Давид Гвинианидзе ертсе пыракан «Тӗнче таланчӗсем» фонд Федор Шаляпинӑн вышкайсӑр пултарулӑхне сума суса Пӗтӗм тӗнчери бассен Шаляпин фестивальне ирттерет. Пуҫласа йӗркелекен культура мероприятине Шаляпин ҫуралнӑранпа 142 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестивле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мускавра «Хальхи вӑхӑтри бассен чи лайӑх парачӗ» гала-концертпа нарӑсӑн 4-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл Мускаври пӗтӗм тӗнчери Музыка ҫуртӗнче иртнӗ. Концерт хыҫҫӑн фестивальпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи тӗрлӗ хулана тухса ҫӳреме палӑртнӑ. Чи чаплӑ опера театрӗсемпе филармонисенче чи лайӑх симфони оркестрӗсемпе тӗнчери дирижерсем куракансене савӑнтармалла.
Шупашкара фестиваль ыран килсе ҫитӗ. Вӑл Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле. Концерта Калмӑк Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Мускаври Б.А. Покровский ячӗллӗ Патшалӑх академи Камерлӑ театрӑн солисчӗ Игорь Лазеров, Израиль оперин солисчӗ Денис Седов (вӑл Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑра», Миланти «Ла Скалара» юрланӑ), Екатеринбургри патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Олег Бударацкий хутшӑнмалла.
Нарӑсан 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑрту иртнӗ. Унта республикӑри кашни тӑрӑхах хутшӑннӑ.
Ӑмӑртура чи вӑйлисене кӑна мар, чи ҫамрӑккисемпе ваттисене те чысланӑ, парнесем панӑ. Шупашкарта чыслав «Шупашкар: 500 ул» паркра иртнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ачасене уйрӑммӑн палӑртнӑ. Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсен йышне 2012 ҫулта ҫуралнӑ Стефания Юрьевна тата 2013 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ Матвей Игонин кӗнӗ. Йӗлтӗр сырнӑ чи аслӑ ҫынсем – 81-ри Леонид Иванович Никифоров, 85 ҫулти Миранда Васильевна Кольцова тата 81 ҫулти Вера Афанасьевна Орлова. Вера Орлова — Стефания Юрьевӑн кукамӑшӗ.
1946 ҫулта ҫуралнӑ Валерий Гаврилов та старта тухнӑ. Вӑл судьясене «Йелтӗр йӗрӗ» тесе ҫырнӑ 13 калпак кӑтартнӑ. Валерий Гаврилов ӑмӑртӑва пӗрремӗш хут Мускавра 1983 ҫулта хутшӑннӑ, 40 ҫухрӑм чупнӑ.
Питӗрти Вырӑс патшалӑх музейне ҫитсе курма нумайӑшӗ ӗмӗтленет. Ҫула тухма вӑхӑт ҫук-и? Ан пӑшӑрханӑр. Унта Шупашкартан тухмасӑрах ҫитме пулать.
Ку кӑна мар. Паллӑ искусствоведсен лекцисене те итлеме май пур. «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫеҫ ҫитмелле. Лекцисенчен пӗрне ав авалхи вырӑс ӳнерне халалланӑ. Ӑна религоведени специалисчӗ Валерий Ахунов онлайн мелпе ертсе пынӑ.
Вӑл Вырӑс музейӗнче упранакан ӗлӗки турӑшсемпе усӑ курса Христос тӗнӗ мӗнле ҫуралнине, вӑл ҫӗршыв культурипе историне мӗнле витӗм кӳнине каласа кӑтартнӑ.
Вырӑс музейӗнче — 400 ытла экспонат. «Виртуаллӑ филиал» проектпа килӗшӳллӗн ҫак пуянлӑха Раҫҫейри 160 ытла хулари ҫынсем курма пултараҫҫӗ. Анчах тӳлевсӗр лекцисене итлеме, специалистсене ыйтусем пама темиҫе хула ҫеҫ пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар та пур.
Вырӑс музейӗпе тӳрӗ ҫыхӑнӑва тухмалли тытӑма «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче парнеленӗ.
Музей ӗҫченӗсемпе тепӗр тӳрӗ калаҫу нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна I Павӑлӑн ачалӑхне халаллӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра унта та кунта урнӑ чӗрчунсене персе вӗлерни пирки илтме пулать. Республикӑра урнӑ чир чирӗ сарӑлма тытӑннӑ-мӗн.
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Элӗк районӗнче ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн карантин пулнине палӑртнӑ. Кунта кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче урнӑ тилле персе пӑрахнӑ.
Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкар ҫынни юлташӗпе Элӗк районне сунара кайнӑ. Арҫын ҫырмара, Мӑн Тукташ ялӗ ҫывӑхӗнче, тилле пенӗ. Тепӗр кунхине хутаҫа чикнӗ те хулана илсе кайнӑ. Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче тирне сӳсе виллине ветлабораторие ӑсатнӑ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче тилӗ урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ. Ку хыпара ЧР патшалӑх ветслужбине пӗлтернӗ. Чирлӗ тилӗпе килти чӗрчунсем, кушак-йытӑ хутшӑнман. Карантина ҫав ҫырмара палӑртнӑ, Мӑн Тукташри кил-ҫуртсене кунта явӑҫтарман.
Халӗ пурте тенӗ пекех халӑх тетелӗсенче регистрациленсе пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн — пурнӑҫ малаллах шӑвать, ҫӗнӗ технологисем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ те халӑхпа хутшӑнасшӑн. Паллах, халӑх тетелӗнче. Администрацин Инстаграм сӑнӳкерчӗксен тетелӗнче хӑйӗн официаллӑ страници пур.
Хула адиминистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку страницӑра хула хуҫалӑхӗн тата ытти тытӑмӑн ӗҫне сӑнлакан сӑнсем, Шупашкар аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ сюжетсем пичетленеҫҫӗ.
Сӑнсем пичетлесси — тӗп тӗллев мар. Администраци халӑхпа ҫыхӑнасшӑн, унӑн шухӑшне пӗлесшӗн. Администрацин ытти халӑх тетелӗнче те страницӑсем пур. Унта ҫынсем унта сӗнӳсем ҫыраҫҫӗ. Администраци вара унпа усӑ курса ӗҫлет.
Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем Евгений Платоновпа Артем Константинов кулинари ӳнерӗн «Прикамская кухня» регионсем хушшинчи этнофестивалӗнче чи лайӑххисем пулса тӑнӑ. Уйрӑм зачетра вӗсем ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.
Апат пӗҫерекенсен этнофестивалӗ Плеханов ячӗллӗ Раҫҫейӗн экономика университечӗн Пермьри институтӗнче нарӑсӑн 3–4-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна кӑҫал 16-мӗш хут йӗркеленӗ. Фестиваль темине «Вӗрекен, хӑватлӑ, никам ҫӗнтерейми» тесе панӑ.
Фестивале Пермьри кулинарсен ассоциацийӗ пуҫарнӑ. Вырӑнти профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсем, Раҫҫейри кулинарсен ассоциацийӗ тата регионти влаҫ органӗсем ырласа йышӑннипе этнофестиваль ырӑ йӑлана кӗрсе кайнӑ.
Кӑҫалхи фестивале 116 профессионал хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — поварсем, кондитерсем, пӗҫерекенсем, официантсем, карвинг енӗпе ӗҫлекен специалистсем.
Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗн студенчӗсем фестивале официант евӗр хутшӑннӑ. Ӑсталӑха вӗсем Чӑваш Енри Кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездной ертсе пынипе туптанӑ-мӗн.
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ тенӗ ваттисем. Ҫепӗҫ калаҫаканпа ҫын та кӑмӑллӑ, усаллипе тӗлпулсан ҫын та кӑмӑлсӑрланать. Ҫынпа ҫын пек пулма пӗлни таҫта та кирлӗ-ха: килте те, ӗҫре те, кӳршӗ-аршӑпа хутшӑннӑ чух та, общество транспортӗнче те, лавккара та. Пульницӑна каймалли сиксе тухсан та шурӑ халатлисем хӑйсене тӳрккес тытманни, сана ӑнланнӑҫи пулни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫапах та кӑнттамлӑх та хӑш чух сисӗнет. Чылай пульница порталӗнче тӗп врачсем тухтӑр пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ пирки кӑна мар, шурӑ халатлисем епле калаҫни пирки те хӑйсене систерме сӗнсе ҫырнине асӑрхама пулать.
Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов та медицина пулӑшӑвне пахалӑхлӑ кӳнипе пӗрлех ӑшӑ кӑмӑл та пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать. «Професси пӗлӗвӗпе пултарулӑх — пӗр япала, килен-каяна ӑшшӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн ӑсатса ярасси — тепӗр ен», — тет вӑл. Кӑмӑл-сипет пахалӑхӗ пирки калаҫни, ун шучӗпе, врачсене кӑна пырса тивмест, медицина сестрисене те. Асӑннӑ поликлиникӑн 2-мӗш поликлиникинче нумаях пулмасть медицина сестрисем валли конференци ирттернӗ. Унта «Медицина сестрин этикипе деонтологийӗ» темӑпа доклад тунӑ.
Чӑваш Республикинче Ҫамрӑксен правительствине йӗркелеҫҫӗ. Ҫавна май конкурс ирттереҫҫӗ. Ӑна комисси йӗркелесе пырать.
ЧР Ҫамрӑксен правительстви — ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи канашлу органӗ. Вӑл ытларах общество ӗҫӗсемпе тӑрӑшӗ.
Конкурса пултаруллӑ тата пуҫаруллӑ ҫамрӑксене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Документсене Чӑваш Республикинче пурӑнакан 18–30 ҫулсенчи яш-хӗр тӑратма пултарать.
Кандидатсен докуменчӗсене нарӑсӑн 5–28-мӗшӗсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 35-мӗш пӳлӗм.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Пӗрремӗшӗнче конкурс комиссийӗ ҫыру (проект) ӗҫӗсене тишкерӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче иртӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта, ака уйӑхӗн 9-30-мӗшӗсенче, кандидатсемпе калаҫу иртӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене хӳтӗлӗҫ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 2-мӗш лицейра чутах инкек пулман. Унта ачасем вӗренекен пӳлӗмре мачча йӑтӑнса аннӑ.
Телее, никам та шар курман. Пӳлӗм — 1-мӗш хутра. Мачча йӑтӑннӑ вӑхӑтра класра ачасем ларман — тӑхтав пулнӑ.
Ҫав лицейра вӗренекен Кирилл каланӑ тӑрӑх, унта ҫав вӑхӑтра 9-мӗш классен урок пуҫланмалла пулнӑ. Лицей директорӗ Татьяна Петрова пӳлӗме ҫитес вӑхӑтра йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫурта 1951 ҫулта хӑпартнӑ. Мачча йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн пӳлӗме ятарлӑ ушкӑн тӗрӗсленӗ. Юсава пӗр эрнере туса пӗтермелле-мӗн.
Халӗ пӑтӑрмах пулнӑ пӳлӗме ҫӑрапа питӗрнӗ.
Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекенсем ҫӗнӗ ҫулта та лӑпкӑн пурӑнма шухӑшламаҫҫӗ. Нумай пулмасть кӑна вӗсем Хусанта Фортепиано енӗпе иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Н.Г. Жиганов ячӗллӗ Хусанти патшалӑх консерваторийӗ кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Шупашкарти музучилищере теори уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан Николай Кадыков иккӗмӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ, «Тутар композиторӗн хайлавне пуринчен лайӑх каланӑшӑн» диплома тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш курсра вӗренекен Алеся Садеева баянистка, вӑл та фортепианӑна ӑша илет, виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятпа таврӑннӑ. Кӑҫал 4-мӗш курс вӗренсе пӗтерекен, флейтӑпа калакан Анастасия Тарковская — конкурс дипломанчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |