паллашма май пуррине унчченех пӗлтернӗччӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Унта хӑнасене Ҫӗнӗ ҫул представленийӗсемпе кӗтсе илнӗ.
Хӑнасем район историйӗпе, йӑли-йӗркипе, вырӑнти мещенсен, хресченсен, купсасен йӑлипе паллашнӑ. Ҫавӑн пекех Даньковсен ҫуртне кӗрсе курма, вутӑ ҫурма, шыв йӑтма, мунча хутма, ҫунашкапа ярӑнма, наци апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗренме май пулнӑ.
Вӑрман Пилемӗч ялӗнче вара тӑмран хатӗр-хӗтӗр тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Унтан Шуршӑлти А.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче пулма май пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Ӳнер каҫӗ» ирттерет. Кӑҫал ӑна «Ӳнер пӗрлештерет!» сӑмахсемпе ирттерӗҫ.
Мероприятие ӳнерҫӗсем те, фотографсем те, мусӑкҫӑсем те, поэтсем те, сыввисем те, сусӑрсем те, ватӑсемпе ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кам ӳнере юратать — ҫавӑ пухӑнать.
Акцие хутшӑнакансем «Классика» капеллӑн артисчӗсемпе пӗрле фотосесси ирттерме, Виктор Рязанцевпа тӗл пулма, унӑн живопиҫ, графика куравӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Кӑмӑл пур тӑк — йывӑҫран касма та вӗрентӗҫ. Валентина Маслова арт-терапи ирттерӗ.
Ачасене те кичем пулмӗ. Вӗсем валли «Ача-пӑча лапамӗ» ӗҫлӗ. «Ӳнер каҫӗ» Шупашкарти академи капелли концерт лартӗ, Валентина Иванова модельер мода театрӗ кӑтартӗ.
Акцие ЧР Наци вулавӑшӗ те хутшӑнӗ. Вӑл «Кино пӑхатпӑр — кӗнеке вулатпӑр» киносейшн хатӗрленӗ. Унта килекенсем хамӑр ҫӗршывра хатӗрленӗ фильмсене курма пултарӗҫ.
«Ӳнер каҫӗ» Сентӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи А.Г.Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗнче те иртӗ. Унта космоспа ҫыхӑннӑ журналсем вулӗҫ, лекцисем, викторинӑсем ирттерӗҫ. Акци ҫӑлтӑрсене телескоппа пӑхнипе вӗҫленӗ.
Космонавтика музейӗнче «Муса Манаров космонавт» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Муса Манаров космоса иккӗмӗш хут хӑпарнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра — сӑнӳкерчӗксем.
Муса Манаров 1951 ҫулта Бакура ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл — лакец. 10-мӗш класа Муса Хираманович Улатӑрта ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1974 ҫулта Мускаври авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1987 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вӑл «Союз ТМ-4» краппа орбитӑра пулса курнӑ. Ун чухне ку ҫитӗнӳ пулнӑран ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Ара, космосра вӑл 365 талӑк та 22 сехет те 38 минут та 58 ҫеккунт пулнӑ-ҫке-ха. 1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Муса Манаров космосра иккӗмӗш хут пулнӑ. Ун чухне вӑл унта 175 талӑк та 2 сехет пулнӑ.
Муса Манаровӑн пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашас тесен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи Космонавтика музейне курава ҫитмелле.
Кӑҫал авӑнӑн 5-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ Андриян Николаев космонавт 86 ҫул тултарӗччӗ. Ҫак кун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта митинг иртнӗ. Унта Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Виктор Горбатко космонавт, Михаил Игнатьев килсе ҫитнӗ.
Кӑҫал Шуршӑлти А.Г.Николаев музей-комплексне районсен ентешлӗхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫласа пуҫтарӑнса килнӗ. Ертӳҫӗсем музейри экспонатсемпе паллашнӑ. Зоя Антонова вӗсене кӑсӑклӑ япаласем пирки каласа кӑтартнӑ, Андриян Николаев ҫинчен кӗнеке кӑларма пулӑшу ыйтнӑ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тата ыттисем ку пархатарлӑ ӗҫрен пӑрӑнмассине пӗлтернӗ.
Унтан районсен ентешлӗхӗсен пуҫлӑхӗсем митинг ирттернӗ. Чылайӑшӗ тухса калаҫса мухтавлӑ ентешӗмӗр пирки нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Митинг хыҫҫӑн Николай Угаслов тата районсен ентешлӗхӗсен ертӳҫисем паркра йывӑҫсем лартса Ентешлӗхсен аллейине уҫнӑ. Кашни район пӗрер туя йывӑҫӗ лартнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Андриян Григорьевич Николаев 86 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун яланах велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Ҫав кун ҫумӑр ҫӑвать-и, хӗвел пӑхать-и — яланах чупу йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Район кунне тата Андриян Николаевӑн амӑшӗ Анна Алексеевна ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Шуршӑлтан пуҫласа Андриян Николаевӑн агросӑнӗ патне чупма палӑртнӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче «Земляне» ушкӑнӑн юрри янӑрӗ. 10 сехет ҫурӑра хусканусем тӑвӗҫ. Унта 11 сехетре — старт.
Пурне те старта йыхравлаҫҫӗ.
Ҫулла — ачасемшӗн шухӑ вӑхӑт. Ӑна вӗсем тӗрлӗрен ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ, аслисене пулӑшаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вара ачасемпе хӑйне евӗр уяв ирттернӗ. Ялти вулавӑш тата культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Ҫу уявӗ» йӗркеленӗ.
Ҫанталӑк питех лайӑх мар… Ҫавӑнпа аслисем пӗчӗккисен кӑмӑлне хӑпартма шутланӑ. Ялти пӗр ҫурт умне ача-пӑча самай пухӑннӑ. Вӗсем юмахри сӑнарсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.
Ачасем патне тинех Буратино, Мальвина тата Базилио кушак аҫи килнӗ. Шӑпӑрлансемпе «Чух-чух», «Копилочка» тата ытти вӑйӑ ирттернӗ. Икӗ командӑна пайланса тупӑшнӑ.
Ачасем ҫуллапа ҫыхӑннӑ тупмалли юмахсене те хаваспах пӗлнӗ. Базилио вӗсене вулавӑша ҫӗнӗ кӗнеке илме ертсе кайнӑ. Мальвина вара ача-пӑча валли ташӑ каҫӗ ирттернӗ.
Юмахри сӑнарсем ачасене хастар пулнӑшӑн пылак парнесем тата хӑмпӑсем панӑ. Унтан пурте Мальвинӑпа тата Базилиопа ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (14)
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче тискер ӗҫ пулса иртнӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна тислӗк ӑшне пытарнӑ.
Кӳрши каланӑ тӑрӑх, вӑл ялта 5-ри ачипе тата ашшӗ-амӑшӗпе пурӑнать. Хӗрарӑм 24-ра кӑна-ха. Вӑл Шуршӑлти пекарньӑра ӗҫлет. Уйӑхне 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илсе ачине хӑйех тӑхӑнтарнӑ, ҫитернӗ. Сиенлӗ йӑлапа та туслӑ пулман вӑл. Анчах ытлашши калаҫма юратман.
Пӗрремӗш ачине хырӑмра йӑтса ҫӳренине те никам та пӗлмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрӗ кӗҫ-вӗҫ ҫуратассине пӗлнӗ, анчах лешӗн ҫӑмӑлланма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ. Ун чухне вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗнме ӗлкӗрнӗ, хӗрарӑм ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ.
Хальхинче те вӑл ача кӗтнине никам та тавҫӑрман. Юлашки вӑхӑтра вӑл мӑнтӑрланнӑ, ҫынсен ку чирпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Ача ҫуратсан вара пурте тӗлӗннӗ.
Вӑл утӑн 15-мӗшӗнче сменӑна ӗҫлесе пӗтернӗ те яла таврӑннӑ, унтан мунчана кайса 3600 грамм таякан хӗр ҫуратнӑ. Ун хыҫҫӑн ачана тислӗк ӑшне пытарнӑ та киле кӗнӗ.
Ҫӗрле ӑна япӑх пулса кайнӑ та вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ку ача ҫуратнипе ҫыхӑннине пӗлсен пепкене кӑтартма ыйтнӑ.
Сӗнтӗрвӑрринче пушар ҫӑлавҫисен спорчӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта хӑйсен маттурлӑхне шкул ачисем кӑтартнӑ.
Ӑмӑрту виҫӗ тӗспе иртнӗ. Чӑрмавлӑ 100 метра чупнӑ, штурмлӑ пусмапа хӑпарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн азбукине мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ, пушар эстафети, иртнӗ…
Шуршӑл шкулӗнче вӗренекен Саша Яковлев ку ӑмӑртӑва виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать ав. Вӑл МЧСник пуласшӑн.
Призерсене РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов майор генерал чысланӑ. Аслисен ушкӑнӗнче Хуракасси, Шуршӑл шкулӗсем, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази мала тухнӑ. Кӗҫӗннисен йышӗнче те ҫав шкулсемех палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |