Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ фольклор ушкӑнӗсем хушшинче иртнӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурса хутшӑннӑ.
«Шурӑмпуҫ» унта чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ: «Сапаланчӑк сӗлли», «Вӑйӑ юрри». Ентешӗмӗрсемшӗн Тутарстанри Чуллӑ Ҫыр хулинчи «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ ӑмӑртуҫӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче ҫак конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ кӑшт кӑна ҫӗнтереймен. Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ унран 2 сасӑ ҫеҫ нумайрах пухнӑ.
Ҫапах Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ пуҫ усмасть, ҫитес ҫул конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме ӗмӗтленет. Ентешӗмерсене пултарулӑхне кура гала-концерта чӗннӗ.
Чӑвашсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери ассамблейин VI Курултайне хутшӑннӑ. Пуху ҫу уйӑхӗн 23–27-мӗшӗсенче Казахстанри Туран хулинче иртнӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат мероприятие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Чӑвашсен ушкӑнне хӑй вӑхӑтӗнче Тольяттинче чӑвашсен наципе автономийӗн ертӳҫи пулнӑ Алексей Глухов ертсе пынӑ иккен. Форума пӗтӗмпе 200-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Грузирен, Канадӑран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Молдавинчен, Таджикистанран, Узбекистанран пухӑннӑ.
Пирӗн Раҫҫее илсен Курултая Пушкӑртсан, Тутарстан, Хакаси, Якути, Кабардино-Балкари, Карачаево-Черкеск, Дагестан республикисенче, Ставрополь енӗнче, Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакан тӗрӗк халӑхӗсем пырса ҫитнӗ. Официаллӑ ӗҫре тӑрӑшакансен ячӗпе пухӑва Азербайджанпа Молдави парламенчӗсен депутачӗсем хутшӑннӑ-мӗн. Сӑмах май, унта пирӗн республикӑн ертӳҫисене те чӗннӗ пулать, анчах вӗсем вӑхӑт хӗсӗккине кура каяйман имӗш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Николай Угасловӑн та инҫе ҫула ҫывӑхлатма май килмен-мӗн.
Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн Курултайӗ Пушкӑртстанри тутарсем пурӑнакан пая Тутарстанпа пӗрлештерес ыйтӑва ҫӗкленӗ. Съезд резолюцине ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Звезда Поволжья» хаҫатра пичетленӗ.
Курултай палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче тутарсен йышӗ — иккӗмӗш вырӑнта (пӗрремӗш вырӑнта, паллах, Тутарстан). Съезд шухӑшӗпе, тутарсен ушкӑнне культурӑпа вӗренӳ ыйтӑвӗсене уҫӑмлатас, республикӑн политика ертӳлӗхӗн шайӗнче вӗсен ыйтӑвӗсене шута илес ҫӗрте хӗсӗрлеҫҫӗ-мӗн.
«Пушкӑртстанри тутарсен йышӗ Тутарстанра пурӑнакансеннипе танах. Анчах вӗсем хӑйсен нацине аталантарас тӗллевпе патшалӑх тата ытти пулӑшупа усӑ курманпа пӗрех. Курултай кунашкаллине хирӗҫ. Тутарсем кирек ӑҫта пурӑнсан та Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ тата пайланман халӑхӗ. Вӗсем нацие аталантармашкӑн Раҫҫейӗн ытти халӑхӗпе танах тивӗҫлӗ», — тенӗ резолюцире.
Ҫавӑнпа Курултай, пӗрремӗшӗнчен, Пушкӑртстанра тутар чӗлхине патшалӑх чӗлхи туса хума тӗллевленнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, референдум йӗркелесшӗн («тутар халӑхӗллӗ Уфимск кӗпернин пайне Тутарстанпа пӗрлештересси»).
Аса илтермелле: 2012 ҫулхи кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашне республика чиккине пӑхса тухма сӗннӗ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнче кинофестивалӗ уҫӑлнӑ. Унпа килӗшӳллӗн халӑх фильмӗсен конкурсӗ иртет. Ку — пӗрремӗш хут.
Наци киностудисен конкурсне Якути, Хакаси, Пушкӑртстан, Буряти, Тутартсан, Чаваш Ен авторӗсем хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе 12 фильм, 14 картина кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне конкурса хутшӑнман 40 ытла картина курма май пулӗ.
Конкурс жюрийӗсем — Глеб Панфилов режиссер, Инна Чурикова актриса, Корейӑри кино тӗпчевҫи Хонг Сангву, Узбекистанри режиссер тата сценарист Камара Камалова, Чилири кинорежиссер тата сценарист Себастьян Аларкон. Ыран Шупашкара фестиваль президенчӗ Карен Шахназаров тата Александр Панкратов-Черный актер килӗҫ.
Фильмсене Шупашкарта, Улатӑрта, Патӑрьел тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кӑтартӗҫ. Фестиваль программин директорӗ Сергей Лаврентьев киновед пресс-конференцире темиҫе ҫул каялла кинематографи ытла аталанманнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, Якутире, Хакасире. Тутарстанпа Пушкӑртстанра та ку енӗпе ытлах ӗҫлемен-мӗн.
Сергей Лаврентьев каланӑ тӑрӑх, халӑх киновӗсен суйлавӗ пулман. Чи лайӑххисене суйласси пӗлтерӗшлех мар-мӗн. Чи кирли — ҫак тӑрӑхсенче кинопроизводство «ӗҫлеме» тытӑнни.
Чӑваш Ене саранча килет текен сас-хура ҫӳренине, тен, эсир те илтнӗ пулӗ. Ку хыпар-хӑнар тӗрӗссине е ҫынсем юри пӑлханнине пӗлес тесе эпир «Россельхозцентр» патшалӑх учрежденийӗн республикӑри филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗпе Елена Соколовӑпа ҫыхӑнтӑмӑр.
Елена Александровна саранча Чӑвашра та пуррине пӗлтерчӗ. Анчах сывлӑш температури ӑна пысӑк йыша ҫаврӑнма май паманнине пула вӑл ушкӑнпа вӗҫеймест.
Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӑнтӑр, Тутарстанӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗсенче саранча йышӗ нумайланнине асӑрханӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх пулсан вӑл сарӑлса кайса ҫилпе пирӗн енне килес хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, Волгоград, Ӗренпур облаҫӗсенчен. Унчченхи ҫулсенче пирӗн пата саранча пысӑк ушкӑнпа канӑҫсӑрлантарман. Ытти регионтан пирӗн енне хускалас тӑвас пулсан ӑна вӑхӑтра асӑрхаса ҫийӗнчех эмеллемелле.
«Наци пуянлӑхӗ — 2014» Пӗтӗм тӗнче конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Куракансен аудитурийӗ пите пысӑк пулнӑ: пӗтӗмпе 67 ҫӗршыв.
Аса илтерер: конкурса тӗрлӗ номинацире — вокал, хореографи, модӑсен театрӗ, ӳнер сӑмахӗ, инструмент каласси, ӳнер тата ал ӗҫ пултарулӑхӗ — куҫӑн мар мелпе те, куҫӑн мелпе те хутшӑнма май пулнӑ.
Заявкӑсем тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ: Украинӑран, Курск, Иркутск, Белгород, Чулхула, Сарӑту, Чӗмпӗр, Новосибирск, Владивосток хулисенчен, Свердловск, Мурманск, Волгоград, Челепи, Ростов, Кисан, Пенза облаҫӗсенчен, Чӑваш, Тутар республикисенчен, Байкал тӑрӑхӗнчен, Красноярск, Краснодар енӗсенчен…
Конкурса Чӑваш Республикинчен Тӑвайри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Лилия Владимирова — «Эстрада вокалӗ», Анастасия Григорьевӑпа Варвара Лашманова «Фортепиано» уйрӑмӗнче вӗренеҫҫӗ. Лилия конкурса куҫӑн майпа хутшӑннӑ, Анастасийӑпа Варвара вара — куҫӑн мар майпа. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килешӳллӗн Тӑвай районӗн хӗрӗсем III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин культура минестерстви йӗркеленипе Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗпе Президиумӑн пайташӗсем, журналистсем, Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗнчи «Туслӑх» халӑх ансамблӗ тата ытти яваплӑ ҫынсем Иван Яковлев ҫурални 166 ҫитнине паллӑ тума акан 23-мӗшӗнче унӑн тӑван ялне — Кӑнна Кушкине — ҫитрӗҫ.
Иван Яковлевӑн пӑхӑртан тунӑ палӑкӗ умӗнче митинг иртрӗ, кайран конференци пулчӗ. Хӑнасем музейпа та паллашрӗҫ. Шкулӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлчӗҫ — кунта вара пӑшӑрханмалли пурах мӗн. Юлашки вӑхӑтра ялта ачасем сахал ҫуралнине пула хальхи вӑхӑтра икӗ хутлӑ шкулта пурӗ те 20 яхӑн ача кӑна вӗренет иккен.
Ялти клубра Шоркка артисчӗсен пултаруллӑхӗпе курса савӑнчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, ташларӗҫ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксури тӗп вулавӑшра чӑваш ҫемйисем пуҫтарӑнчӗҫ. Кунашкал тӗлпулу пуҫласа пулчӗ тесе пӗлтерет Тутарстанра чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫат.
Мероприятие ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗ Валентина Давыдова йӗркеленӗ. Тӗллевне вара тӗрлӗ ҫынна паллаштарса тӑван чӗлхепе калаҫса хутшӑнтарасси тесе палӑртнӑ.
Тӗлпулӑва тӑватӑ ҫемье килнӗ — Кивӗ Саврӑшран, Саврӑшпуҫӗнчен, Аслӑ Сӗнчелӗнчен тата Кивӗ Ӳселӗнчен. Мельниковсем, Максимовсем, Калуковсем тата Артамоновсем тӑван чӗлхене, йӑх-несӗлӗсене, вырӑнти ҫыравҫӑсене, юрра-кӗвве еплерех тарӑн пӗлнине кӑтартса панӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн республикӑри район-хулара наци постановкисене лартать.
Нумаях пулмасть Иосиф Трерӑн «Чӗрӗ сӑмах» ревю Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче тата республикӑри Элӗк районӗнче пулнӑ. Постановкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмешкӗн тӑратнӑ. Спектакле курнӑ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер, театр артисчӗсем, Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсен преподавателӗсем районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, вӗренӳ, ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче чӗлхене сарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Учительсем каланӑ тӑрӑх, наци спектаклӗсене кӑтартни лайӑх витӗм кӳрет. «Чӗрӗ сӑмах» постановкӑна вӗсем хӑйне евӗр вӗренӳ пособийӗ тесе палӑртнӑ. Унӑн чӗлхи ҫӑмӑл, вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать.
Спектакль — чӑваш поэзийӗн сӑнӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишшин, Геннадий Айхин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Авторсен хайлавӗсенче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, савӑнӑҫӗпе хуйхи сӑнланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |