Паян ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 20 минутра Владимир облаҫӗнче микроавтобус КамАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. 39 ҫулти водитель вӗсене, 14 пассажира, Шупашкартан Мускава илсе кайнӑ.
Авари «Атӑл М-7 ҫулӑн 214-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, КамАЗ водителӗ, Мускав енне каяканскер, руле итлеттереймен те ҫула уйӑракан барьер ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра микроавтобус водителӗ тӑрук ӑнланса илеймен, пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ та ӳпӗнсе кайнӑ.
Маршруткӑри виҫӗ ҫын вилнӗ, улттӑшӗ аманнӑ, вӗсене Владимирти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – реанимацире. Вилнӗ ҫынсем Пӑрачкав тата Улатӑр районӗнчи ҫынсем тесе пӗлтереҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ культура министрӗ Владимир Мединский Шупашкар 550 ҫул тултарнипе тата Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫитнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явмашкӑн ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уявсене хатӗрлекен Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ пулӗ. Владимир Мединский ҫак комитечӗн председателӗ шутланать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев министра Шупашкара кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӗннӗ. Вӑл ун чухне шӑпах Мускавра ял территорийӗсене аталантарас енӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Министр Шупашкара килсен юбилей тӗлне федераци укҫи-тенкипе реконструкцилекен объектсене ҫитсе курӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Нурӑс салинчен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 10 ҫынна яхӑн пулнӑ. Юрать, никам та вилмен.
«Луидор» автобус «Шупашкар-Сурское» автоҫулӑн 52 ҫухрӑмӗнче 10 сехет те 40 минутра ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель руле итлеттереймен. Салонри пассажирсем вӑйлах аманман. Каштахран пӗр ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 53 ҫулти арҫын ларнӑ, авари вӑхӑтӗнче вӑл ӳсӗр пулман.
Кӗҫех 334-мӗш маршрута хупасси пирки сас-хура сарӑлнӑ. Кун тӗлӗшпе Шупашкар хула администрацийӗ ҫынсен хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ: халӑх 334-мӗш маршрута хупассине хирӗҫ. Ара, вӑл питӗ меллӗ маршрут – Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне Мускав проспекчӗ урлӑ каять. Влаҫ ӑна хупас мар, маршрут схемине сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшӗ.
«Ку маршрута ҫав маршрут ҫулӗпех сыхласа хӑвармалла. Чылайӑшӗ ӑна хӑнӑхнӑ, унпа халӑх нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫак маршрута сыхласа хӑварӑпӑр тесе шутлатпӑр», - тенӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Халӗ министерство хула администрацийӗпе кун тӗлӗшпе калаҫать.
Чӑваш Енри арҫын лайӑх ӗҫ шыраса ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 36 ҫултискер машиниста ӗҫе илесси пирки ҫырнӑ пӗлтерӗве курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «ӗҫе вырнаҫтаракан уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ» тытнӑ.
Хайхискер ӗҫе илмелли условисемпе паллаштарнӑ: документсен копине электронлӑ почтӑна ярса памалла тата смолетпа Сургута вӗҫмешкӗн 7 пин тенкӗ куҫармалла. Ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ арҫын япӑххи пирки шутламан та – йӑлтах пурнӑҫланӑ.
Анчах 7 пин тенкӗ куҫарса парсанах «ӗҫе вырнаҫтаракан пай пуҫлӑхӗ» ҫухалнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта чи маттур дворниксене конкурс ирттерсех палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хальхинче чи малтан Мускав районӗнче пӗтӗмлетӗҫ, унта ҫӗнтерӳҫӗсем нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 11 сехетре паллӑ пулӗҫ, Мускав районӗнчи урам тирпейлӳҫисенчен чи маттуррисене нарӑсӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра палӑртӗҫ, Калинин районӗнче вара — ҫав кун 11 сехетре.
Ҫӗнтерӳҫӗсене 15-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. 2-мӗш вырӑна тухнисене — 10-шар пин тенкӗпе, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисене 5-шер пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ку конкурса урам тирпейлекенӗн ӗҫӗн хисепне ӳстерес, урамсене хӗллехи вӑхӑтра юртан тасатассине лайӑхрах шайра йӗркелес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа хамӑр тӑрӑхри дизайнерсем Мускав ҫыранӗ ҫинче тӗп хула гербӗллӗ кимӗ тата башня туса лартма сӗнеҫҫӗ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫак арт-объектсем историе аса илме, Шупашкар епле пулса кайнине пӗлме пулӑшӗҫ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, 17-мӗш ӗмӗрти гравюра ҫинче ҫыран ҫинчи сӑрт сӑнланнӑ. Ҫав вырӑнта каярахпа крепоҫ ҫӗкленнӗ. Ҫак саманта шута хурса дизайнерсем герблӑ «Кимӗ» лартма сӗнеҫҫӗ. Ун ҫумӗнчех хула пулса кайнӑ ҫула касса кӑларнӑ йывӑҫ башня лартмалла. Вӑл вара Шупашкар Атӑл ҫыранӗ ҫинче вырнаҫнине сӑнарлӗ. Пӗтӗм композицие дизайнерсем шурӑ акӑшсемпе илемлетме сӗнеҫҫӗ. Паллах, ҫакӑ хӑнасене те кӑсӑклантарӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри ӳкерӳ диктанчӗ иртмелле. Шупашкарти Акцыновсен ячӗллӗ ача-пӑча 6-мӗш шкулӗ ҫав мероприятин муниципалитет лапамӗ пулса тӑрӗ.
Ӳкерӳ диктантне ирттерме Пӗтӗм халӑхсен хушшинчи педагог-художниксен пӗрлешӗвӗ йышӑннӑ. Пуҫарӑва Президент гранчӗсен фончӗ ырланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра «Каждый народ — художник» (чӑв. Кашни халӑх — художник) халӑхсем хушшинчи I ыр кӑмӑллӑх конкурсӗ иртмелле. Ҫамрӑк художниксен конкурса хутшӑнса мала тухсан «Кашни халӑх — художник» сборника илемлетме хутшӑнас шанчӑк пур. Ӳнер кӗнекине 30 пин экземпляр тиражпа кӑлармалла.
Кӑҫал йӑлана кӗнӗ «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Ӑмӑрту Шупашкарта аэропорт ҫывӑхӗнче пулӗ.
Спорт уявне кирек кам та хутшӑнма пултарать. Мандатлӑ комисси нарӑсӑн 5-8-мӗшӗсенче «Энергия» стадионта ӗҫлӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнма заявка парас тесен унта 10-16 сехетсенче ҫитмелле е ку ӗҫе старт кунӗнче, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, вырӑнта 8-11 сехетсенче тума пулать. Регистраци 10 сехетре пуҫланать, йӗлтӗр сырнӑ ҫынсем старта 2 сехетре тухӗҫ.
Кӑҫал 2019 метрлӑ, 3 тата 5 ҫухрӑмлӑ дистанцисене (2001 ҫулта ҫуралнисем тата ҫамрӑкарххисем) чупӗҫ. 2000 ҫулта ҫуралнисем тата аслӑрахисем 10 ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне йӗлтӗр сырнӑ чи ҫамрӑк тата чи ватӑ ҫынна суйлӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейӗн трл хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче газ тухса тӑнине пула ҫынсем шар курчӗҫ. Инкексем ҫине-ҫинех тенӗ пек пулса пычӗҫ. Шупашкарта ҫак кунсенче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи газ оборудованине тӗрӗсленӗ. Вӗсем газовиксемпе килӗшӳ туман хваттерсенче пулнӑ.
Рейда газовиксем Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалахӑн управляющи компанийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле тухнӑ. Усӑ курма вӑхӑчӗ тухнӑ оборудование специалистсем уйрӑмах тӗплӗн тӗрӗсленӗ.
Сӑмах май каласан, газ тӗрӗслевҫисене киле кӗртмесен е вӗсемпе иклӗшӳ тумасан штраф пама та пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене малтанласа 1-2 пин тенкӗлӗх штарфлама юрать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн та явап тыттарма ирӗк пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |