Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: филармони

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли «Арҫын тата хӗрарӑм» концерт кӑтартӗ. Ӑна юратӑва халалланӑ.

«Innocence» Kenny G ҫемӗн пӗрремӗш аккорчех арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ҫепӗс туйӑмсен авӑрне илсе кӗртсе кайӗ. Кашни нота, кашни аккорд ытарайми илемлӗ те черчен.

Концерт программине М. Легранӑн «Буду ждать тебя», К. Гарделӗн «Танго» хайлавне кӗртнӗ. Д. Ластӑн «Одинокий пастух», Ф. Лейӑн «Мужчина и женщина» классикӑлла хайлавӗсем те чуна витереҫҫӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залӗнче «Его величество орган» (чӑв. Мӑнаҫлӑ орган) органпа симфони музыкин концерчӗ иртнӗ.

Унта Раҫҫей халӑх артисчӗ, чаплӑ органист Рубин Абдуллин тата Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфони капеллин оркестрӗпе хорӗ хутшӑннӑ.

Концертра Иоганн Себастьян Бах, Василий Калиниников, Джулио Каччини тата Отторино Респиги хайлавӗсем янӑранӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Пултаруллӑ коллектив сцена ҫине «Акӑ ҫитрӗ ҫуркунне» программӑпа тухнӑ.

Филармонин коллективӗн кашни композицийӗ музыка чӗлхин илемӗпе, ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе, артистсем ӑсталӑхӗпе, илемлӗ тумӗпе тыткӑнлать.

Репертуарта юрӑсем, ташӑсем, вокалпа хореографи сюитисем пулнӑ. Сӑмахран, «Матушка Россия», «Веселись, народ!», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар» тата ыттисем.

 

Культура

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш композиторӗн Николай Казаковӑн юррисен концерчӗ пулӗ.

«Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» программа вӑхӑтӗнче чӑн-чӑн этно-шоу пулассине шантараҫҫӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн музыка пуянлӑхӗпе паллаштарӗ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ансамбльсем, «Дуняша Style» фольк-ушкӑн, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Уяв каҫӗн хӑнисем — чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина, «Ярды» фолк-ушкӑн тата Алексей Московский.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha.cheb.ru/go/290632
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Музыка русской зимы» (чӑв. Вырӑс хӗлӗн юрри-кӗвви) концерт иртӗ. Ҫав шутра — «В лунном сиянии», «Вдоль по улице метелица метет», «Ой, мороз, мороз!», «Гай-да, тройка!» тата ыттисем.

Сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, Динара Юнисова, Татьяна Васильева, Анна Голицына, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Владимир Ашмарин, Екатерина Паргеева (фортепиано), «Ҫавал» ансамблӗн инструмент ушкӑнӗ, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ тухӗҫ.

Программа режиссӗрӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Лимаренко.

 

Республикӑра
smotrim.ru сайтри сӑн
smotrim.ru сайтри сӑн

Паллӑ «Катюша» юрра тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантараҫҫӗ. Халӗ ӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Пуҫаруҫисем – Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем. Ҫак юрра ахальтен суйламан. Кӑҫал вӑл халӑх ҫине тухнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.

Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. Сӑвӑҫ каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна хӑвӑрт хатӗрленӗ. Чӑвашла «Катюшӑна» вара Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрлаҫҫӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Лимаренко ҫак кунсенче сумлӑ юбилейне уявланӑ.

Вӑл виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн кураканӗсене савӑнтарать.

Елена Владимировна — музыка лекторийӗн ертӳҫи, концертсене чун кӗртекенӗ. Сцена ҫинче-и вӑл, алӑра микрофонпа-и, сценарипе-и е артистсене сӗнӳ-канаш парать-и — чунӗпе вӑл яланах кураканпа. Унӑн кулли кӑнтӑр хӗвелӗ евӗр чунпа ӑшӑтать теҫҫӗ ӗҫтешӗсем.

Елена Лимаренко Узбекистанри Каган хулинче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен вӗренсе тухсан Мускаври культура институтне вӗренме кӗнӗ, унта театрпа режиссура факультетӗнче ӑс пухнӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх филармониӗнче кантӑк арфа янӑравне итлесе киленме май килӗ.

Хӗлӗхлӗ инструментсен сассипе пӗрле пысӑк черкке янӑравӗ кӗрхи тӗкҫем куна илемлетессе шанаҫҫе концерта йӗркелекенсем.

Пысӑк черккесене илемлӗ сасса ҫавӑрма тӗнчери темиҫе музыкант ҫеҫ пултарать иккен. Вӗсенчен пӗри — унччен бас-гитарист пулнӑ Александр Лемешев.

Солист Раҫҫей, Германи, Финлянди, Итали, Франци, Инди, Мексика, АПШ тӑрӑх гастрольсемпе ҫӳрет. Кантӑк арфӑпа Александр Лемешев Юрий Башмет маэстрон фестивалӗсемепе концерчӗсене, Венецири Петров балне, АПШри кантӑк музыкӑн пӗтӗм тӗнчери фестивальне хутшӑннӑ.

Концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн Кӑвак фойинче «Золотые хиты винила» (чӑв. Винилӑн ылтӑн хичӗсем) программа-ретроспективӑна пуҫтарӑннӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ хатӗрленӗ.

Программӑра иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Сӑмахран, «Утомленное солнце нежно с морем прощалось», «О, голубка моя», «Сердце, тебе не хочется покоя».

Сергей Григорьев, Виктория Трепова скрипкӑпа ӑста вылянӑ, Гульсинэ Григорьева — альтпа, Алексей Егоров — виолончельпе, Екатерина Паргеева — фортепианӑпа. Солистсем вара юрланӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Александр Гурилев композитор ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти иртӗ.Унӑн романсӗсем паян та халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Вӗсене профессиллӗ юрӑҫсем те кӑмӑлласа шӑрантараҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ композитор ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалласа ҫутӗҫ концерчӗсен ярӑмне пуҫарса яма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗрремӗш Фёдор Ефремов купсан ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна курма Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи шкул ачисем пырса ҫитӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 24

1887
139
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
60
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи