Турцире Пӗтӗм тӗнчери «Miss Apollon 2018» илемӗх конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Енри чиперуксем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ҫӗршыв пикисемпе ҫак ята тата коронӑна тивӗҫессишӗн тупӑшӗҫ.
Тӗнче шайӗнчи конкурс кастингӗ витӗр Чӑваш Енри темиҫе пике тухнӑ. Финал Турцири Дидим хулинче ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ. Пирӗн модельсем унта ҫитсе отеле вырнаҫнӑ ӗнтӗ, финала хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ.
Палӑртмалла: Турцие Александра Николаева, Евгения Матвеева, Ванесса Васильева тата Марина Панова кайнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Волга Моделис» модель агентствинче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пикесем Турцие хӑйсем тӗллӗн кӑна кайман, педагогӗсем те пӗрле пынӑ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче республикӑра «Ҫулталӑкри вӗрентекене» тата «Ҫулталӑкри воспитателе» суйланӑ. Ҫак ятсене кӑҫал кам тивӗҫнӗ-ха?
Шупашкарти 12-мӗш шкулта ачасене математика вӗрентекен Татьяна Андреева чи маттурри пулнӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн пӗтӗмпе Чӑваш Енри 123 педагог тупӑшнӑ. Татьяна Андреева Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗ, Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.
Чи лайӑх воспитатель вара Ҫӗмӗрлере пурӑнать. Елена Михайлова хулари «Родничок» ача пахчинче вӑй хурать. Кӑҫал вӑл «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята тивӗҫнӗ.
Паян Ҫӗрпӳ хулин ҫыннисен шывсӑр ларма тивет-ши вара? Паян унта сивӗ шыв пӑрӑхӗ ҫинче (вӑл 500 миллиметр диаметрлӑ) авари пулни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче шыв пама пӑрахнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлу пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари вырӑнӗнче специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, пӑрӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче 14 пин те 718 ҫын шывсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки ЧР Строительство министерстви хыпарлать.
Сӑмах май, ҫулла ҫитнӗ май Шупашкар хулинче те вӑхӑтлӑха вӗри шыв пама пӑрахаҫҫӗ. Ҫак хушӑра специалистсем юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Малтан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчисем вӗри шывсӑр юлӗҫ.
Арӑмӗпе упӑшки хӑйсен хваттерне, Шупашкарти И.Франко урамӗнче вынаҫнӑскере, тара панӑ. Анчах унта вӑхӑтлӑх пурӑннӑ ҫын хваттерте хостел уҫнӑ.
Хайхискер ҫывӑрмалли 8 кравать лартнӑ, алӑк ҫине хваттерпе усӑ курмалли правилӑсене ҫырса ҫакнӑ, «Контактра» халӑх тетелӗнче хостел пирки пӗлтерӳ панӑ. Вӑл пӗр вырӑншӑн талӑкра 1500 тенкӗ ыйтнӑ.
Хуҫисем ҫакна пӗлсен суда панӑ. Айӑпланакан судра хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хваттере командировкӑна килнӗ ҫынсене ҫывӑрма янӑ. Хостелпе усӑ куракансен шучӗ 2-5 ҫын таран пулнӑ. Вӑл вӗсемпе субаренда килӗшӗвне пӗр талӑклӑха алӑ пуснӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл пурӑнмалли кӗтесе хостел пек мар, хваттер евӗр усӑ курнӑ.
Суд хваттер харпӑрҫисене пурӑнмалли кӗтесе хӑна ҫурчӗ йӗркелемешкӗн тара пама чарнӑ. Арҫыннӑн вара приговор вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн 10 кунран Франко урамӗнчи хваттерте хӑна ҫурчӗ йӗркелеме пӑрахмалла.
Паян, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ене пирӗн экс-президент, РФ Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ визитпа килнӗ. Вӑл полици ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, министерствӑн ҫӗнӗ зданийӗсене кӗрсе курнӑ.
Чӑваш Енри полици ӗҫӗпе Николай Васильевича Сергей Неяскин министр паллаштарнӑ. Вӑл йӗркене пӑсасран мӗнле профилактикӑсем ирттерни пирки, республикӑри ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
ЧР ШӖМӗн ҫӗнӗ икӗ зданийӗ Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче 45-мӗш ҫуртра тата Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӗсене пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче уҫнӑ. Николай Федоров ҫав ҫуртсене ҫитсе курнӑ. Вӑл шалти ӗҫсен органӗсен музейӗнче тата экспертпа криминалистика центрӗн музейӗнче ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗре хакланӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен. Ҫавна май вӗсем хваттерӗсене сутаймӗҫ.
«Энергосбыт Т Плюс» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тата Мари Элта пурӑнакансем предприяти умӗнче 158 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ 1926 ҫын ӑна парса татма васкамасть-ха.
Компани суд приставӗсен службине вӗсен тӗлӗшпе мера йышӑнма ыйту янӑ: парӑмҫӑсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа пурнӑҫлаймӗҫ.
Ыран Шупашкар хулинче Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ май массӑллӑ мероприятисем иртмелле. 9 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен хула урамӗпе демонстраци иртӗ. Колоннӑна тӑнисем В.И. Чапаев скверӗ патӗнчен тытӑнса Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс, Воробьев композиторсен урамӗпе Хӗрлӗ лапама утса анӗҫ. 10 сехет те 30 минутран 13 сехетчен тата 18 сехетрен 21 сехетчен Хӗрлӗ лапамра концерт кӑтартӗҫ. Каҫхине «Стрелки» ушкӑн сцена ҫине тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха.
Кӑнтӑрла Шупашкарти Николаев ячӗллӗ тата Чапаев ячӗллӗ скверсенче те савӑнӑҫлӑ мероприятисем самай иртӗҫ, вӗсене йӗркелекенсем уява халӑх йышлӑ пухӑнасса шанаҫҫӗ.
Уяв иртекен вырӑнсем ҫывӑхӗнчи лавккасенче эрех сутма чарӗҫ.
Ыран – Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ. Ҫак кун республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Шупашкарта организаци-предприяти ӗҫченӗсем колоннӑпа урам тӑрӑх утӗҫ.
Яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра хаваслӑ концерт иртӗ. Кӑҫал пирӗн пата иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чапа тухнӑ «Стрелки» поп-ушкӑн килӗ. Вӗсем хӑйсен чи анлӑ сарӑлнӑ хичӗсене юрлӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18-21 сехетсенче Хӗрлӗ лапамра хулари пултарулӑх ушкӑнӗсемпе чи лайӑх артистсем концерт кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ парне выляттарӗҫ.
Уявра «Стрелки» поп-ушкӑн та пулӗ. «Ты бросил меня», «Красавчик», «Солнце за горой», «На вечеринке» юрӑсене астӑватӑр-и? Эппин, вӗсене уявра тепӗр хутчен итлесе киленме май пулӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев Надежда Колебановӑна ҫак должноҫа лартассине унчченех хирӗҫ пулнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл Алексей Ладыкова каланӑ.
«Пысӑк йӑнӑшсем тунӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн сирӗн муниципалитет ӗҫченне шанӑҫран тухнӑшӑн ӗҫрен кӑларма май пулнӑ. Анчах эсир кун вырӑнне учрежденин экс-директорӗн статусне хӑпартатӑр, ӑна хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне лартатӑр. Паллах, ку сирӗн ирӗк тата яваплӑх, анчах ҫакна эпӗ ӑнланмастӑп», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Халӗ хула администрацийӗн сайтӗнчи структурӑра Надежда Колебановӑн ячӗ ҫук. Ун вырӑнне кам пулассине пӗлтермен-ха.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхӗпе конкурса хутшӑннӑ. Унта районсенче ҫӗнтернисем пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ.
«Ӗҫлеме хӑнӑхакан» номинацире Михаил Афонькин (Етӗрне районӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Генриетта Лаврентьева (Ҫӗрпӳ районӗ) — иккӗмӗш, Елена Аникина (Етӗрне районӗ) — виҫҫӗмӗш.
«Лайӑх ӗҫлекен» номинацире Татьяна Душенькина (Улатӑр) мала тухнӑ, Любовь Тюрикова (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — иккӗмӗш, Алевтина Шашкова (Шупашкарти Мускав районӗ) — виҫҫӗмӗш.
«Чи лайӑх хӑтлав» тесе Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Валентин Егоров ӗҫне хакланӑ, «Тӗнче тетелне чи лайӑх пӗлекен» – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
Республикӑра мала тухнисем Раҫҫей конкурсне хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.