Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: философи

Харпӑр шухӑш Культура

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)

 

«Хампа пӗрле тӑрса юрлакана / Ҫур чунӑма ҫурса парӑттӑм», – тенӗ чӑваш (Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ. 4 том. Юрӑсем. Шупашкар, 1979. 149 с.).

«Ӑнланма пултарни – этеме этем тӑвакан пахалӑхсенчен тӗпри, – теҫҫӗ философсем. – Хӑйне ӑнланнине, ӑнланакана кӗтни – этем чунӗ мӗн ыйтнисен йышӗнче чи вӑйлисенчен пӗри».

А.И. Мефодьева – Сантӑр Аксара – эпир ӑнланман-ха. Ӑнланасси патне, тӗрӗссипе, пыман та. Ҫынна ӑнланма ҫур пӑт тӑвар ҫимелле теҫҫӗ. Александр Ивановича тахҫантанпа пӗлекенсем те темшӗн ӑнланас йӗр ҫине ӳкмен. «Поэт мар ӗнтӗ вӑл», – терӗ Ю.М. Артемьев (2018, чӳк, 28). А.С. Смолин – Сантӑр Аксара вырӑсла куҫараканӗ. Анчах вӑл та темшӗн Сантӑр Аксарта унра ҫуккине шырать. «Тӗссемпе туйӑмсен алхасӑвӗ» тесе ят панӑ вӑл «Сандор Аксар. Сильбийский родник. Стихи и песни, поэма» кӗнеке (Чебоксары, 2006) умсӑмахне: «Поэзи пулмалла айвантарах та», – тенӗ хӑй вӑхӑтӗнче А.С. Пушкин. Паллах ӗнтӗ, вӑл поэзи ӑссӑр та ниме юрӑхсӑр япала пулмлла темен, пачах та урӑхла – Александр Сергеевич сӑвӑсен урӑм-сурӑм хӑватне, урӑхла каласан, туйӑмсен ирӗклӗхпе шухӑшсен алхасӑвне, вӗсемсӗр поэзи пулма та пултарайманнине шута илнӗ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Культура

«Мӗнле лайӑх пирӗн хулара ҫавӑн пек ҫын пурри! Ку вӑл кӗтрет!..» («Очень хорошо, что в нашем городе такой человек есть! Это чудо!..».). 1995 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Д.Т. Жуков куравӗ («6х7 галерея») куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарнӑчче, тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑччӗ… Ҫавна курса Дмитрий Тихонович хӑй те ача пек хӗпӗртетчӗ: «Очень много слов «чудо», «радость». Один написал: «Чудо из чудес». До того хорошо написано!..».

2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн музей куравӗсен центрӗнче (Ехрем купса бульварӗ, 10) Д.Т. Жуков куравне уҫма пуҫтарӑннисем художник тата унӑн ӗҫӗсем пирки чунтан тухакан сӑмахсем каларӗҫ. Ҫын хырӑма тултарассишӗн кӑна пурӑнманнине хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫирӗплетрӗҫ. Паян хӑш-пӗр ватӑсем (уйрӑмах Михаил Волков: «Чӑваш халӑх сайчӗ», 2018-08-08) «пурнӑҫ ҫынни – тӗнче тӗнӗлӗ, хырӑм ташши чун вӗҫевӗнчен пахарах» тесе ӗнентерме пӑхаҫҫӗ. Мӗтри мучи вӗсемпе тава кӗрет, вӗсене хирӗҫлет… Пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…

Вулакана эпӗ 20 ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ икӗ тӗрленчӗке сӗнетӗп.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваша пӗтерекенсем

 

«18 ӗмӗр вӗҫӗнче пӗр ыйту ҫуралать. Ку ыйту – хальхи философин полюсӗсенчен пӗри. «Мӗн вӑл тӗнче? Кам вӑл ҫын? Мӗн вӑл ун чӑнлӑхӗ? Мӗн вӑл ун пӗлӗвӗ? Пӗлӳ мӗнле пулать?..» Ҫак ыйтусене эпир йӑлана кӗнӗ философи ыйтӑвӗсем теме хӑнӑхнӑ. 18 ӗмӗр вӗҫӗнче, ман шутпа, тепӗр ыйту ҫуралать: «Камсем вара эпир пирӗн вӑхӑтра?» Ку ыйтӑва эсир Кантӑн пӗр ӗҫӗнче тупатӑр. Чӑнлӑх тата пӗлӳ пирки ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусене айккине сирнӗрен тухман вӑл. Ҫук, вӑл ыйтусем халӗ те тӗпчев ӗҫӗн шанчӑклӑ та тӗплӗ чикки-хапин ӗлкине палӑртаҫҫӗ. Чӑнлӑх онтологийӗ тенӗ пулӑттӑм ӑна. Анчах унпа пӗрлех философи ӗҫне йӗркелекен тепӗр полюс тупӑнчӗ. Ку полюса хӑват парса тӑракан яланхи тата ҫӗнелсе тӑракан ыйту вӑл: «Камсем вара эпир паян?» Хамӑр пирки истори тӗлӗшӗнчен шухӑшлас тетпӗр пулсан, ман шутпа, «Камсем вара эпир паян?» текен анана сухаламалла» (Фуко Мишель. Интеллектуалы и власть (Избранные политические статьи, выступления и интервью). – М.: Праксис, 2002. С. 360.).

«Камсем вара эпир паян?

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Тавлашу кӗтесӗ

Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.

 

— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ?

— Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем. Ку ыйтӑва ӑнланас тесен, тӗслӗхрен Библипе паллашмалла. «Кивӗ Халалта» мӗнле ҫырнӑ? Яхве Турӑ пӗрремӗш ҫынсене Тухӑҫра пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Анӑҫ ӑнлав ҫук унта, Тухӑҫ пирки ҫеҫ сӑмах. Ҫакна та палӑртса хӑварас пулать: пур аслӑ моно-тӗнсем те Тухӑҫра ҫуралнӑ (анчах та ку урӑх ыйту, ун пирки каярах сӑмах хушӑпӑр). Пӗрремӗш ҫынсене Ҫӑтмаха пурӑнма вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Яхве вӗсене каланӑ: «Пурӑнӑр, Анчах та Ырӑпа Усал Пӗлӗвне упракан йывӑҫ патне ан пырӑр. Ӑна тутанмасан эсир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр». (Тӳрех палӑртатӑп, ӑнланмалларах пултӑр тесе эп хам сӑмахсемпе каласа паратӑп.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, [2]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть