Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗрӗслев

Юсанӑ е ҫӗнӗрен тунӑ автоҫулсен пахалӑхне ятарлӑ лаборатори тӗрӗслени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах пӗлтерме тытӑнчӗ. Нумаях пулмасть, акӑ, Муркашри Октябре 50 ҫул урамри 36, 38, 40, 42-мӗш ҫуртсенче картишӗсенче ҫула епле юсанине хакланӑ. Илнӗ пробӑсене лаборатори тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн строительсем ӗҫе епле пурнӑҫлани палӑрӗ.

Республикӑн автоҫулсен управленийӗн специалисчӗсем тивӗҫе япӑх пурнӑҫлакан предприятисене ӗҫсӗр хӑварассипе хӑратаҫҫӗ.

 

Республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене ӗнер ятарлӑ тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Тӗп редактор кунне пуҫтарӑннӑ пуҫлӑхсен «Ертсе пыракан ушкӑна йӗркелессин технологийӗ» ятпа тест тухма тивнӗ. Мероприятие республикӑн Информаци министерстви ирттернӗ.

Тренер пулса РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗн Шупашкарти филиалӗн социаллӑ технологисен кафедрин заведующийӗ Нина Семедова-Полупа хутшӑннӑ. Тест вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсен хӑйсен кӑмӑлне: «ҫӗнӗ шухӑш калакан-и», «критик-и», «пӗрлештерекен-и», «тӗпчевҫӗ-и» тата ытти ҫавӑн йышши роле вылянине палӑртма май килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «пӗрлештерекен», «практик-йӗркелӳҫӗ» тата «тӗпчевҫӗ» ролӗнче иккен.

Сӑнсем (14)

 

Андрей Тимофеев
Андрей Тимофеев

Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев Шупашкарта ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, «Toyota Camry» урапапа ун чух вӑл ӗҫе кайма тухнӑ пулнӑ. Калинин тата Гагарин урамсене пӗрлештерекен ункӑра тепӗр йӗр ҫине кӗме хӑтланса «Лада Калина» машинӑна пырса лекнӗ. Инкекре ҫынсем аманман-ха — машинӑсем вара кӑштах чӗрмеленнӗ.

Министр ҫумӗпе ҫыхӑннӑ ҫак инкек пирки Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин тата Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Харпӑрхӑй хӑрушсӑрлӑхӗн тӗп управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Инкек вырӑнне вӑл хӑй тӗллӗн пӑрахса кайнӑ, инкеке лекнӗ тепӗр машина водителӗпе кӑнттам калаҫнӑ, административлӑ ӗҫе пуҫарнӑ чух ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, ӗҫ транспорчӗпе усӑ курнӑ текен факт ҫирӗпленмен.

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ инкеке лекнӗ тепӗр урапан водителӗпе ҫепӗҫ калаҫманшӑн унӑн тыткаларӑшне републикӑн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫ дисциплини тата професси этики енӗпе ӗҫлекен коллегийӗнче пӑхса тухӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1177882/
 

Ҫул-йӗре юсаса-ҫӗнетсе тӑни аван-ха. Анчах те технологие пӑхӑнманнипе, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнӗ ҫулсем ҫинчех кӗҫех йӗр каять, шӑтӑк-путӑк пулса юлать. Йывӑр машинӑсем те ҫула перекетлеме пӗлменни пур-тӑр-ха: кӗрлӗ-ҫурлӑ хутласан чӑтаймасть пулинех…

Ҫак кунсенче Чӑвашавтодорӑн ҫул-йӗр лабораторийӗ Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи ҫул пахалӑхне тӗрӗслеме тухнӑ. Элӗкри Совет урамӗнчи асфальтпа бетон сийӗ 3,8 сантиметрпа танлашать тесе пӗлтернӗ. Те ҫителӗклӗ ӗнтӗ вӑл, те ҫукрах — специалист мар та, калама хӗн. Вӑрнар районӗнчи Яхакассине те ҫитнӗ. Асфальт пахалӑхне виҫӗ талӑкра тӗрӗслесе пӗтермелле-мӗн.

 

«Хӑв куҫпа курни, илтнинчен лайӑхрах» каларӑша тӗпе хурса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов Элкер урамӗнче вырнаҫнӑ мини-пасара кӗрсе тухнӑ. Унта вара чӑваш ял хуҫалӑх продукцине сутаҫҫӗ, ҫав шутӗнчех килте ӳстернӗ пахча ҫимӗҫсемпе ҫырласем те.

Леонид Ильич суту-илӳ ӗҫне пурнӑҫлакансене микрорайон ҫыннисене юрӑхлӑ продукципе тивӗҫтерсе тӑннишӗн тав сӑмахӗ каланӑ.

Администраци пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫынсем суту-илӳ ӗҫӗшӗн тӳллемесӗрех хӑйсен сад-пахчинче ӳсекен ҫимӗҫсене сутса тӑма пултараҫҫӗ. Шупашкарта ун пек вырӑнсем пурӗ 24.

Элкер урамӗнчи сад-пахча ҫимеҫӗсене сутакан мини-пасар Мускав районӗнче чи пысӑк суту-илӳ лаптӑкӗ шутланать. Унта 12 картланӑ навес тата 6 сӗтел: пӗтӗмпе 78 суту-илӳ вырӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64573
 

Предприятисене ахаль те ҫӑмӑл мар тесшӗнччӗ те, кама ансат теессӗн туйӑнчӗ. Юрӗ, ҫаплах пуль-ха… Юрӗ, ку умсӑмах вырӑнне пултӑр эппин.

Ҫӗмӗрлери промышленноҫ предприятийӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсемпе тата ытти йышши техникӑпа усӑ курнӑ чух атмосферӑна таса мар сывлӑш ытлашши кӑлармаҫҫӗ-и тесе прокуратура ӗҫченӗсемпе пӗрле пулса Гостехнадзор специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Ҫакна палӑртма МЕТА – 01МП текен хатӗр йӑтса тухнӑ. Вӑл пулӑшнипе Ҫӗмӗрле хулинчи 6 предприятири хӑй тӗллӗн ҫӳрекен 45 техникӑна тӗрӗсленӗ. Атмосферӑна виҫепе юранинчен ытла сиенлӗ хутӑш тухни пирки 8 протокол шӑрҫаланӑ.

 

Шупашкарти тӗп пасарта тавар пахча ҫимӗҫ туянакансем унӑн пахалӑхне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Анчах кашни кунах мар. Паян. Тата пур енчен мар. Радиологи тӗлӗшӗпе.

Республикӑн радиологи центрӗ тата Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви ҫапла пӗрлехи акци йӗркелеме шут тытнӑ. Туяннӑ ҫимӗҫе тӗрӗслеме кӑнтӑрлахи 12 сехетре тытӑнӗҫ.

 

Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ чукун ҫул урлӑ каҫмалли ҫулсене тӗрӗсленӗ те вӗсенчен ҫурри таран вӑл е ку кӑлтӑклӑ иккен. Уҫмӑлӑрах пултӑр тесен цифрӑсенех илсе кӑтартар: чукун ҫул урлӑ каҫмалли 119 вырӑнтан 62-шӗ йӗрке ыйтнине пур енлӗн пӑхӑнса тӑмасть иккен. Палӑртнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерме инспекторсем яваплисен ячӗпе ятарлӑ хут шӑрҫаланӑ. Чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта хӑрушсӑрлӑх правилисене кирлӗ пек тивӗҫтерсе тӑманшӑн 24 должноҫри ҫынна явап тыттарнӑ.

Ҫул-йӗрти инкек пирки каласан, чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух кӑҫал суранланнӑ икӗ тӗслӗх, пурлӑх енчен тӑкак тӳсни (ҫапла пӗлтереҫҫӗ иккен автоиснпекцире. Кунта сӑмах машинӑпа ҫапӑнса сиенлени пирки пырать-тӗр) икӗ хутчен пулнӑ.

Инкеке сирес тӗллевпе йӗркеленӗ профилактика мероприятийӗ вӑхӑтӗнче инспекторсен куҫне 719 кӑлтӑк лекнӗ иккен.

 

Литературӑпа, химипе тата обществознанипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗн малтанхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ иккен. Пысӑк бал тата 100 балл пухнисене Рособрнадзор тепӗр хутчен тӗрӗслесшӗн имӗш. Анчах пур ҫӗрте те мар. Вӑл пыскӑ бала нумаййӑн тивӗҫнӗ регионсенчи ӗҫсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма шут тытнӑ иккен.

Литературӑпа, акӑ, Брянск, Калуга, Самар, Сарӑту, Ростов облаҫӗнчи, Калмӑкпа Мари Эл республикисенчи тата Пермь енӗнчи ачасен ӗҫӗсене тӗрӗслӗҫ. Хими предмечӗпе 22 регион пирки иккӗленеҫҫӗ иккен. Унта Ҫурҫӗр кавказри мӗнпур тӑрӑх, Брянск облаҫӗ, Адыгея, Мари Эл, Калмӑк, Коми республикисем лекнӗ. Обществознание тепӗр хут тӗрӗслемелли регионсен йышӗ пирӗн республика та кӗнӗ.

 

Информаци ятне ҫапла калани кӑшт ӳстеререх те пулчӗ-тӗр-ха. Ҫапах кирек епле тӗрӗслев те шиклентернине шута илсен сӑмахӑмӑра суя тееймӗпӗр.

Чӑваш Енӗн транспорт министерствин ӗҫченӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе, Ространснадзор тытӑмӗнче тата прокуратурӑра тӑрӑшакансемпе пӗрле черетлӗ рейд ирттернӗ. Вӗсем пассажир турттаракан автобуссен тата таксисен ӗҫне хакланӑ. Тӗрӗслевҫӗсем хайхисен ӗҫлеме лицензи пуррипе ҫуккине, рейса тухас умӗн водительсем медтӗрӗслев тата транспорта техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнине пӑхнӑ. Асӑрханӑ кӑлтӑксем пирки административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть