Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тӳре-шаран иртнӗ ҫулхи декларацине вырнаҫтарнӑ. Эпир вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫеҫ илсе кӑтартӑпӑр.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 3 миллион та 773 пин тенкӗпе танлашнӑ; Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫин Александр Цветковӑн – 2 миллион та 448 пин тенкӗпе; экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Краснов – 4 миллион та 843 тенкӗпе. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Петр Чекмарев тӗп ӗҫре 2 миллион та 565 пин тенкӗ тата 1 миллион та 200 пин тенкӗ хушма тупӑш илнӗ; строительство министрӗ Александр Героев – 3 миллион та 675 пин тенкӗ; информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов тӗп ӗҫре 3 миллион та 224 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн хушма тупӑшӗн виҫи – 8 948 тенкӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара шалу тӳлес ыйтупа канашлу ирттернӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ӗҫ законодательствине пӑснӑшӑн должноҫри ҫынсене 129 хутчен, предприятисене 57 хутчен, уйрӑм усламҫӑсене 18 хутчен штрафланӑ. Вӗсене 3,3 миллион тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Асӑрхаттару хучӗсене 42 хутчен шӑрҫаланӑ.
Шалу парӑмӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 12,7 миллион тенкӗлӗх чакнӑ.
Парӑмлӑ предприятисем хушшинче панкрут-предприятисем те пур. Ун пеккисен парӑмӗ – 50,5 миллион тенкӗ.
Уйрӑмах пысӑк парӑмли – Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксен савучӗ. Вӑл 16,2 миллион тенкӗ парӑм пухнӑ. Предприятие панкрута кӑларнӑ, унта конкурс управленийӗ туса хунӑ.
Чӑваш Ен Транспорт министерствин «Чӑвашавтотранс» хысна предприятийӗн 64 ӗҫчен умӗнчи парӑмӗ 5,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ҫав парӑма унта тӳлесе татнӑ. Шалу тӳлеме предприяти пурлӑхне сутса тунӑ укҫана янӑ.
Ҫав вӑхӑтрах пирӗн тӑрӑхра ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисем татах пур-ха. Сахаллӑн та мар вӗсем.
Маларах асӑннӑ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӗрлӗ формӑллӑ предприяти-организацисенче хальхи вӑхӑтра шалу парӑмӗ 54,7 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫ укҫипе татӑласса 1257 ҫын кӗтет. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнченпе парӑм виҫи 14,9 миллион тенкӗлӗх чакнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗринче, «Строймонтажизоляция» тулли мар яваплӑ обществӑра, шалу вӑхӑтра тӳлемен. Кун пирки Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Ку статьяпа шалӑва икӗ уйӑх ытларах тӳлеменнисене явап тыттараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ӗҫченсенчен пӗрне 80 пин ытла тенкӗ тӳлемен. Халӗ предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлесе татнӑ-ха. Ҫапах та пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ.
Апат-ҫимӗҫ лавккисен тӗнчере кӑшӑлвирус алхаснӑ саманара та ӗҫлеме тивет. Сутуҫӑсем чирлесрен хӑраса килте лараймаҫҫӗ.
Бельгири супермаркетсен ӗҫченӗсен профсоюзӗ сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасене халӑх йышлӑ ҫӳренӗ май суту-илӳ точкисен тупӑшӗ ӳсет. Анчах сутуҫӑсем те ҫынсемех. COVID-2019 эпидемийӗ вӑхӑтӗнче сутуҫӑсем хӑйсене хӳтӗлеме ыйтаҫҫӗ. «Хисеп туса компенсаци» тӳлеттересшӗн иккен вӗсем. Халӑх лавккана йышлӑ ҫӳрет, вирусран асӑрханмалли мелсем сахал теҫҫӗ.
Забастовкӑна Бельгири апат-ҫимӗҫ сечӗсен вуншар ытла лавкки ирттерет. Эрнекун сутуҫӑсем ӗҫе тухман. Кунӗпех мар-ха. Ирпе. «Российская газета» пӗлтернӗ тӑрӑх, сутуҫӑсем ӗҫ укҫине ӳстерме тата хӳтлӗх хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пин тенке ҫывхарнӑ.
Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ирхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусем шутӗнче экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Иван Моторин пӗлтерчӗ унта каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче уйӑхри вӑтам шалу 7,8 процент ӳснӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 29,2 пин тенке ҫитнӗ.
Промышленность предприятийӗсене илсен, производство калӑпӑшӗ «Трактор завочӗсем» концернра ӳснӗ. Унта тракторсем тата вакунсем туса кӑларасси нумайланнӑ. Электротехника предприятийӗсем те аван ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ пирки каласан, сӗт суса илесси 6 процент ӳснӗ, аш-какай туса илесси 3 процент чакнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Сайт туса панӑ та укҫа тӳлемен. Шупашкарти организацисенчен пӗрин ертӳҫи ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫынсенчен пӗрне вӑл ӗҫ укҫи тӳлемесӗр тарӑхтарнӑ. Лешӗ аптӑраса тӑман. Йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен шалу парӑмӗ 100 пинтен иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн укҫа тӳлеме тупри пулнӑ.
Саккуна пӑснӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ укҫине ик уйӑх ытла тӳлемесен РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма юрать.
Сайт тӑвакан тата ӑна сарас енӗпе ӗҫлекен организаци пуҫлӑхӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене черетлӗ хутчен пресс-конференцие чӗннӗ. Республика ертӳҫи калаҫнине видео ӳкерсе илекенсем те пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем «Грани» хаҫатӑн видеохыпарлавӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев вӑтам шалӑва шута илекен статистикӑна ырламан. «Сӑрӑ» шалушӑн та пӑшӑрханать иккен республика ертӳҫи.
Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫурҫӗрте пирӗн республикӑра пурӑнакансем, пурӗ 30 пинтен кая мар ҫын, ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнаҫҫӗ, ытти регионта вахта мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унтах вӗсене Росстат шута илет. Килес ҫултан ведомство шутлав меслетне улӑштарӗ. Ҫапла тусан, Михаил Игнатьев Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри вӑтам шалу виҫи те пысӑк курӑнӗ.
Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кунти МИХсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
«HeadHunter» компанин тӗпчев служби тата Раҫҫей журналистсен союзӗ «журналист» профессине тишкернӗ. Чӑваш Енре ҫак енӗпе тӑрӑшакансенчен 30 проценчӗ урӑх ҫӗре куҫса кайма хатӗр. Вӗсем Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Хусан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ 20 пин тенкӗ шалу журналистсене тивӗҫтермест. Вӗсем вӑтамран 5 пин тенкӗ те пулин нумайрах илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗр МИХра журналистсем вӑтамран 1,9 ҫул тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ — аслӑ пӗлӳллӗ.
Журналистсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ хушма ӗҫпе аппаланать. Журналистсенчен 71 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫав шутран 74 проценчӗ — 34 ҫула ҫитичченхисем. Арҫынсем хушшинче ку ҫулхисем — 60 процент. Ҫак цифрӑсене Чӑваш халӑх сайтне «HeadHunter Атӑлҫи» компанин пресс-секретарӗ Александра Севостьянова пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |