Паян республикӑра - пӗрлехи сасӑлав кунӗ. Сасӑлав участокӗсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ.
Паян ирхине кашни участокрах ӗҫе Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫланӑ. Паянхи кун Чӑваш Енре 780 сасӑлав участокӗ ӗҫлет.
Сӑмах май, халӗ хӑвӑрӑн сасӑлав участокне тупма ансат. Тӗп суйлав комиссийӗн сайтне кӗмелле ҫеҫ. Унта хӑвӑрӑн адреса ҫырмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енре сасӑлав пуҫланнӑ. Ку - срокран маларах иртекенни. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ вӑл, ӗҫ кунӗсенче 16 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен сасӑлама пулать. Канмалли кунсенче - участок йӗркеленӗ графикпа килӗшӳллӗн.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче 19 муниципалитет округӗнче сасӑлав иртӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Красноармейски муниципалитет округӗнче суйласа ҫитермелли пур.
Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ валли ят шыраҫҫӗ. Вӑл мӗнли пулӗ? Ҫакна халӑхран ыйтаҫҫӗ.
Сасӑлав йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Уҫӑ хула» порталта иртет. Хӗвеллӗ бульвар вӗҫӗнче вырнаҫнӑ чарӑнура 35-мӗш автобус, 14-мӗш троллейбус чарӑнаҫҫӗ.
Ҫынсем чарӑнӑва «Сергей Бутяков урамӗ», «Ясная поляна» ЖК» е «Бауман вӑрманӗ» ят пама сӗннӗ. Сасӑлав пырать. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Пуҫаруллӑ ушкӑн Шупашкарта чӑваш словарьне хатӗрленӗ Николай Ашмарина халалланӑ палӑк лартма сӗнсе ыйтупа тухнӑ. Вӑл чӑнах та кирлӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗ халӑхран ыйтма шухӑшланӑ.
«Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртнӗ. Унта 1708 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 1078-шӗ Ашмарина халалланӑ палӑк кирлӗ тесе палӑртнӑ. 390 ҫын ҫакна специалистсен татса памаллине каланӑ. 227 ҫын палӑк кирлӗ мар тесе шухӑшлать. 13 ҫын хӑйсен шухӑшне палӑртнӑ, хӑшӗ-пӗри палӑка Ашмарин ҫуралнӑ тӑрӑхра, Етӗрнере, лартмаллине пӗлтернӗ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне ятарлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта Николай Ашмарина халалланӑ урам пур.
Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйланӑ. Нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ «Халӑх участковӑйӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Сасӑлав вӗҫленнӗ. Канаш районӗнчи Сергей Ипатьев чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 4 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Сергей Ипатьев Асхва тата Сухайкасси ял тӑрӑхӗсемшӗн яваплӑ. Унта 5136 ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Айрат Умеров тухнӑ, виҫҫӗмӗшне – Патӑрьел районӗнчи Алмаз Юнусов.
Республикӑри чи лайӑх участоковӑй Раҫҫей шайӗнче тупӑшӗ. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртет. Сергей Ипатьевшӑн «Комсомольская правда» издательство ҫурчӗн порталӗнче сасӑлама пулать.
Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑн. Хула администрацийӗ унӑн шӑпине татса парас тесе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет.
Аса илтерер: 300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Анчах кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, 2017 ҫулта каллех вырнаҫтарнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сас-хура те тӗрӗсех: иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта пӗр карчӑк хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫавӑнпа скульптурӑна шӑпах унта лартма шутланӑ-мӗн.
Анчах хула администрацийӗн каллех ыйту сиксе тухнӑ: ҫак карчӑк пасар умӗнче кирлех-и? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? Сасӑлава хутшӑнӑр.
Чӑваш Енри пилӗк бренд ҫӗршыври культура тата туризм бренчӗсен ТОП-1000 йышне лекме пултарӗҫ.
РФ Общество палатинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ топа пирӗн республикӑран «Киремет юманӗ» («Сӑнарсем» номинацире), «Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ» («Сооруженисем» номинацире), «Чӑваш тӗрри» («Йӑла-йӗрке тата промысласем» номинацире), ҫавӑн пекех Андриян Николаев космонавт тата Никита Бичурин ӑсчах ячӗсем («Ҫынсем» номинацире) кӗрес шанчӑк пур.
Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн 1000 тӗп бренчӗн списокне хатӗрлеҫҫӗ. Халӑх сасӑлавӗ Живоенаследие.рф сайтра ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кайран вӗсене ятарлӑ карта ҫинче кӑтартӗҫ тата каталога кӗртӗҫ.
Малашне 11-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран каймӗ. Унӑн маршрутне улӑштарнӑ. Ку тӗллевпе ятарласа «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртнӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнӗ маршрутшӑн сасӑланӑ.
Тӳре-шара 5-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пӗрлештерме сӗннӗ. 11-мӗш троллейбус Гагарин урамӗпе Калинин урамне ҫитӗ, унтан – Мир проспектне, Эгер бульварне тата Ленин Комсомолӗн урамне.
«Уҫӑ хула» порталта куншӑн респондентсен 37,98 проценчӗ сасӑланӑ. 44,15 проценчӗ – хирӗҫ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ирттернӗ анкетировани вара урӑхла кӑтарту панӑ: чылайӑшӗ икӗ маршрута пӗрлештерессине ырланӑ.
14-мӗш троллейбус вара «Солнечный» микрорайона ҫитӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, маршрутсене 2021 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен улӑштарӗҫ.
Чӑваш Ене «ТопБлог» проект ҫӗнтерӳҫсем килме пултараҫҫӗ. Вӗсем халӑх тетелӗсем ҫынна аталанма, профессире ҫитӗнӳсем тума пулӑшни пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ.
Топ списока кӗнӗ блогерсен йышӗнче – Елена Летучая тележурналист, «Comedy Woman» кӑларӑма хутшӑннӑ Наталия Медведева, MIA BOYKA юрӑҫ, Шевги Ахадов сценарист тата актер, Сергей Романович актер, Инстаграмри тӗп анне Ирина Акопян, Настя Рыжик тата Сергей Штепс тиктокерсем.
Блогерсем хӑш региона килӗҫ? Ҫакна халӑх сасӑлавӗпе палӑртӗҫ. Ҫынсем унта регионсенчен пӗрне суйлӗҫ. Региона килсен блогерсем чи илемлӗ вырӑнсем, ҫынсем, пулӑмсем пирки фильм ӳкерӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнлерех пулӗ? Хула ҫыннисемпе хӑнисем ҫакна хӑйсем суйланӑ. Сасӑлава ятарласа ирттернӗ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта пулнӑ.
Хӗрлӗ лапамра капӑр чӑрӑш лартӗҫ, Хӗл мучи резиденцийӗ те ҫавӑнтах вырнаҫӗ. Чӑрӑш лартассишӗн 2358 ҫын сасӑланӑ. Сасӑлава вара 2907 ҫын хутшӑннӑ.
Кӳлмекре каток та, юрлӑ хула та унта пулӗ. Вӗсемшӗн 1905 тата 1803 ҫын сасӑланӑ. Хӗллехи фонтаншӑн тата Хӗл мучи резиденцийӗшӗн сасӑлава хутшӑннисен 10 проценчӗ сасӑланӑ.
Ҫапах Хӗрлӗ лапам Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле пулассине хулари хӗллехи канӑва йӗркелекен комитет палӑртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |