Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӑрушсӑрлӑх

Хулара «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Шупашкарта антитеррор пирки калаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ку уйрӑмах ҫивӗч ыйту пулмалла. Ун чухне хулара йӗрке хуралҫисем, дружинниксем пулӗҫ.

Ҫак кунсенче террорпа кӗрешекен комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ чухнехи антитеррор мероприятийӗсем пирки калаҫнӑ.

Шупашкарта 30 ытла мероприяти иртӗ. Ытларахӑшӗ тӗп урамсенче иртӗ. Уяв мероприятийӗсем 25 лапамра иртӗҫ.

Ҫын ытларах пухӑннӑ ҫӗрте йӗрке хуралҫисемпе друженниксем сыхлӗҫ. Концерт лапамӗсенче 100 ытла полицейски пулӗ.

Хулара иккӗлентерекен ҫынсем пирки пӗлтермелли «хӗрӳ лини» те ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80429
 

Хулара

Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗнче Шупашкар урамӗсемпе «хӑрушсӑрлӑх троллейбусӗ» ҫӳреме тытӑннӑ. 4-мӗш маршрутпа ҫӳрекенсене ИӖМ ӗҫченӗсем ир-ирех кӗтсе илнӗ, хӑрушӑ лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытмаллине аса илтернӗ.

Символикӑллӑ тата ҫӑлав службин номерӗсемлӗ троллейбуса ыттисен хушшинче тӳрех асӑрхама май пулнӑ. Кунсӑр пуҫне МЧС ӗҫченӗсем троллейбусра пушарнӑйсен тата ҫӑлавҫӑсен сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗп лозунг кабина умӗнче пулнӑ. Айккисене ҫӑлав службин номерӗсене ҫырса тухнӑ.

Троллейбус управленийӗ МЧСран тӑтӑшах пулӑшу ыйтать. Ҫавӑнпа 882 троллейбуса вӗсене реклама тӗлӗшпе усӑ курма панӑ. Ҫакна ҫынсем МЧС номерӗсене пӗлччӗр тесе тунӑ. Ҫакнашкал социаллӑ реклама халӑха номерсене астуса юлма пулӑшать.

«Хӑрушсӑрлӑх троллейбусӗ» ҫулталӑкӗпех 4-мӗш маршрутпа ҫӳрӗ

 

Республикӑра

Ҫитес ытларикун, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, планпа килӗшӳллӗн халӑха пӗлтермелли сигнал тытӑмне тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӑраса ӳкмелле марри ҫинчен систереҫҫӗ.

Ҫак кун 10:00 тата 10:30 сехетсенче сиренӑсем тата громкоговорительсем янӑраса кайӗҫ. Ҫавӑн пекех радио каналӗсем, телекурав халӑха граждан хӳтӗлевӗн систермелли сигналӑн тренировки пулни пирки «Внимание всем!» тесе пӗлтерӗҫ.

Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хахайт (тревога) вӗренмелли ҫеҫ пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗсенчех юлма ыйтаҫҫӗ.

Хальхинче хахайт — вӗренмелли ҫеҫ. Ытти чухне вара халӑха кун пек сасса илтсен радиоприемниксене, телевизорсене ҫутма, васкавлӑ пӗлтерӗве итлеме хушаҫҫӗ. Кун пирки ӗҫтешсене, ертӳлӗхе, ҫемьене, кӳршӗсене пӗлтермелле ун чухне.

 

Республикӑра

Ыран, Пӗлӳ кунӗнче, республикӑри йӗрке хуралҫисем пур ачана та пиллӗклӗ тӑвӗҫ. Анчах кунта дневника лартакан паллӑ пирки сӑмах пымасть. Пӗлӳ кунӗнче йӗрке хуралҫисем шкул ачисене «Твоя пятерка безопасности» (чӑв. «Санӑн хӑрушсӑрлӑх пиллӗкӗ») буклет валеҫсе пама палӑртнӑ.

Ку акци ҫӗршывӗпех иртмелле. Буклета ачасене кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшне те тыттарма палӑртнӑ. Кун пирки РФ Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ пайташӗ Елена Алексеева пӗлтерни тӑрӑх республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.

Хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илтерекен кӑларӑм ҫул ҫинче епле тытмаллине, хӑрушлӑха кӗрсе ӳкес мар тесен мӗн тумаллине, ытах лекес патен ҫитсен унран епле пӑрӑнмаллине тата ытти ҫавӑн пек саманта ҫутатнӑ.

 

Республикӑра Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевпа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Серг
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевпа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Серг

Ӗнер Чӑваш Енре Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен комиссипе Оперативлӑ штабӑн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта суйлава хӑрушсӑр ирттересси тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пирки пӑтӑрмахсӑр кӗтсе илесси пирки калаҫнӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов ертсе пынӑ.

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗршывӗпех суйлав иртмелле. Республикӑра та пулӗ вӑл. Ун чухне пирӗн республика ертӳҫине тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене — Депутатсен районсемпе хуласенчи пухӑвӗсене тата ял тӑрӑхӗсенчи пухусене – депутатсем суйламалла.

Суйлав хӑрушсӑр ирттӗр тесе епле мероприятисем ирттермеллине яваплсием палӑртса хунӑ иккен. Суйлава хатӗрлесе ирттерме пурӗ 8 пин ытла ҫын хутшӑнать. Суйлав участокӗсен пӳлӗмӗсене пушарпа кӗрешекенсем кӑна мар, терроризмпа кӗрешекенсем те пахалаҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Раҫҫее ҫывӑх вӑхӑтра вӑрҫӑ хӑратмалла маррине ҫӗршывӑн хӳтӗлев министерствинчи пысӑк ҫар пуҫлӑхӗ «Российская газета» хаҫата пӗлтернӗ. Ҫар ҫыннин шучӗпе вӑрҫӑ тухас хӑрушлӑх кирек хӑш саманара та пур. Вӑрҫӑллӑ хирӗҫтӑрӑва кӗртсе яма тӑрӑшакансем тупӑнассине те ятне палӑртма ыйтман ҫав тӳре-шара каланӑ. Анчах яваплисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе, пӗлсе тӑнине ӗнентернӗ май вӑл ун пекки хӑҫан пулассине тата пирӗннисем ҫавна хирӗҫ епле тӑмаллине те пӗлнине палӑртнӑ.

Чикӗ ҫумӗнчи хӑш вырӑнта ун пек хӑрушлӑх пурри пирки Хӳтӗлев министерствинче ӗҫлекен ҫын калама килӗшмен. Маларах каланӑ пичет кӑларӑмӗ сӑмах 2020 ҫулчченхи тапхӑр пирки пынине палӑртать.

Европӑра ракетӑна хирӗҫле Америка хӳтӗлев хатӗрӗсем вырнаҫтарнине Хӳтӗлев министерстви лӑпкӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен Раҫҫей ҫапах та вӑл енпе вӑйлӑрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rg.ru/2015/07/31/voina-site.html
 

Хулара

Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул урлӑ каҫма ҫӗнӗ йышши пускӑчсем лартма тытӑннӑ. «Ждите» (чӑв. «Кӗтӗр») тесе ҫырнӑскере чи малтан Президент бульварӗ урлӑ каҫмалли ҫул ҫине вырнаҫтарнӑ.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе республика тӗп хулинче йышӑннӑ «Шупашкар хулин транспорт тытӑмне 2014–2016 ҫулсенче аталантарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 2014–2020 ҫулсенче ӳстересси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

Кӑҫалх 9 светофора юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, тӑваттӑшне ҫӗнӗрен тумалла, ҫул-йӗр паллисене 300 штук ҫакмалла. Мӗнпур ӗҫе тума хула хыснинчен 9,9 миллион тенкӗ тухса кайӗ.

Палӑртнинчен пӗр пайне пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнпурне вара ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле.

 

Раҫҫейре

Екатеринбургра шкул ачисем ҫӗнӗ «вӑйӑ» шутласа кӑларнӑ. Куншӑн аслисем пӗрре те савӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.

Вӑййа ачасем тупӑшмалла выляҫҫӗ. Унтан хӑйсен «ҫитӗнӗвӗсене» видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хураҫҫӗ те мухтанаҫҫӗ. Ачасем светофор хӗрлӗ ҫуталнӑ чухне ҫул урлӑ чупса каҫаҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ ӗнтӗ — вӑйӑ.

«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак «вӑййа» пула пӗр шкул ачи вилнӗ. Тепри пульницӑна хуҫӑк урапа лекнӗ.

Шӑпӑрлансем хӑрушӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ ахӑртнех. 12 ҫулти хӗрача каланӑ сӑмахран, кӑҫал хӗлле арҫын ачасем ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Халӗ вара укҫалла выляҫҫӗ. 100 тенкӗлӗх.

Вӑййа Самар, Хабаровск, Архангельск хулисен ачисем те хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Любовь Владыкина психолог каланӑ тӑрӑх, ачасене адреналин ҫитмест.

ҪҪХПИ ӗҫченӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ-мӗн. Урапи айне лекнӗ водителӗн вара суд сакки ҫине ларма тивӗ.

 

Ҫул-йӗр

«Атӑл» М-7 федераци ҫулӗ ҫине «Кушак куҫӗ» текен ҫутатакан хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл — ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн питӗ кирлӗ япала. Ҫав пулӑшнипе тӗттӗмре водитель ҫула лайӑхрах курайӗ. Автотранспортӑн фари куҫа йӑмӑхтарать те руле тытса пыракан ҫул-йӗр паллисенчен ытла ҫуран ҫӳрекенсене каҫма ӳкерсе панӑ йӗрсене начар курать. «Кушак куҫӗ» текен ҫутатакан хатӗр пассажирсем валли тунӑ йӗре асӑрхама май парать.

Хальхи вӑхӑтра «Атӑл» федераци ҫулӗн Чӑваш Енпе иртсе пыракан пайӗ ҫинче ҫуран ҫӳрекенсем валли каҫмалли вырӑнсене ун пек хатӗрпе 13 тӗлте тивӗҫтернӗ. Кун пирки «Атӑл» упрдорӑн ӗҫе йӗркелекен пайӗ пӗлтернӗ. Малашне вӗсем тӑрӑх ҫулӑн пӗр енчен тепӗр енне хӑюллӑнтарах каҫма май килессе шанаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫанталӑк шӑрӑх пулнӑ май Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗсенчен пуҫласа пушар енӗпе ятарлӑ режим пулнине палӑртӗҫ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Хальлӗхе вӑрмансенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 3-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ.

Ятарлӑ режим вӑя кӗрсен вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамасть.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман участокӗсенче мобильлӗ ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем пулӗҫ.

Ведомство вӑрмансенче тухнӑ ҫулӑмсем пирки 8(8352) 40-24-00 тата 8-800-100-94-00 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.

Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне патшалӑх вӑрман фончӗсенче ҫулӑм тухнине асӑрхаман. Анчах Атӑлҫи федераци округӗнче 140 пушар тухнине палӑртнӑ

Ятарлӑ режима республикӑра ЧР Министрсен Кабинечӗ хушу кӑлариччен тӑсӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 25

1957
69
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
54
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
45
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем