Паян Етӗрне районӗнче театр кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ.
Етӗрне районӗ пултаруллӑ ҫынсемпе мухтанма пултарать. Района килнӗ артистсенчен пиллӗкӗшӗ – етӗрнесем. Вӗсем – Василиса Петрова, Петр Садовников, Григорий Федоров, Ирина Иванова тата Надежда Зубкова.
Артистсем Етӗрнери 1-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта Ирина Ивановӑпа Надежда Зубкова вӗреннӗ. Театр ӗҫченӗсем шкул ачисене хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, артист профессине илес текенсене усӑллӑ сӗнӳ панӑ. Унтан вӗренекенсемпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.
Артистсем район администрацийӗнче те тӗлпулу ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем культура ҫуртӗнче Федор Павлов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ялта» драма кӑтартнӑ.
Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать.
Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ.
Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ.
Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме пуҫларӗҫ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Пухуччен Михаил Игнатьев Куславкка район пуҫлӑхӗпе Юрий Петровпа тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ. «Ертӳҫӗсем муниципалитетӑн бюджечӗ пирки сӳтсе явнӑ, районӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
«Ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах та пулмалла мар. Халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерсе пымалла. Вӗрентӗве, сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫине тӑмалла. Халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес ыйтупа та пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Ыран Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пухусем иртӗҫ, шӑматкун — Муркашра.
Чӑваш Енре 6 миллиард тенкӗ ытла тӑракан теплица хута каймалла. Ӑна кӑҫал кӗркунне, юпа уйӑхӗнче, туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗклекенни — «Ренова» компани. Теплица тӑвакан компание кивҫен укҫа парса Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ пулӑшӗ.
Паян ҫак тата ытти ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗпе Оксана Лутпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
2014-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата «Россельхозбанк» общество пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унтанпа кредит организацийӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсене кӑна мар, экономикӑн ытти сферинче тӑрӑшакансене те самай укҫа парса пулӑшнӑ. Малашне те вӑл пирӗн тӑрӑхран каймӗ.
Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.
Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн таврапӗлӳлӗх тата наци литературин пайӗнче Светлана Гордеева поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Вулавӑш «Юбиляры года» (чӑв. Ҫулталӑкри юбилярсем) ярӑмпа мероприятисен ярӑмне йӗркелеме палӑртнӑ. Светлана Гордеевӑпа тӗл пулма Шупашкарти 17-мӗш шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсене йыхравланӑ.
Светлана Денисовна Гордеева — поэт ҫеҫ мар, художник, журналист. Вӑл 1968 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинче ҫуралнӑ.
Ачасем Денис Гордеев ҫыравҫӑн хӗрӗ сӑвӑ ҫырма хӑҫан пуҫланипе кӑсӑклансах паллашнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене «Молодежный курьер» хаҫатра пичетленӗ. 2004 ҫулта «Литературная Чувашия» журналта унӑн сӑввисен суҫлӑ ярӑмӗ кун ҫути курнӑ. «Хаваслӑ карусель=Веселая карусель» сӑвӑсен пуххи 2012 ҫулта республикӑри конкурсра чи вуланакан кӗнеке ҫӗнтернӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Ачасен хорӗпе иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Патшалӑх Канашӗнче концертпа пулнӑ ачасемпе чей сӗтел хушшинче тӗл пулнӑ. Унта ҫавӑн пекех икӗ ведомство ертӳҫи: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата культура министрӗ Константин Яковлев — пулнӑ.
Регион пуҫлӑхӗ пултаруллӑ ачасене ырланӑ, вӗсен сасси чун-чӗрене ҫӗклентерсе янине пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать ЧР Элтеперӗн пресс-служби. Сӑмах май, раштавӑн 27-мӗшӗнчи Мускаври концерта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та хутшӑннӑ, хорпа темиҫе саслӑн тӗрлӗ юрӑ шӑрантаракан маттур ачасене алӑ ҫупса тав тунӑ.
Пирӗн республикӑран хор йышӗнче Шупашкарти Федор Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен сакӑр, Комсомольскинчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗршер ача пулнӑ.
Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ.
Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Миъаил Игнатьев РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗпе Максим Топилинпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хысна тытӑмӗнче вӑй хуракансен шалу укҫийӗ пирки сӑмахланӑ, «Трактор савучӗ» концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва тата ыттине сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрне республикӑна «пысӑк тӗрев панӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ». Ҫакна ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Федераци министрӗ Михаил Игнатьева халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтупа тимленӗшӗн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ иккен. Маларах асӑннӑ пресс-служба ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗррисен шучӗ ҫулсерен чаксах пынине, производствӑра шар курнисем сахаллине, халӑх ӗҫ правилисене пӑхӑннине пӗлтернӗ.
Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрне кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комментатор биатлон центрӗ пирки Татьяна Акимова пӑшӑрханса калаҫнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спортсменкӑпа тӗл пулнӑ, центр тӑвассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑрмавӗ ҫӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Вӑрман фондӗнчи ҫав пурлӑха урӑх тӗллевпе усӑ курма мускавсем ӗнер тинех ирӗк панӑ иккен. Ӗҫе туса пӗтерме Чӑваш Ен хыснинче 2018 ҫул валли 100 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, биатлон центрӗ тӑвассине килес ҫул вӗҫлесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |