Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хваттерсем

Пӑтӑрмах Канаш хулинче утӑн 28-29 кунсем хушшинче ҫурҫӗр иртсен пулса иртнӗ. Ленин проспекчӗнче вырнаҫнӑ пӗр ҫуртӑн хватер хуҫисем хӑйсем патне чӳречерен кӗрекен ҫынна асӑрханӑ пулнӑ, вара васкавлӑн йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ.

Полици отделенийӗнче 19 ҫулхи каччӑ хватере мӗн сӑлтавӗпе кӗни ҫинчен каласа панӑ. Хайхи ҫамрӑка хӗренкеленӗ хыҫҫӑн 2 ҫул хушши курман юратнӑ хӗр аса килнӗ. Мӗнле хватерте пурӑнине каччӑ лайӑхах пӗлмен, ҫавӑнпа та вӑл хӑнана чӳречерен кӗрес тенӗ. Анчах та вӑл чӳречесемпе йӑнӑшнӑ, ҫапла майпа полици аллине лекнӗ те.

Ҫӑмӑл шухӑшлӑ «Ромеона» «саккунла мар майпа хваттере кӗни» статьяпа айӑпланӑ. Ҫитес вӑхӑтра ун ӗҫне тавлашуллӑ вак ыйтусене пӑхакан судьяна куҫарса парӗҫ, вӑл вара ку ӗҫпе йышӑну ҫирӗплетӗ.

 

Хваттер илес ӗмӗтпе тӳпене кӗрсе укҫа хывнисене ҫурт-йӗр тӑвакансенчен хӑшӗсем самай ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса ячӗҫ. Юрӗ-ха, укҫа-тенке куҫман пурлӑха хывас тесе кӑна хваттер тунӑ ҫӗре янӑ пулсан тата аптӑрамӗ-ха темеллеччӗ-ши? Хӑйсем пурӑнакан хваттере е пӳлӗме сутса укҫа хывнӑ пулсан вара?..

Кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗклеме пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитереймен нумай хвтатерлӗ ҫичӗ ҫурт пулнӑ тӑк, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тӑваттӑ ҫеҫ юлмалла. Килес ҫул вӗсене пурне те хута ярса хуҫисене хваттерлӗ тӑвасшӑн иккен.

Ҫапах та, тӗлӗнмелле пек те, анчах вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсен ыйтӑвӗсене татса пынӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫа вӗҫне ҫитересси пирки шиклентерекен самантсем тупӑнса пыраҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Байконур» текен микрорайон пирки пӑшӑрханса калаҫнӑ-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫурт-йӗр хӑпартма юраманни чаракан суд йышӑнӑвӗ те пур-мӗн. Ҫапах та ӗҫ малалла пырать, строительсем хваттерсене сутаҫҫӗ имӗш. Саккунлӑ мар майпа хӑпартнӑ ҫуртра хваттер илекенсен кайран мӗн тумалла тет?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/rnews.html?id=52631
 

Тем аташтарать пуль ку тетӗр пулӗ материал ятне вуласан. Ҫук, чӑнах-чӑнах: ҫӗнни йӳнелнӗ, кивви хакланнӑ. Сӑмахӑм — ҫурт-йӗр хакӗ пирки-ха. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталти хаксене статистсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнчипе танлаштарса пӑхнӑ та ҫавӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫӗнӗ хваттерӗн пӗр тӑваткал метр хакӗ вӑтамран 40 пин те 272 тенкӗ тӑнӑ; киввин — 38 пин те 124 тенкӗ. Ҫапла вара ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхи квартал вӗҫӗнчинчен 2 процент чакнӑ иккен, киввин 1 процент хӑпарнӑ.

 

Николай Андреевпа (сылтӑмра) Анатолий Петров
Николай Андреевпа (сылтӑмра) Анатолий Петров

Йӗпреҫ поселокӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район сучӗ 4 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

Николай Андреева ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ иккен. Хайхи 2006–2008-мӗш ҫулсенче тӑватӑ ҫынна социаллӑ найм килӗшӗвӗпе хваттер пама йышӑну тунӑ. Лайӑх ҫурта та мар — киввисене, ҫывӑх вӑхӑтрах сӳтмеллисене. Ҫук, вӗсенчен тӑрӑхланипе мар. Ӑспах. Хайхисем кивӗ ҫуртра пурӑннине кура кӑштахран шӑкӑрт кӑна ҫӗнӗ хваттере кӗрсе ларнӑ, унтан хваттерсене приватизациленӗ. Хайхисем хваттер черетӗнче вуншар ҫул нашаланнӑскерсем пулсан юрӗччӗ-ха. Ҫук вӗт, социаллӑ найм меслечӗпе хваттер черетӗнче те тӑман иккен. Пӗрисене ырлӑха кӗртсе ӳкернӗ вӑхӑтра теприсем, чӑннипех те тивӗҫлисем, ҫаплипех черет кӗтсе пурӑннӑ. Хӑйӗн саккунлӑ мар хӑтланкаларӑшӗпе пуҫлӑх хыснана та самай шар кӑтартнӑ — пурӗ 3,3 миллион тенкӗлӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1034.html
 

Кун пирки Чӑваш Енӗн ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков шантарнӑ иккен. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тесе 2010 ҫултан пуҫласа федераци хыснинчен 5,13 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫа 5 393 ветеранӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма май панӑ. Кӑҫал Чӑваш Ене тата тепӗр 766,5 миллион тенкӗ килнӗ. Ку вӑл 730 шур сухала хваттерпе тивӗҫтерме кайӗ.

Вӑрҫӑ ветеранӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртессине вӗҫлесси пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал пур ветеранӑн та ӗмӗчӗ пурнӑҫланассине палӑртнӑ.

Сӑмах май, ку темӑна наци проекчӗсем епле пурнӑҫланнине тишкерессипе республика шайӗнче йӗркеленӗ канашлура сӳтсе явнӑ.

 

Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право йӗркине сыхлас енӗпе ирттернӗ координаци канашлӑвӗнче каланӑ-мӗн. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсемпе вӗсен умӗсем пирки пырать. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама муниципалитетсене ҫулталӑк ҫурӑ вӑхӑт панӑ иккен — камерӑсене 2014-мӗш ҫул вӗҫлениччен лартса ӗлкӗрмелле. Подьездсемпе картишсене камера лартма хваттер хуҫисен те «кӗмӗл» хывма тивӗ.

Хальӗхе республикӑра 7 300 ытла камера кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерет иккен. Вӗсем пулӑшнипе преступленисене уҫса пама та ҫӑмӑл. Тата вӑрӑ-хурахӗсем те камерӑраy сисчӗвленессе шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан. Ҫынсем укҫа уйӑрнипе паянхи кун тӗлне нумай хваттерлӗ 73 ҫурта камерӑпа тивӗҫтернӗ иккен. Тепӗр 26-шӗнче ку ӗҫе пуҫӑннӑ.

 

Чӑвашстат кӑтартӑвӗпе килешӳллӗн кӑҫал кӑрлач-ака уйӑхӗсем хушшинче ҫурт-йӗр купалакансем республикӑна 82,1 пин тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑнпа е тӗпер майлӑ 1 103 хваттерпе тивӗҫтернӗ. Пӗлтерхи кӑтартусемпе танлаштарсан ку 9,1% процент пысӑкрах.

Ку шута ҫӗнӗрен тунӑ хваттерсемсӗр пуҫне реконструкциленисенете кӗртнӗ. Тӑватӑ уйӑх хушшинче 1 961 тв. метр пурӑнмалли вырӑна реконструкциленӗ, 34 429 тӑваткал метр ҫӗнӗ ҫурт-йӗр лартнӑ. Ҫав хушӑрах пысӑк пайне уйрӑм усламҫӑсем туни паллӑ — 45 678 тв. метр. Чӑвашстатра палӑртнӑ тӑрӑх хваттерсен мӗн пур купаланӑ, реконструкциленӗ ҫур йышӗпе (38 172 тв. метр) тенӗ пек ял халӑхӗ хуҫаланӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 03

1863
162
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
46
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй