Шӑмӑршӑ округӗнче кӑмпа фестивалӗ иртнӗ. Унта Мускаври, Тутарстанри, Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ конкурс иртнӗ: чи лайӑх кӑмпа костюмӗ, кӑмпаран пӗҫернӗ чи тутлӑ апат, спорт ӑмӑртӑвӗсем. Юмахри сӑнарсемпе фотосесси те иртнӗ. Кӑмпаран хатӗрленӗ ҫимӗҫсене тутанса курнӑ кӑна мар, рецепчӗсене те пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫимӗҫ туянма май килнӗ. Вырӑнти поварсем пӗҫернӗ кӑмпа яшки вара пурне те килӗшнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 11 сехетре ҫынсем Шӑмӑршӑ округӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» паркра пухӑнӗҫ. Унта Кӑмпа фестивалӗ иртӗ.
Хӑнасем «Кӑмпа чемпионатне» хутшӑнма пултарӗҫ. Ярмӑрккӑ сӗтелне чи лайӑх хатӗрлесси, кӑмпа костюмне кӑтартасси, кӑмпаран чи тутлӑ апат хатӗрлесси- ҫак енсемпе тупӑшӗҫ фестиваль хӑнисем.
Кӑмпа нумай пулӗ: маринадлани те, тӑварлани те, типӗтни те. Ҫавӑн пекех ҫырларан вӗретнӗ варени те, пал та, курӑкран вӗретнӗ чей те, милӗк те пулӗҫ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Литература Чӑваш Енӗ: 2023 ҫулти кӗнеке конкурс» ирттерет. Фестиваль-конкурса йӗркелеме Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшать. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хутшӑнать.
Конкурса ҫак номинацисемпе ирттереҫҫӗ: «Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки (гуманитари енӗпе)»; «Тӑван тӑрӑх ҫинчен чи лайӑх кӗнеке»; «Илемлӗ прозин чи лайӑх кӗнеки», «Чи лайӑх поэзи кӗнеки», «Ачасемпе ҫамрӑксем валли чи лайӑх кӗнеке», «Чи хитре илемлетнӗ кӗнеке», «Чи вулакан кӗнеке».
Чӑваш Енре Сӑра фестивальне пӗрремӗш ҫул йӗркелемеҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл кӗрлесе иртсе кайрӗ. Ӑна йӗркелекенсем унта мӗн чухлӗ сӑра ӗҫнине шутланӑ.
Сакӑр кунра 35,4 пин литр сӑра, 9,5 пин литр ӳсӗртмен сӑра, 7 пин ытла литр пыллӑ сӑра сутнӑ. Ҫыртмӑшсенчен ҫынсем ытларах какай тата бургер туяннӑ. Фестивальте 2315 бургер, 810 хот-дог, 8 тонна шашлӑк сутӑннӑ. Унсӑр пуҫне фестиваль хӑнисем 350 литр шӳрпе тата хашлама ҫинӗ.
Ксения Кокель художник Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи «ФормART» фестивале хутшӑнать. Унта вӑл «Мой дом – моя крепость». (чӑв. Манӑн кил — манӑн крепость) ӗҫе тӑратнӑ.
Ентешӗмӗр ӗҫӗшӗн сасӑлас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравламалла та хутшӑнаканӑн номерне, 6 цифрӑна, суйламалла.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Конкурса хутшӑнакан ӗҫе художник Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Шупашкар 555 ҫул тултарнӑ май республикӑра ирхи апат фестивалӗ иртет. Ӑна пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Фестиваль хула ҫыннисемпе хӑнисене вырӑнта туса кӑларнӑ пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе паллаштарӗ, усӑллӑ апатлану кирлӗлӗхӗ пирки те калаҫӗҫ унта.
Фестивале хутшӑнас тесен блюдо тата ӗҫме хатӗрлемелле. Менюра 5 тӗрлӗ блюдо пулмалла: ҫӑнӑхран, ҫӑмартаран, тӑпӑрчӑран. Юлашкинчен чи лайӑх апатлану заведенине тата шеф-повара темиҫе номинацире суйлӗҫ. Вӗсене ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ.
Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ҫамрӑк поэтсен «Мцыри» пӗтӗм Раҫҫейри XX уҫӑ фестивалӗн регионти тапхӑрне ирттерет.
Фестивале йӗркелекенӗсем «Мцыри» НП, «Потенциал нации» (чӑв. Наци хӑвачӗ) общество канашӗ, Мускаври культура ӗҫченӗсен профессие союзӗ, Литература ӗҫченӗсен «Русское литературное общество» (чӑв. Вырӑс литература обществи) ассоциацийӗ.
Ку фестивале шучӗпе 20-мӗш хут ирттерсен те суйлав турне Чӑваш Ен пуҫласа хутшӑнать. Вӑл куҫӑнсӑр тата куҫӑн тапхӑрсенчен тӑрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫӑнсӑр пай иртӗ. Унта Чӑваш Енре тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан 14-27 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ.
Пирӗн республикӑра кӑҫал та Пукане театрӗсен фествиалӗсем иртӗҫ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче ҫулсеренех «Юмахсен каруҫҫелӗ» тата «Пӗрешкел пулма кирлех мар» пӗтӗм тӗнчери фестивальсем ирттерет. Кӑҫал вӗсем Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне халалланӑ мероприятисемпе пӗр вӑхӑта килӗҫ — ҫурла уйӑхӗн 16-19-мӗшӗсенче пулӗҫ.
Фестивальсене ҫӗршыври 15 регионтан пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитӗҫ: Мускавран, Белгородран, Владимиртан, Волгоградран, Ростовран, Чӗмпӗртен, Ярославльтен, Краснодартан, Пушкӑртстанран, Мари Элтен; Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенчен. Унсӑр пуҫне Азербайджанран тата Казахстанран.
Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Шупашкар ҫемйи» фествиаль иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре 14 сехетре пуҫланӗ те 22 сехетре вӗҫленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗп сцена ӗҫленисӗр пуҫне спорт зони пулӗ, тӗрлӗ вӑйӑ вырӑнӗсем, батут парк, ӗҫлӗ вӑйӑсен лапамӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактивлӑ фотозонӑсем, крафт-маркетсем пулӗҫ.
Фестиваль пултарулӑх, спорт, ӑс-тӑн вӑййисем иртӗҫ.
Чӑваш Енре ирттерекен ҫырла фестивалӗ кӑҫал та кӑсӑклӑ пулмалла. Унта тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ иртӗ, аниматорсем ӗҫлӗҫ, концерт пулӗ, ҫырла тата тӗрлӗ калча сутӗҫ. Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ пӗлтӗрхи пек Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинче ҫеҫ мар, Шупашкарта та (Машиностроительсен проезчӗ, 1-мӗш ҫурт, 6-мӗш корпус, Сад центрӗ умӗ) иртӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи программа ҫапларах.
Ирхи 10 сехетре Велком-зонӑра аниматорсем хӑнасене кӗтсе илӗҫ. Кашни сехетре пӗрре спонсорсен парнисене выляттарӗҫ.
10 сехетре фествиале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ачасен коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхпе паллаштарӗҫ.
12 сехетре сцена ҫине тӳре-шара тухӗ.
13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен чечек шоуне чӗнеҫҫӗ. Ӑна профессионал флористика енӗпе Раҫҫей чемпионӗ Роман Штенгауэр ирттерӗ. Руна евӗр арт-объекта кӑтартӗҫ.
12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Контейнерсенче чечек ӳстреме вӗрентнинчен пуҫласа ҫырларан десерт хатӗрлесси таранах вӗрентӗҫ.
15 сехетрен пуҫласа 15 сехет те 30 минутчен чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей Думилин, Алексей Шадриков, Алексей Московский юрлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |