Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Вӗренӳ
cheb.ruc.su сайтри сӑн
cheb.ruc.su сайтри сӑн

Шупашкарти коопераци институтне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку должноҫе юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Антонова доцент йышӑннӑ. Унччен вӑл ҫак аслӑ шкулта вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен проректор пулнӑ.

Елена Ивановна И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран - ют чӗлхесен факультетӗнчен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран юриспруденци факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кайран Шупашкарти коопераци институтӗнче аспирантурӑра ӑс пухнӑ.

Унччен институт ректорӗн пуканне Валерий Андреев йышӑннӑ пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
2gis.ru сайтри сӑн
2gis.ru сайтри сӑн

Шупашкарта каллех 33-мӗш автобус ҫуннӑ. Хальхинче ку Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ.

Автобус ирхи 8 сехет те 25 минутра ҫунма тытӑннӑ. Салонра ун чухне пассажирсем пулман, водитель автопарка кайма тухнӑ. Ҫулӑм двигателе сиенлетнӗ. Автобус мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗнче, Шупашкарта 33-мӗш автобус ҫунса кайнӑччӗ. Инкек Мир проспектӗнче пулнӑччӗ. Салонри пассажирсем урама тухса ӗлкӗрнӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Саранск хулинче «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑмпа килӗшӳллӗн Топ-100 списока кӗнӗ Раҫҫейри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан чи лайӑх вӗренӳ организацийӗсене чысланӑ.

Топ-100 списока Чӑваш Енри 5 вӗренӳ организацийӗ кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81537
 

Хулара
Ултавҫӑсен пӗлтерӗвӗсем
Ултавҫӑсен пӗлтерӗвӗсем

Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын хитре телефон номерӗ илес тенӗ те ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.

Ҫак арҫын халӑх тетелӗнче хитре телефон номерӗ сутнине курнӑ. Ӑна илес тесе вӑл палламан ҫынна 4 пин те 400 тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Персона

Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Андрей Юманов ҫуллахи каникулта хулари пляжра нимеҫӗ пек ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта, виҫӗ уйӑхра, вӑл икӗ ҫынна путасран ҫӑлнӑ: 11 ҫулти ачана тата 28-ти арҫынна.

Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, хастар пулнӑшӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ Андрей Юманова тав хучӗпе чысланӑ.

Халӗ каччӑ малалла вӗренет. Вӑл - 3-мӗш курсра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Хулара
travelask.ru сайтри сӑн
travelask.ru сайтри сӑн

Паян ирхине Шупашкар ҫыннисем каллех хир сысни курнӑ. Хальхинче вӑл Короленко урамӗнче утса ҫӳренӗ.

Пӗччен утакан чӗрчун тротуарпа апат шыранӑ ахӑртнех. Ҫакна ҫынсем видео та ӳкернӗ.

Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра хулара хир сысни утнине ҫынсем тӑтӑшах курнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Улма-ҫырла тата Тирек урамӗсенче хир сыснисем ҫӳренине асӑрханӑ.

 

Хулара
mchs.cap.ru сайтри сӑн
mchs.cap.ru сайтри сӑн

Арҫын ача строительство хатӗрӗсемпе выляса чутах шар курман. Ӑна Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.

Ачана пулӑшу кирли пирки авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл капрон лента-хӑмӑта алли ҫине тӑхӑнтарнӑ. Кӑштахран вӑл хӗснипе алли шыҫӑнма пуҫланӑ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен лентӑна ятарлӑ хатӗрпе татнӑ. Вӗсем ачан аллине амантас мар, ӑна ыраттарас мар тесе питӗ асӑрханса ӗҫленӗ.

 

Хулара
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Шупашкарта хӑш-пӗр лавкка сечӗ умне хӑйне евӗр реклама вырнаҫтарнӑ. Унта "Тӑван ҫӗршыв-Анне чӗнет!" /выр. "Родина-Мать зовет!"/ тесе ҫырнӑ.

Чӑваш Ен прокуратури ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тахҫантанпах паллӑ плакатпа тӗрӗс тӗллевпех усӑ курнӑ-и? Ведомство суту-илӳ объекчӗн спецификине те тӗрӗслӗ.

Ку ӗҫе прокуратура ытти тӗрӗслев органне те хутшӑнтарӗ. Саккуна пӑснине тупса палӑртсан явап тыттарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
pravoved-plus.msk.ru сайтри сӑн
pravoved-plus.msk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти пӗр общежитире 40 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна вӗлерни паллӑ пулнӑран кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, арҫынна авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине вӗлернӗ. Ӑна ӳсӗр пӗлӗшӗ тапӑннӑ, мӑйӗнчен кӑранташпа икӗ хутчен чикнӗ. Ҫапла вӑл юн тымарне лектернӗ. 40 ҫулти арҫын ҫак сурана пула вилнӗ.

Лешӗ вара преступлени вырӑнӗнчен тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем хӑвӑртах тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81478
 

Хулара
Владимир Михайлов тунӑ сӑн
Владимир Михайлов тунӑ сӑн

Шупашкарти «Вӗренӳ институчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят пама сӗннӗ. Кун пирки архитектура тата хула строительствин комиссийӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ.

Чарӑнӑва «Волжский» кинотеатр» ят пама сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацине ҫак кинотеатр ертӳлӗхӗ ҫак ыйтупа тухнӑ-мӗн.

Комисси мӗнле йышӑну тунӑ? Хальлӗхе пӗлтермен.

 

Страницӑсем: 1 ... 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, [204], 205, 206, 207, 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, ... 1050
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 18

1918
107
Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ.
1948
77
Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1985
40
Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи