Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Питӗрти тележурналистпа, режиссёр-документалистпа Валерий Татаровпа тӗл пулу иртнӗ. Унта Коопераци институтӗнче тата Чӑваш патшалӑх педагогика унверситетӗнче, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче, Шупашкарти 2-мӗш гимназире вӗренекен ҫамрӑксем, чиркӳ ҫыннисем пуҫтарӑннӑ.
Валерий Татаров чунне уҫса нумай каласа кӑтартнӑ май этем хӑй ӗмӗрӗнче нумай чӑрмавпа тӗрӗслев витӗр тухни пирки палӑртса хӑварнӑ. Йӑнӑшать те вӑл, хӑйӗн ҫулне шырать.
Паллӑ режиссёр каласа кӑтартнине итленӗ май ҫамрӑксем шухӑша кайнӑ, пурнӑҫ пирки тарӑнрах шухӑшласа илнӗ.
Етӗрнери пӗр ҫамрӑк палламан кинемее пулӑшнӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын каччӑ вӗренекен заведение тав туса шӑнкӑравланӑ.
Пӗр кунхине кинемей хӑйӗн килӗ умӗнчи пӑра ватса шыв ҫулӗ уҫма хӑтланнӑ. Ҫав самантра пӗр яш урампа иртсе пынӑ. Ватӑ ҫын нушаланнине кура вӑл кинемее пулӑшас тенӗ.
Каччӑ Тимур Чернов ятлине плтернӗ, Етӗрнери агротехника техникумӗнче вӗренет иккен.
Каярах кинемей вӗренӳ заведенине шӑнкӑравласа сирӗн патра ҫавӑн пек каччӑ вӗренет-и тесе кӑсӑкланнӑ, вӑл ӑна тав туса шӑнкӑравланине пӗлтернӗ.
Професси пӗлӗвне паракан патшалӑх организацийӗсенче вӗренекен хӑш-пӗр студента Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне парса тӑрӗҫ.
2022/2023 вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ укҫана ҫаксем тивӗҫнӗ: Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумӗн 4-мӗш курс студенчӗ Александр Виноградов, Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Александр Огурцов, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Даниил Поликарпов, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Григорий Сарбаев, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Лариса Щукина, Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Дмитрий Ярабаров.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен полтикин министрӗн ҫумне Ольга Хлебниковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ольга Апполоновнӑна министр ҫумӗ пулма 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче малтан директорӑн вӗренӳпе производство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен директор пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫуркунне кахал ҫын та урампа пахчана тирпейлеме вӑй-халпа вӑхӑт тупатех.
Кӳкеҫри 27-мӗш професси училищинче (темиҫе ҫул каялла ӑна Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗпе пӗрлештерчӗҫ) вӗренекенсем вӗренӳ заведенийӗ тавралли территорие тасатса тирпейленӗ. Анчах ҫӳп-ҫап миххисене урамрах купаласа хунӑ. Ҫамрӑксем ӗҫлени харама каясси те часах. Ара, йытӑсем туртса-ҫурса пӗтерсен е вӑйлӑ ҫилпе михӗсем ҫӗтӗлсе пӗтсен ҫӳп-ҫап каллех сапаланса пӗтӗ.
Кӳкеҫсем тӗнче тетелӗнчи пабликсенчен пӗринче ҫӳп-ҫап купине ӳкерсе илсе вырнаҫтарнӑ, вырӑнти пуҫлӑхсене михӗсене турттараса кайма ыйтнӑ.
«Начар шӳт-и е лайӑх антитеррор-и? Шупашкарти колледжра никам та пемен». Ҫакӑн пек хыпарланӑ паян кӑнтӑрла «Ҫыхӑнура» форумра «Антидилер» юхӑм пӗлтернине шута илсе.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи ҫӗрле темле ҫамрӑк Шупашкарти строительство техникумне пырассине, унта перессине пӗлтернӗ имӗш.
Ҫийӗнчех ку хыпара мӗнпур ятарлӑ службӑсене систернӗ, колледжа
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн, полици тата Росгварди ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ.
Хыпара такам шӳтлесе пӗлтернӗ-и е чӑнласах усал тума ӗмӗтленнӗ-и — ҫакна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем палӑртӗҫ.
Строительство техникумӗнче паян занятисем иртнӗ. Ҫуртра хӗрарӑм-хуралҫӑсемпе пӗрлех пакунлисем ӗҫленӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. 139-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗн вӗренӳпе воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Жанна Трофимова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята — «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫамрӑксен реаблитаци центрӗ» хысна учрежденийӗн медицинӑпа социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн сиплев физкультурин врачӗ Ольга Герасимова, «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен службин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята — Ҫӗрпӳри «Эгида» обществин директорӗ Владимир Румянцев.
Кӑҫал пирӗн республикӑри техникумсемпе колледжсенче хысна шучӗпе вӗренме 6360 вырӑн уйӑрнӑ.
Ҫамрӑксене аслӑ шкулсемпе колледжсене вӗренме йышӑнмалли кампание Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вӗрентӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Лукшин пӗтӗмлетнӗ.
Рабочи профессийӗсене вӗренес кӑмӑллисен хушшинче конкурс 1,2 ҫынпа танлашнӑ. Яшсемпе хӗрсенчен ытларахӑшӗ пушар хуралӗнче, IT, банк тытӑмӗнче, медицинӑпа строительствӑна суйлани сисӗннӗ. Рабочи специальноҫӗсенчен ҫамрӑксем дефектоскопист, электромонтер, автоюсав мастерӗ, крановщик, повар, кондитер, парикмахер т.ыт.т пулас тенӗ.
71 ҫулти Алексей Судленков Регионсем хушшинчи компетенци центрне — Шупашкарти электромеханика колледжне ертсе пыма пӑрахӗ. Ку должноҫре вӑл 13 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республикин виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш созывӗсенчи Общество палатисене ертсе пынӑ.
Алексей Алексеевич 1949 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Пӗтӗм союзри политехника институтне куҫӑнсӑр майпа вӗренсе пӗтернӗ, 1993 ҫулта – Хусанти патшалӑх технологи университетне.
Алексей Судленков 1973 ҫултанпа вӗренӳ сферинче тӑрӑшнӑ. Производство вӗрентӗвӗн мастерӗ те пулнӑ, Шупашкарти 1-мӗш професси училищинче директорӑн ҫумӗ, 1978-2002 ҫулсенче асӑннӑ училищӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Алексей Судленкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗсемшӗн» орден медалӗпе, «Тӑван ҫершыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе тата ыттипе чысланӑ.
Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн пӑтӑрмаха ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ.
Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине тӗпчевҫӗсем 18 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, кивҫен илнине — 6 тӗслӗх, укҫапа усӑ курнӑ тата салатса пӗтернине — 5 тӗслӗх, унсӑр пуҫне саккуна пӑсса тунӑ укҫапа усӑ курнине шута илнӗ.
Техникума юсанӑ чух экс-директор предприятие самай шар кӑтартнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ шучӗпе 2018-2019 ҫулсенче Словение, Германие кайма турист путевкисем, Чӑваш Енри санаторисенче канма путевкӑсем туяннӑ. Арӑмӗ карас телефонӗпе калаҫнин тӑкакне те техникум шучӗпе саплаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |