«Промтрактор» предприяти туса илекен продукци калӑпӑшне кӑҫал пӗлтӗрхинчен 2 хут ӳстересшӗн. Продукцин пӗтӗмӗшле калӑпӑшне укҫа ҫине куҫарсан вӑл 6 миллиард тенке яхӑн пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн ятарлӑ вооруженин, боеприпассен тата ятарлӑ химин кластерӗн индустри директорӗ, «СоюзМаш России» обществӑн Тӗп канашӗн пайташӗ
Сергей Абрамов «Трактор савучӗсем» концернӑн предприятийӗсенче пулнӑ чух каланӑ. Элтеперпе индустри пуҫлӑхӗ концернӑн «Промтрактор» тата «Промлит» предприятийӗсенче паян, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ.
«Промтракторӑн» конференц-залӗнче концернӑн граждан дивизионӗн хӑвачӗпе паллаштаракан хӑтлав ирттернӗ. Кайран хӑнасем цехсенче пулнӑ.
Чӑваш Ен Ӗҫ министерствинче республикӑри предприяти-организацисем шалу епле тӳленине тишкернӗ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне парӑм 103,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫак цифрӑна ЧР Ӗҫ министерстви республикӑн тепӗр ведомстви — Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ — пӗлтернине тӗпе хурса хыпарланӑ.
103,4 миллион тенкӗ парӑма республикӑри 28 организаци 2227 ҫын умӗнче пухса тултарнӑ.
Шалу парӑмӗ тесен каллех «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятие аса илнӗ. Унта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 728 ҫын умӗнче 91,5 миллион тенкӗ парӑм шутланса тӑнӑ. 2018 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсемшӗн парӑма таткаланӑ-ха. Ун валли республикӑн Резерв фондӗнчен самай укҫа уйӑрнӑччӗ.
ЧР Ӗҫ министерстви шалу парӑмне таттарассишӗн республикӑра тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернине ӗнентерет.
Эх, ҫав ӗҫкӗ! Мӗн чухлӗ ҫынна минретсе тӑнран кӑлармасть-ши тульккӑш... Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнче ҫуралнӑ каччӑ та эрехе пула минренӗ.
Унччен те судпа айӑпланма ӗлкӗрнӗскер ҫурла уйӑхӗн пӗр кунхине пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кӗҫех вӑхӑт ҫурҫӗр енне ҫывхарнӑ. Тусӗпе эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн юлташӗ ҫывӑрса кайнӑ. Хӑна кил хуҫин телевизорне куҫ хывнӑ. Ытарайми туйӑннӑ-ши — йӑтса тухса кайнӑ. Пурлӑха 20 пин тенкӗлӗх хакланӑ.
Урӑлсан, тен, ӳкӗннӗ пулӗ. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук. Вӑрра кӗҫех тытса чарнӑ. Ҫамрӑк ҫын хӑй айӑпне йышӑннӑ. Ют пурлӑха хуҫине тавӑрса панӑ. Судпа унччен те айӑпланнине кура каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ҫулталӑклӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре дача хыҫҫӑн дача кӗлленет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра сад юлташлӑхӗсенчи 42 ҫурт ҫунса кайнӑ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннин тӗп сӑлтавӗ чылай чухне — типӗ курӑк е ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманни. 42 дача ҫуннине пула вӗсен хуҫисем 5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пахчана типӗ курӑкран, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен, хӑвӑрт хыпса илекен ытти каяшран вӑхӑтра тасатса тӑма сӗнеҫҫӗ. Хуралтӑсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртмелле мар. Йӑлари каяша ҫунман материалтан хатӗрленӗ ятарлӑ контейнерта упрамалла тата вӑхӑтра турттарса каймалла.
Япӑх электропӑралук та инкек кӑтартать. Мӑрьене те хӑрӑмран тасатсах тӑмалла.
Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче урамри ҫутӑ ламписене ылмаштарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе ял тӑрӑхӗнче урамри ҫутӑ ламписене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче специалистсем Шуркасси ялӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем ҫутӑ ламписене энергие перекетлекеннисемпе улӑштарса тухнӑ. Унчченхи лампӑсем 250 Вт тӑкакланӑ пулсан, ҫутӑ диодлисем вуншар хут перекетлӗрех.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йышши лампӑсем энергие перекетлеме тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерме май парӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫутӑ сахал ҫуннине кура уншӑн тӳлессипе те ял тӑрӑхӗн укҫа самай перекетленӗ.
Нумай ачаллӑ, ипотека илнӗ ҫемьесемшӗн ку ҫӑмӑллӑх тинех ҫитет. Кун пирки кӑҫал нумай калаҫрӗҫ-ха, анчах саккун вӑя кӗменччӗ. Сӑмах – нумай ачаллӑ ҫемьесене ипотекӑна тӳлемешкӗн 450 пин тенкӗ парасси пирки.
Халӗ паллӑ: ку саккун авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Ку тӳлеве ҫемьесем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачашӑн тивӗҫеҫҫӗ. Укҫапа ипотекӑн тӗп парӑмне тӳлеме май пулӗ. Ку сумма 450 пин тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан – процентсемшӗн.
450 пин тенке илмешкӗн ҫемьесен банка пырса заявлени ҫырмалла.
Ҫитес уйӑхра, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне хатӗрленӗ иккен. Ведомство ӑна нормативпа право акчӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫлӗ хута ӑнлантарса паракан хута та хатӗрленӗ республикӑн Финанс министерстви. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫине юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 4,3 процент ӳстермелле.
Тӑкаксене республика хыснинчен саплаштарӗҫ.
Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ку хыпар хаваслантармалла. Анчах тепӗр чухне оклад ӳстернӗ хыҫҫӑнах ытти тӳлеве тӗрлӗ сӑлтав тупса касса илни вӑрттӑнлӑх мар. Хальхинче епле пулассине татса калама хальлӗхе иртерех. Мӗнех, пурӑнсан курӑнӗ.
Элӗк районӗнчи Тавӑтра пурӑнакан пилӗк ачаллӑ Саватинсем патшалӑх туса панӑ пӳрте пурӑнма куҫнӑ.
Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ачаллӑ ҫемье ҫуртлӑ пулас тесе 2012 ҫулта черете тӑнӑ. 3 ывӑлпа 2 хӗр ӳстерекен йыш паян ҫӗнӗ пӳрте пуҫласа ура ярса пуснӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе вырӑнти артистсем пухӑннӑ. Ҫурта кӗнӗ ҫӗре хӗрлӗ хӑю карнӑ. Юлашкинчен каланине касма тӳре-шара ҫитнӗ.
Ҫурта вырӑнти МСО хӑпартнӑ. Шӑпах вӑл муниципалитет контрактне пурнӑҫа кӗртмелли конкурсра тивӗҫнӗ.
Пӳртӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 71,3 тӑваткал метр. Унта шыв, ҫутӑ кӗртнӗ, газ пур. Ҫурта ҫемьене социаллӑ найм мелӗпе панӑ.
Патшалӑх шучӗпе пӳртлӗ пулнӑ ҫемьене тӳре-шара саламланӑ, Саватинсем вара патшалӑха тав тунӑ.
Чӑваш Енре виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Пурӗ иккӗ. Вӗсене уҫма «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрӗҫ.
Виртуаллӑ концерт залӗсем уҫас кӑмӑллисен заявкисем ҫӗршывӗн 68 субъектӗнчен пурӗ 257 пухӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтернисем — 80 учреждени. Вӗсем ҫӗршывӑн 44 регионӗнчен. Виртуаллӑ концерт залӗсем 80 хулара уҫӑлӗҫ.
Пирӗн республикӑран конкурсра Улатӑрти тата Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗсем. Вӗсенче виртуаллӑ концерт залӗсем уҫӑлӗҫ. Вӗсене валли республикӑна федераци хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Укҫа техника тата технологи оборудованийӗ туянма кайӗ. Виртуаллӑ концерт залӗсенче Раҫҫейри коллективсен тата солистсен концерчӗсене онлайн та, унччен ҫырса илнисене те кӑтартӗҫ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем чиркӳ вӑррине тытса чарнӑ. Кукӑр алӑлли хӗрарӑм пулнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чиркӗве кайсан япала ҫухални пирки евитлекенсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче тупӑннӑ. Вӗсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи чиркӗве кайсан мулсӑр таврӑнма тытӑннӑ. Пӗр хӗрарӑмӑн сумкинче, сӑмахран, 10 пин ытла тенкӗлӗх пурлӑх пулнӑ.
Шупашкарти полицейскисем оперативлӑ шырав ӗҫне кӳлӗннӗ. Ют кутамккана вӑрлама хӑтланнӑ вӑхӑтра хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ.
Вӑрӑ Шупашкарта пурӑнать иккен. Вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкака саплаштарма килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӑрӑ-хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |