И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата Шупашкарти 59-мӗш шкул РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин 6 миллион ытла тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ачасемпе ҫамрӑксене хушма пӗлӳ парассипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Чӑваш патшалӑх университечӗ Пӗчӗк физмат аталанӑвӗн инноваци проектне конкурса тӑратнӑ. Ку проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн университета 5,9 миллион ытла тенкӗ панӑ.
Шупашкарти 59-мӗш шкул та федераци грантне тивӗҫнӗ. Вӑл шкул ҫумӗнче «Ырӑлӑх нимеҫисем» нимеҫӗсене вӗрентмелли тата хатӗрлемелли центр уҫма сӗннӗ. Проекта пурнӑҫламашкан Раҫҫей ведомстви ӑна 496,9 пин тенкӗ уйӑрса панӑ.
Пӗтӗмпе конкурса 149 заявка килнӗ. 27 проекта суйласа илсе грант панӑ.
Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. «Хӗллехи чие») суту-илӳ центрӗнчи хӑрушӑ инкек хыҫҫӑн Шупашкарти хастарсем пӗтӗм суту-илӳ центрне тӗрӗслеме шутланӑ. Чӑннипе, вӗсем хулари пӗр суту-илӳ центрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине сӗмсӗррӗн пӑснине пӗлтӗрех тупса палӑртнӑ. Хастарсем каллех унта ҫитме палӑртнӑччӗ. Лавккан иккӗмӗш хутӗнче пиротехника сутаҫҫӗ. «Уҫӑ право» проект юрисчӗ каланӑ тӑрӑх, унти урайне ковролин сарнӑ. Вӑл вара хӑвӑрт ҫунать.
Ҫитменнине хастарсем суту-илӳ центрӗнче эвакуаци планне тупайман. Кунсӑр пуҫне те йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пайтах. Ҫаксем пирки вӗсем Вышкайсӑр лару-тӑру министерствине пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Анчах, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, ведомство хӑнк та туман.
Кемӗрти инкек хыҫҫӑн хастарсем Шупашкарти мӗнпур суту-илӳ центрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗслӗҫ тата ҫынсене эвакуацилес тытӑм мӗнле ӗҫленине пахалӗҫ. Хастарсем рейда МЧС, прокуратура, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене чӗнмӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсем тӗрӗслев органӗсене ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтса ҫырӗҫ.
Инкек куҫа курӑнса килменни пуриншӗн те паллӑ. Анчах тепӗр чухне хамӑр тимсӗрлӗхе пула та шар курасси пулать.
Пӗр талӑкра кӑна, сӑмах май, Чӑваш Енре тӑватӑ хутчен пушар алхаснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 хутчен вут-ҫулӑм иртӗхнӗ. «Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла 17 ҫын ӑсаннӑ. Инкек сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен.
Шупашкар районӗнчи Туҫикасси ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын пӗр розеткӑна ӑшӑтмалли икӗ хатӗр чиксе хунӑ. Хӑй вара вӗсем епле ӗҫленине пӑхса та тӑман. Каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пӳртре пушар тухнӑ. Хуралтӑсене тата кӳршӗри пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ, 54-ри кил хуҫи урамра тӑрса юлнӑ.
Куславккара 1957 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем арҫын пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗнче йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Шупашкарти мунча вара кӑмака юрӑхсӑррине пула кӗлленнӗ.
«Ирӗклӗх ҫынсене туслаштарать» — ҫапла ятпа Шупашкарта ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери телей кунне халаллӗҫ.
Ку концерта йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртӗ. Концерт тӗп хулари Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче 17 сехетре пуҫланӗ.
«Ырӑлӑх, юрату тата ӑнлану тӗнчине пӗрле кӗрсе ӳкер. Ку атмосферӑра кашниех хӑйӗн телейӗ пирки каласа кӑтартма пултарать», — тенӗ сусӑр ҫынсен «Ирӗклӗх» организацине йӗркеленӗ Павел Никитин.
Концертра сусӑр ҫынсем юрлӗҫ. Унта ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем, эстрада артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче юр ирӗлме васкамасть. Управляющи компанийӗсем те ҫурт тӑрринчи юра антарма васкамаҫҫӗ ахӑртнех. Шупашкарти пӗр ҫурт тӑррин пӗр пайӗ ҫавна пула йӑтӑнса аннӑ.
Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхи 7 сехет тӗлнелле тӗп хулари Красин урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтнӗ. Каярахпа ҫынсем ҫурт тӑррин пӗр пайӗ ишӗлсе аннине ӑнланнӑ. Унта 28 тӑваткал метр пысӑкӑш шӑтӑк пулса тӑнӑ.
Ҫав ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине юр антарма пӗрре мар ыйтнӑ. Анчах лешсем хӑнк та туман. Халӗ ав ҫурт тӑрри йывӑр юра чӑтайман – ишӗлсе аннӑ.
Шупашкарта «Чи хӑтлӑ та тирпейлӗ ҫурт» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула администрацийӗн тӳри-шари ӑна малтанах виҫӗ номинацире ирттерме йышӑннӑ: пилӗк ҫултан иртмен, вун пилӗк ҫултан каҫман тата вун ултӑ ҫултан аслӑрах ҫуртсене уйрӑмшарӑн хакласшӑн пулнӑ. Анчах конкурс тӳрисем виҫҫӗмӗш номинацире ҫӗнтерӳҫе палӑртайман.
Тепӗр иккӗшӗнче вара мала тухнисем паллӑ. «Пилӗк ҫултан иртмен нумай хваттерлӗ ҫурт» номинацире «Ҫӗнӗ хула» компани пӑхса-тирпейлесе тӑракан Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫӗнтернӗ. «Ултӑ ҫултан иртнӗ, анчах вун пилӗк ҫула ҫитеймен нумай хваттерлӗ ҫурт» категорире Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи 64-мӗш ҫурт пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку ҫуртшӑн Юсавпа эксплуатаци управленийӗ яваплӑ. Ҫак икӗ ҫурта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 60-шар пин тенкӗ преми парӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче шыв пӑрӑхӗ шӑтса юхнӑ. Яваплӑ тытӑмсем халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе тимлеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗрле пулса иртнӗ. «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) хӑна ҫурчӗ тӗлӗнче шыв пӑрӑхӗ шӑтса кайнипе унтан шыв палкаса тухма тытӑннӑ.
Кун пек чухне ятарлӑ тытӑмсем вӑхӑтра ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ те, Шупашкартисем те вырӑна часах персе ҫитнӗ, аварие сирессипе тимлеме пуҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне «Водоканал» акционерсен пӗрлӗхӗ палӑртӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан пӗр ачапа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Хулари Университет урамӗнче пурӑнаканскер урине чукун батарея хушшине чиксе хунӑ. Кӗме кӗнӗ-ха ура, анчах кӑларма тӑрсан каялла хускалман. Пӗчӗкскер хӑй те аптӑранӑ, аслисем те сехӗрленсе ӳкнӗ.
Ачан ҫывӑх ҫыннисем, инкеке лекнӗ шӑпӑрлана пулӑшма ыйтса, кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлӗнче Чӑваш Енӗн Шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Лешсем вӑрах кӗттермен, пӗчӗкскере пулӑшма васканӑ.
Капкӑна лекнӗ ачана ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ хатӗрсемсӗрех пулӑшма май тупнӑ. Урана вӗсем пӑрӑха май асӑрханса ҫавӑрнӑ та ялт кӑна туртса кӑларнӑ. Ачан ҫывӑх ҫыннисем вара тӗпренчӗкне ӳлӗмрен асӑрхануллӑ пулмаллине, харсӑрланмалла маррине ӑнлантарса панӑ.
Чӑваш Енре пӗлтӗр, унчченхи ҫулпа танлаштарсан, наркоманипе чирлисен йышӗ 15,5% чакнӑ. Наркотик тутанакансен 89 проценчӗ — арҫынсем, тепӗр 11% — хӗрарӑмсем. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑн наркотиксемпе кӗрешекен комисси ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн тӗрӗслевпе халӑх хӑрушсӑрлӑх управленийӗн пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Ираида Алексеева пӗлтернӗ.
Унсӑр пуҫне вӑл наркотикпа айкашакансен ытларах пайӗ — 57,1% — 18-30 ҫулсенче пулнине, наркомансен 78,5% ниҫта та ӗҫлеменнине е ӗҫ килӗшӗвӗсӗрех вӑй хунине палӑртнӑ. Наркомансен йышӗ ӑҫта ытлараххи те паллӑ: вӗсем Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах йышлӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин пирӗн регионта ачасене наркобизнеса явӑҫтаракансем тупӑнсах тӑни пирки сӑмах хускатнӑ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсене — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене — награда илме тивӗҫ ҫынсен ячӗсене сӗнме хушнӑ имӗш. Пурне те пӗлсе тӑракан Александр Белов журналист хӑйӗн черетлӗ статйинче ҫырнӑ тӑрӑх, суйлав вӑхӑтӗнче уйрӑмах палӑрнисене чыслама хатӗрленеҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра кам епле ӗҫленине шута илӗҫ. Наградӑсем тӗрлӗ шайрисем пулмалла.
Хулари депутатсем республикӑн Хисеп грамотине, хисеплӗ ятсене, «Чӑваш Республикин муниципалитет органӗсенче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑна, ЧР парламенчӗн, Стройминӑн тата Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн хисеп грамотисене илме тивӗҫ кандидатсене сӗнӗҫ.
Сӑмах май, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхне Николай Миллина чысланӑ чух та суйлав кӑтартӑвне шута илнӗ тесе калаҫакансем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.