Чӑваш Ен промышленность туризмне аталантаракан ҫӗршыври пилотлӑ 10 регионтан пӗри пулса тӑрӗ. Асӑннӑ проекта хутшӑнма малтанласа республикӑри темиҫе предприяти ҫеҫ кӑмӑл тунӑччӗ. Вӗсем ҫаксемччӗ: «Букет Чувашии», «АККОНД», «Промтрактор», «ЭКРА», «Ҫеҫпӗл» предприятисем, Шупашкарти пӑрӑх савучӗ, «Петровский» ҫӑкӑр савучӗ. Халӗ тата ытти предприяти те, пурӗ 15 ытла, хӑйӗн хӑвачӗпе туристсене паллаштарма хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, туристсене Чӑваш Енри савутсене чӗниччен промышленность туризмӗ валли палӑртнӑ маршрутсене экспертсем хаклӗҫ. Унтан турагентсем ӗҫе кӳлӗнейӗҫ.
Республика ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, промышленность туризмӗ тупӑш илмелли ҫӑлкуҫсенчен пӗри. Тупӑшран илнӗ налук вара республикӑра юлӗ. Промышленность туризмӗ производствӑна ҫамрӑк кадрсене те илӗртме май парасса шанать вӑл. Инвесторсем пирки те ҫавнах каламалла.
Чӑваш Енре промышленноҫ туризмне аталантарма пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Инстаграмра пӗлтернӗ.
Пилотлӑ проекта Раҫҫейӗн Промышленность тата суту-илӳ министерствипе «Стратегилле пуҫарусен агентстви» автономилле коммерци мар организаци пуҫарнӑ.
Промышленность туризмӗ тени туристсене производствӑсемпе палалштармалли экскурсисем йӗркелессине пӗлтерет. Сӑмах май каласан, хӑш-пӗр ҫӗрте ун пек экскурсисем халех йӗркелеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Кузбасра.
Промышленность туризмне аталантарссипе раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑхра канашлу иртмелле. Проекта хальлӗхе «Букет Чувашии», «АККОНД», «Промтрактор», «ЭКРА», «Ҫеҫпӗл» предприятисем, Шупашкарти пӑрӑх савучӗ, «Петровский» ҫӑкӑр савучӗ кӗнӗ.
Сӗнтрвӑрри хулине туристсене илӗртмелле туса хурасшӑн. Хӑй вӑхӑтӗнче унта Аслӑ Кӗтерне патша пулнӑ. Ӑна хитре ту ҫинче хӑна туса янӑ. Ҫӳллех мар ҫав сӑрта Патша тӑвӗ теҫҫӗ. Патша унта пуличчен ӑна Ҫӳллӗ ту тенӗ.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӑррине еплерех илемлетмелли пирки халӑхпа сӳтсе явӗҫ. Ку пуҫару республика Правительствин.
Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче «Руҫ ӑстисем» фестиваль иртнӗ май пулнӑ. Унта Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Шупашкарти специалистсем пӗр шухӑшлӑн ҫакна палӑртнӑ: пляжа тасатмалла, йӗркеллӗ туалетсем кирлӗ, канализацие йӗркене кӗртмелле, хӑвӑрт апаталанмалли вырӑнсем уҫмалла, Патша тӑвӗ ҫинчи пӳрте сӳтмелле. Юлашкинчен калани истори ландшафтне пӑсать.
Хамӑр ҫӗршывра канакан туристсене кӑҫал укҫан хавхалантарӗҫ. Программа ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен тытӑнса ҫулталӑк тӑршшӗпех пырӗ. Тӗрӗсрех каласан, канма кайса тӑкакланнин пӗр пайне федераци хыснинчен саплаштарӗҫ. Кешбэк (бонус программине ҫавӑн пек калаҫҫӗ) лектӗр тесен туристсен 5 каҫран кая мар канмалла, турпутевка е ҫынсем хӑйсем тӗллӗн кайса тӑкакланнин хакӗ 25 пин тенкӗрен йӳнӗ пулмалла мар. Укҫана тавӑрас тесен «Мир» карттӑпа тӳлемелле.
Хыснаран 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран тавӑрса парӗҫ. Путевка хакӗ 25 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран ларсан 5 пин лекӗ, 50 пинрен пуҫласа 75 пин тенкӗ таран тӑкакласан — 10 пин тенкӗ, 75 пинрен ытларах пулсан — 15 пин тенкӗ.
Ҫӗрпӳ район ертӳҫисем хӑйсем патӗнче туризма аталантарасшӑн, агропромышленность паркӗ йӗркелесшӗн тата тимӗр-бетон изделийӗсене ҫӗнӗлле меслетпе кӑларакан производство уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки район администрацине нумаях пулмасть ертсе пыма тытӑннӑ Сергей Беккер ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулсан каланӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ.
Района аталанма кансӗрлекен ыйтусен шутӗнче Сергей Беккер хальхи вӑхӑтри тасатмалли сооружени ҫуккине тата йӑлари хытӑ каяш вырӑнне рекультивацилессине палӑртнӑ.
Олег Николаев сооружени тӑвассипе муниципалитета хастар пулма чӗнсе каланӑ. Вырӑнтисем проект хатӗрлесен республика та пулӑшӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра шалти туризма аталантарасшӑн. Ҫак шухӑша вӑл Правительство ҫуртӗнче нумаях пулмасть ирттернӗ канашлусенчен пӗринче каланӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, паянхи кӑткӑс тапхӑрта регион экономикин уйрӑм секторӗсене аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Сӑмахран, шалти туризм валли. «Ку ен — калама ҫук пысӑк малашлӑхлӑ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Олег Николаев шучӗпе, пирӗн республикӑмӑр илемлӗ, экологи енчен таса, сывлӑха ҫирӗплетме кунта аван. Пуян культурӑпа та хамӑр тӑрӑхри туристсене илӗртме май пур. Апла пулсан паха енсене пӗр ҫӗре пухмалла та хамӑр тӑрӑхри туристсене вӗсемпе паллаштармалла, хамӑр патра канӑва тивӗҫлипе йӗркелемелле.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр хулара причалсем тума палӑртнӑ. Кӑҫал ҫак ӗҫе Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче пуҫӑнасшӑн. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫакӑн пирки Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулусенчен пӗрин вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ӗҫлӗ ирхи апатра пулнӑ. Ӑна никама пӑхӑнман общество организацийӗ — Менеджерсен ассоциацийӗ — йӗркеленӗ.
Олег Николаев Чӑваш Ен хамӑр ҫӗршыври туристсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисене те илӗртессе шанать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн Чӑваш Енӗмӗр — тӗлӗнмелле регион, унӑн культури хӑйне евӗр. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тата илӗртӳллӗрех пулса тӑрӗ.
«Шупашкарсӑр пуҫне пирӗн интереслӗ вырӑнсем татах пур: Куславка, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр. Вӗсем кашниех хайне евӗр. Кӑҫал эпир Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал стенкисем тума пуҫласшӑн», — тенӗ Олег Николаев.
Ял туризмне аталантарасси пирки пирӗн республикӑра темиҫе ҫул каяллах калаҫма пуҫланӑччӗ. Пысӑк та шавлӑ хулара пурӑнакансене илӗртмеллеччӗ ун. Хула ҫынни пӗр-пӗр ялти ҫавӑн пек вырӑна каять те унти сывлӑшпа кӑна мар, экологи енчен таса апат-ҫимӗҫпе киленет. Калӑпӑр, тин ҫеҫ сунӑ сӗте ӗҫет. Ӗни-качакине хӑй те сума пултарать. Ҫак ырӑ шухӑш аталанайманни пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пуҫ ватнӑ.
«Пӗр 20 ҫул каялла ял туризмне кӗҫ-вӗҫ аталантарма пуҫлассӑн туйӑнатчӗ. Хӑна ҫурчӗсем тӑвӑпӑр, инфраструктурӑна аталантарӑпӑр теттӗмӗр. Хаваслӑ туристсемпе вырӑнти канакансене сӗт ӗҫтерӗпӗр, шӑрттанпа хӑналӑпӑр теттӗмӗр. Анчах нимӗн те тухмарӗ. Федераци укҫи-тенкипе тем пысӑкӑш этнокомплекс туса лартрӑмӑр. Хитре ҫуртсем пур, чӑваш мунчи, курӑк чейӗ. Ҫавӑн пек этнотрубаза ҫав хака тӑчӗ-ши тата ял туризмӗнчен пӑрӑнмаллаччӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ вӑл.
Шупашкар хулинчи Атӑлӑн Мускав ҫыранӗ Раҫҫее тӗлӗнтереесси пирӗнтен те килет теме юрать. Ун ҫинчен хатӗрленӗ видеоролика Шупашкар хулинчи Музейпа туризм центрӗ турист видеохӑтлавӗсен «Диво России-2019» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) VI фестиваль-конкурсне тӑратнӑ.
Шалти тата тулашри туризма аталантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ конкурса TRIP2RUS.RU (Мускав) турист порталӗ, KURORT.VIDEO турист видеопорталӗ тата Чулхулари «Приволжье»регионсем хушшинчи туристсен ассоциацийӗ ирттереҫҫӗ.
Конкурса ӗҫсене 8 номинаципе тӑратма май пур. Пирӗннисем «Историпе архитектура тата тӗн объекчӗсем, музейсем» номинацире хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. https://www.дивороссии.рф сайтра конкурс условийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать.
Чӑваш халӑх юмахӗсенчи паллӑ герой, Улӑп, «Сказочная карта России» (чӑв. Раҫҫейӗн юмах картти) интернет-ресурсра вырӑн тупнӑ.
Карттӑна Мускаври Алексей Козловский журналист хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ — регионсенчи паллӑ вырӑнсене аталантарма, вӗсенчи культурӑпа туризм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси.
Ӳркенмен журналист тӗрлӗ халӑхӑн юмахӗсемпе улӑп-паттӑрӗсем ҫинчен хывнӑ халапӗсенчи паттӑрсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартнӑ.
Раҫҫейӗн юмах карттинче 30-а яхӑн регион тата 44 паттӑр вырӑн тупнӑ. Улӑпа унта лектерес тесе Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ самай тимленӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таранах уҫӑ онлайн-сасӑлав ирттернӗ. Унта чӑваш юмах-халапӗнчи 17 сӑнара кӑтартнӑ. Улӑпшӑн 1188 ҫын сасӑланӑ, ку вӑл мӗнпур йышӑн 50,4 проценчӗ пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |